Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырнаҫтарчӗҫ (тĕпĕ: вырнаҫтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Амбулаторире тӗрме врачӗ Давенантӑн витӗрех персе шӑтарнӑ, шӑнӑрӗсем контузиленнӗ урине ҫыхса ячӗ, унтан ӑна пӗр ҫын камерине вырнаҫтарчӗҫ; унта пуш-пушӑ, сивлек, шурӑпа сӑрланӑ чӳречерен ҫутӑ кӑштах ҫеҫ сӑрхӑнать, им-ҫам шӑрши кӗрет.

В амбулатории тюремный врач перевязал Давенанту ногу, простреленную насквозь, с контузией сухожилий, и он был помещен в одиночную камеру, где грубая больничная обстановка, бледно озаряемая закрашенным белой краской окном, пахла лекарствами.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Шканц ҫине пушӑ ешчӗк вырнаҫтарчӗҫ, унӑн хӑминче ҫаврака шӑтӑк пӑраланӑ; кашни вӑйӑҫӑн — шлепкине касса татнӑ виҫӗ пӑта; тӑватӑ утӑм инҫӗшӗнчен ешчӗкӗн ансӑр шӑтӑкне виҫӗ пӑтаран пӗрне персе кӗртекен ҫӗнтернӗ шутланать.

На шканце установили пустой ящик с круглым отверстием, проделанным в его доске; каждый игрок получил три гвоздя с отпиленными шляпками; выигрывал тот, кто мог из трех раз один бросить гвоздь сквозь узенькое отверстие в ящике на расстоянии четырех шагов.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Лисс театрӗ умӗнчи санитари каретипе илсе кайсан Давенанта Хӗрлӗ Хӗрес госпитальне вырнаҫтарчӗҫ; унта вӑл пуҫ мими шыҫнипе виҫӗ эрне сипленчӗ.

Подобранный санитарной каретой перед театром в Лиссе, Давенант был отвезен в госпиталь Красного Креста, где пролежал с воспалением мозга три недели.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Мишене хӑна пӳлӗмӗн кӗленче алӑкне уҫса террасӑна вырнаҫтарчӗҫ.

Мишень поместили на террасе, раскрыв стеклянную дверь гостиной.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вун виҫҫе кайсан мана, Валентин Муттеркинда, поварсен цехне вырнаҫтарчӗҫ.

На тринадцатом году меня, Валентина Муттеркинда, отдали в цех поваров.

I. Кӑштах истори // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.

Вилене япаласем тиенӗ чухне усӑ куракан йывӑҫ шит ҫине вырнаҫтарчӗҫ, борта уҫрӗҫ те — хӑйне евӗрлӗ тинӗс тупӑкӗ палуба ҫинчен урисемпе шывалла шӑппӑн шуса анчӗ.

Труп положили на деревянный щит, употребляемый при погрузке, открыли борт и своеобразный морской гроб тихо скользнул по палубе, ногами к воде.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Аманнӑ салтаксене чӑн-чӑн санитари пуйӑснех вырнаҫтарчӗҫ кунта.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вырнаҫтарасса та пире, ху куран, шуйттан ҫулталӑкра пӗрре килсе кӗрекен ҫӗре вырнаҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Колхоз кӳрсе панӑ газ плитисене, сӗтел-пукана упӑшкипе типтерлӗ вырнаҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ӑна тахҫан Маринӑн вырӑнӗ ларнӑ ҫӗрех вырнаҫтарчӗҫ.

Его разместили туда, где когда-то стояла постель Марины.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Сыснана урапа ҫине тиерӗҫ, уксах Лота ҫине Эмиль ашшӗ сиввӗнрех пӑхкаласа илет пулин те ӑна та ҫавӑнтах вырнаҫтарчӗҫ.

Свинью погрузили на телегу, и хромая Лотта, покорно лежавшая в ящике, тоже получила там местечко, хотя папа Эмиля глядел на неё с неодобрением.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Баумана, паллах, «хисеплӗ» пӗччен камерӑна, Бобровскипе пӗрле вырнаҫтарчӗҫ.

Баумана, конечно, поместили «почетно» — в одиночку, с Бобровским вместе.

XXXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Кил-ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ ҫынсене пӳртсене вырнаҫтарчӗҫ, ӑшӑтрӗҫ, апатлантарчӗҫ.

Бездомных людей расселили по избам, обогрели, накормили.

XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Хваттере пӗр ватӑ хӗрарӑм патне вырнаҫтарчӗҫ.

На квартиру поставили их к пожилой женщине.

XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Вӗсене пурне те ҫуллахи бараксене вырнаҫтарчӗҫ.

Поселили в летних бараках.

XIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Пушартан тӑрса юлнӑ пӗренесенчен васкасах пӳрт туса лартрӗҫ, ӑна пӗр вунӑ ҫул каярах готически стильпе павильон тума туяннӑ хӑмапа витрӗҫ те, унта сад ӑстине Митрофана хӑйӗн Аксинья ятлӑ арӑмӗпе тата ҫичӗ ачипе пӗрле кӗртсе вырнаҫтарчӗҫ.

Из уцелевших бревен на скорую руку сколотили избенку, покрыли ее барочным тесом, купленным лет за десять для построения павильона на готический манер, и поселили в ней садовника Митрофана с женой Аксиньей и семью детьми.

Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.

Анчах та вӑл пире часах хӑнӑхса ҫитрӗ; малтанах ӑна хӗрсемпе пӗрле вырнаҫтарчӗҫ; вӗрентрӗҫ, паллах.

Однако она скоро к нам привыкла; сперва ее отдали в девичью; учили ее, конечно.

Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.

Сулӑ ҫыхнӑ ҫӗрте ӗҫлекен блокстот тенӗ машина ҫинче вырӑн пулмарӗ, ӑна вара баржӑсем ҫине вутӑ тиекен элеватор ҫинче ученик пулса ӗҫлеме вырнаҫтарчӗҫ.

На блокстате мест не было, и его определили учеником на элеватор, эта машина грузила дрова на баржи.

VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Сентябрӗн вӗҫӗнче пирӗн пата пӗр нимӗҫе, фон-Вельзен полковника хваттере вырнаҫтарчӗҫ.

В конце сентября к нам на квартиру поместили немца, полковника фон Вельзен.

Приказ — закон // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

«Пысӑк офицер» пирӗн патӑмӑртан Сталинграда кайрӗ, ун хыҫҫӑн пирӗн хваттере салтаксене вырнаҫтарчӗҫ.

«Большой офицер» вскоре уехал от нас, и теперь к нам на квартиру ставили солдат.

Нимӗҫсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех