Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырнаҫать (тĕпĕ: вырнаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫ черетне вӗсем тахҫанах тӗрӗс йӗркелесе хунӑ: каҫпа ӗҫлени канма кӗрсе вырнаҫать, каҫхине канса вӑй пухни савӑнӑҫлӑн ӗҫе тухать.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗрне 800 тонна тутлӑхлӑ апат вырнаҫать.

Куҫарса пулӑш

Хамӑр тӑрӑшсан, патшалӑх пулӑшсан ӗҫ ӑнӑҫать // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9704-kham-r- ... an-c-n-cat

Хӑшӗ-пӗри ҫӗнӗ, укҫаллӑ ӗҫе вырнаҫать, теприсем хушма тупӑш ҫӑлкуҫӗ тупаҫҫӗ.

Кто-то устроится на новую, более высокооплачиваемую работу, другие найдут дополнительные источники дохода.

53-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Павӑл вара юлташӗсем тата савнийӗ чӗннипе Шупашкара каялла килет, хула больницине ӗҫлеме вырнаҫать.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Унпа кӳршӗллӗ е урам урлӑ тепӗр ывӑл-хӗр килӗ вырнаҫать.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗн тӗлӗнмелли пур: лава миҫе виле вырнаҫать, ҫавӑн чул турттарса каятпӑр.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӗрет, вырнаҫать — вара, паллах, пулӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Унта кирек мӗн те вырнаҫать — курӑнаканни те, курӑнманни те.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӑна пӗр кун, иккӗ, эрне, ҫулталӑк темӗнле тимлӗ тӑнласан та — нимӗн те илтеймесси пачах та иккӗлентермест, тепӗр чух ҫеҫ таҫта ҫӳлте вӑхӑтӑн вӑрах ӗҫӗ пӗр-пӗр йывӑҫа ҫӗртсе аркатать те — вӑл ҫиле парӑнса-пӑхӑнса, ахрат анлӑхне ҫапӑна-ҫапӑна хиркеленсе ӳкет, кӗҫех вара тӳнклетӳпе чӑштӑртату ҫуратса тӗпне нихӑҫан хускалми вырнаҫать.

Прислушиваясь к ней день, два, неделю, год, можно было с уверенностью ожидать, что ничего не услышишь, пока где-нибудь наверху такая же долгая работа времени сгноит дерево, и оно, уступив ветру, покатится в глубину расселины, где, родив шорох и стук, ляжет неподвижно на дне.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫапла вара наукӑн мӗн пур эманацийӗ манӑн ӑшӑма-ӑсӑма кӗрсе вырнаҫать.

Однако вся научная эманация заберется в меня.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл пӗр йӗркене вырнаҫать: намӑс ҫурчӗ, юсанмалли колони, тӗрме, каттӑркӑ.

Она укладывается в одной строке: публичный дом, исправительная колония, тюрьма, каторга.

IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Ку, паллах, апӑл-хапӑлтарах шутлав, ҫапах та, унӑн ҫирӗп пӗтӗмлетӗвӗпе, сарая кӑпӑшка тӑпра сахалтан та ҫирӗм кубометр ҫӑмӑллӑнах вырнаҫать.

Хотя это был расчет грубый, он все-таки убедился, что сарай легко вместит двадцать кубических метров разрыхленного грунта.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Тенброк «Самантлӑх ҫул ҫӳрев» фирмӑна ӗҫе вырнаҫать, малтанхи ҫул шалусӑр ӗҫлет.

Тенброк должен поступить на службу фирмы «Мгновенное путешествие» и служить первый год без жалованья.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.

Сӑнар-ха: ҫав кайӑк хӑш карап ҫывӑхнерех вырнаҫать?

Посмотрим, к какому кораблю сядет поближе птица.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Кашни кӑнтӑрлах дюнӑсен вӗри хӑйӑрӗ ҫине вырнаҫать, шалтан — хурҫӑ трос пек ҫирӗпрен те ҫирӗп ромпа, тулашран вара хӑйӑрпа тата хӗвелпе хӗрсе-ӑшӑнса ларать; пӑрҫана ҫу ҫинче ӑшаланӑ евӗр — пуҫ мимине вӗриленнӗ спирт пӑсӗпе вӗретсен Пэд кӑмӑлӗ ӳсӗрӗлӳ пек тилӗрчӗк, ҫӗкленӳллӗ тӑрӑма куҫать.

Каждый полдень, сидя на раскаленном песке дюн, подогреваемый изнутри крепчайшим, как стальной трос, ромом, а снаружи — песком и солнцем, кипятившим мозг наподобие боба в масле нагретыми спиртными парами, Пэд приходил в неистовое, возбужденное состояние, близкое к опьянению.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Каҫсерен е уявсенче Лонгрен ҫилӗм савӑчӗпе ӗҫ хатӗрӗсене, туса пӗтермен теттесене айккине пӑрса хурать, саппунне салтать, ҫӑварне чӗлӗм чиксе канма вырнаҫать.

По вечерам или в праздник Лонгрен, отставив банки с клейстером, инструменты и неоконченную работу, садился, сняв передник, отдохнуть, с трубкой в зубах.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Юлашки — пиллӗкмӗш — патронӗ ствол коробкинче юлать, затвора хунӑ чух патронникӗ кӗрсе вырнаҫать.

Последний — пятый — остается в ствольной коробке и при закрытии затвора попадает в патронник.

Красноармеецсен винтовки // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Пиллӗкмӗш йӑлӑ кача пӳрне ҫине вырнаҫать.

Пятая петля располагается на мизинце.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Ҫак ача манӑн чӗре ҫумне вырнаҫать.

Мне по сердцу этот мальчишка.

XXVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Скелет утравӗ В. Ю. В тата В. еннелле вырнаҫать.

Остров Скелета В.-Ю.-В. и на В.

VI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех