Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выляма (тĕпĕ: выля) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем кашни тӗл пулмассеренех шахматла выляма хыпкаланнӑ, иккӗшӗ те ҫав вӑйӑ теорине пачах чухламан вӑйсӑр шахматистсем мар: Сулагаевӗ икӗ-виҫӗ хутчен район чемпионӗн ятне те ҫӗнсе илнӗ, Тарановӗ вара ҫамрӑкрах чух хулари турнирсене хутран-ситрен хутшӑнкаланӑ, чемпион пулмах вӑй ҫитереймен те, ҫапах та тепӗр чух республикӑри чи сумлӑ шахматистсенех парӑнтарма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ухмахла выляма пулать.

Можно в дурака поиграть.

Пӗлес килет // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/578

– Ҫук, выляма.

– Нет, поиграть.

Пӗлес килет // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/578

– Сирӗн патӑрта выляма юрать-и?

– Можно, мы у вас поиграем?

Пӗлес килет // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/578

Каҫхине хӗрачасем картла выляма ларчӗҫ.

Вечером девочки сели играть в карты.

Учительсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/572

Ирхине хӗрачасем пӗр-пӗрне мӑкӑль турӗҫ (Анна Ивановна ҫӳҫне ҫавӑн пек пуҫтарать) – ҫапла вӗсем учительле выляма шутласа кӑларчӗҫ.

Утром девочки сделали друг другу шишку (прическу, как у Анны Ивановны) – это они придумали играть в учительницу.

Учительсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/572

Вӗсем япаласене пӗр купана пӑрахса вышибалла выляма пуҫларӗҫ.

Они бросили вещи в одну кучу и стали играть в вышибалы.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Тарӑнрах выляма вӗрентрӗ».

Куҫарса пулӑш

Оринин халӑх театрӗ 105 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60728

Вӑл тӗплӗнрех выляма вӗрентрӗ.

Куҫарса пулӑш

Оринин халӑх театрӗ 105 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60728

Вара «Павликла» выляма пуҫларӗҫ.

Тогда стали играть в «Павлика».

Пуш хир // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/562

Тӗвесем ҫухалнӑ пек выляма пулать, хуҫисем вара выльӑхне шыраҫҫӗ.

Вместо того чтобы быть верблюдами, можно играть, как будто верблюды потерялись, а хозяева их ищут.

Пуш хир // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/562

Шухӑшсем пӗтсен Ксюша пуш хирле выляма сӗнчӗ.

Когда все идеи закончились, Ксюша предложила играть в пустыню.

Пуш хир // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/562

Тата мӗнле выляма пулать?

Во что еще играть?

Пуш хир // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/562

Ҫав вӑхӑтрах урамра выляма та, кӑмӑлтан савӑнма та вӑхӑт тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Спонсорсем пулӑшнипе бильярдла, теннисла, шашка-шахматла выляма сӗтелсем вырнаҫтартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Альбина, кӗнекипе выляма пӑрахса, кайӑксен юррине итлерӗ, ҫак вӑхӑтра унӑн питӗнче темӗнле вӑрттӑнлӑх пур пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Анчах шӑпчӑк ҫӗрӗпех те чарӑнмӗ вӗт-ха. пулӑсем те, тен, ирчченех выляма пӑрахмӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Дирижер икӗ аллине ҫӗклесен, вӑл хӑй ҫырнӑ симфони малалла тӑсӑлчӗ, оркестр выляма пуҫларӗ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫырла пиҫнӗ вӑхӑтра кашни ҫулах ҫак сада доминолла выляма тата чей ӗҫме Виктор Гаврилчӑн виҫӗ ывӑлӗ, инҫетри хуласенчен таврӑнаканскерсем, тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хӑйсем тӗллӗн вылякансем хӗрсе кайса выляма тӑрӑшни те вырӑнсӑр.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех