Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫар ҫыннисем хушшине вырнаҫтарчӗҫ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Нумаййӑн кайрӑмӑр эпир хамӑр ялтан вӑрман касма, анчах, лере ҫитсен, пире уйрӑм хваттерсене вырнаҫтарчӗҫ.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Анукпа Сантӑр сӑра пичкине, карҫинккапа чӗресе илсе тухса урапа ҫине вырнаҫтарчӗҫ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Вӑт, атте, шӑп та ҫав вырӑс ҫыннисем мана тӑван пек йышӑнса ӗҫе вырнаҫтарчӗҫ.
XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫитнисене Красноярскинче пӗр каҫлӑха кивӗ барака вырнаҫтарчӗҫ.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Ҫемьесӗррисене халлӗхе Юманлӑхра клуба вырнаҫтарчӗҫ.
14 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Епле вырнаҫтарчӗҫ сире? — юрланӑн сасӑ пачӗ вӑл, кино артисчӗ тейӗн.
Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Картишӗнче палӑксене урапана, кашма ҫине хунӑ виҫӗ минтер ҫине вырнаҫтарчӗҫ.
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Вӗсене иккӗшне те общежитине вырнаҫтарчӗҫ.
Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ну, ҫав Звягинцева ман пӳлӗме вырнаҫтарчӗҫ.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӗсем кӑҫал пӗрремӗшсем пулса стела вырнаҫтарчӗҫ.
«Кӑтаймассен алли ҫӑмӑл пулчӗ» // Юрий МИХАЙЛОВ. https://ursassi.ru/articles/t-van-k-tes/ ... ch-3412044
Тепӗр минутранах пире ҫывӑрмалли икӗ пӳлӗмлӗ, тепӗр ӗҫлемелли пӳлӗмлӗ чаплӑ люкса вырнаҫтарчӗҫ.
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
«Ӑҫта мӗнле вырнаҫтарчӗҫ, сывлӑхӗсем мӗнле — ҫитсенех пӗлтер», — хушса ячӗ Григориуна стройтрест управляющийӗ.
XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Санюка партизансен санчаҫне сывалса ҫитме вырнаҫтарчӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Автоматсене хӑвӑла йӗркипе хучӗҫ, вӗсем ҫине патронсем вырнаҫтарчӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Шутсӑр кирлӗ ҫын тесех пуль ӗнтӗ ӑна тӳрех лайӑх хваттер пачӗҫ, арӑмне ӗҫе вырнаҫтарчӗҫ.
Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.
Ывӑла та гаража ӗҫлеме вырнаҫтарчӗҫ.
Пенсие тухсан… // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 5–7 с.
Килен-каянсен ҫуртӗнче мана тепӗр культура ӗҫченӗпе, ҫулӗсен шучӗпе паян-ыранах тивӗҫлӗ канӑва «ура пусмалласкерпе», вӑрӑм хура мӑйӑхлӑ абхаз ҫыннипе, пӗр пӳлӗме вырнаҫтарчӗҫ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Халӗ малтанхи пек пӑрасене хӑйрама участокӑн тепӗр вӗҫне чупмалла мар, ку вӗҫне те хӑйрасем вырнаҫтарчӗҫ.
11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Автансем тултарнӑ ещӗксене икӗ машина ҫине вырнаҫтарчӗҫ.
XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.