Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выляма (тĕпĕ: выля) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ваттисем пире урама выляма ярасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Чун каниччен выляма урам тикӗс марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Лешӗ хӑй гитарӑпа, балалайкӑпа выляма, купӑс калама пултарнине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пиччӗшӗпе инкӗшӗн йӗкӗреш ачисем Татьяна аппӑшӗпе ялан пӗрле пулма, унпа выляма, тӗрлӗ кӗнеке вулама юратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Ыран каллех выляма тухатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

— Эпӗ выляма пӑрахрӑм, киле каятӑп, мана ан перӗр, — терӗ леш касри Ҫеруш йышран уйрӑлса.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ҫур сехетрен каччӑ тиха пек выляма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Миша купӑсҫӑна выляма чарӑнма паллӑ парса сылтӑм аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ те шпагат ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Миша ярса илчӗ те ачана ҫӳлелле ҫӗклерӗ, вара иккӗшӗ выляма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫавна сиссе-ши, Тамара пианино умне пырса ларчӗ, каччӑ ҫине йӑлтӑркка куҫӗпе ытарлӑн пӑхса илчӗ те выляма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Халӗ те шӑплӑхла выляма пӑрахмастӑн-и?

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл тӳмисем тӑрӑх пӳрнисемпе выляма пуҫласан чӗрене ҫупа сӗрнӗ тейӗн, сывлама та манатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫав вӑхӑтра хӗвел Сӑхӑт ҫырминчен сиксе тухрӗ хӗвел пайӑркисем шыв ҫийӗн выляма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Е вӑл мӗнле вӑйӑ выляма юратнипе?

В какие игры он любит играть?

IV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ун тавра тӗрлӗ тӗслӗ пайӑркасем выляма тытӑнаҫҫӗ те юрлӑ пушхире кӑвак тӗслӗ, симӗс тӗслӗ, сарӑ тӗслӗ, хӗрлӗ тӗслӗ туса яраҫҫӗ.

Заиграют вокруг нее разноцветные лучи и озарят снежную пустыню синим, зеленым, желтым и красным светом.

Ҫурҫӗрти пӑрлӑ океан // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шӑрӑх кунсенче ҫӑлкуҫӗ патӗнче ачасем выляма, унӑн тӑп-тӑрӑ шывӗ ҫине пӑхса тӑма юратаҫҫӗ.

В жаркие дни ребятишки любят играть у родника и смотреть в его прозрачные воды.

Ҫӑлкуҫсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Компаса ҫапла лартаҫҫӗ: ӑна тӳрем вырӑна хураҫҫӗ те стрелки выляма чарӑниччен кӗтсе тӑраҫҫӗ.

Устанавливают компас так: кладут его на ровную поверхность и дают стрелке успокоиться.

Компас // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ачасене ҫул тематикипе тупсӑмне тупма тата конкурс-викторинӑра ӑмӑртма, ҫавӑн пекех урамсем тӑрӑх хӑрушсӑрлӑх правилисене тепӗр хут тӗрӗслеме, «Ҫуран ҫын» тата «Светофор» вӑййисене выляма сӗннӗ.

Детям было предложено отгадать загадки по дорожной тематике и посоревноваться в конкурсе-викторине,а также повторили правила безопасного движения по улицам, поиграли в игры «Пешеход» и «Светофор».

Ҫул-йӗр правилисене пӗлекенсем // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... em-3456066

— 1947 ҫулхи сентябрьте пиччесемпе йӑмӑк, тантӑшсем пурте партӑсем хушшине ларчӗҫ, эпӗ пӗчченех юлтӑм, никампа выляма тата кичем.

— В сентябре 1947 года братья и сестра, все подруги сели за парты, а я одна осталась, играть не с кем, скучно.

Бухгалтер профессийӗ еткерлӗхпе куҫнӑ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3453052

Пушкӑртстан ачалӑхран пуҫланать, ҫакна «Атя выляма» фестиваль те ҫирӗплетсе парать, – тенӗ Ача-пӑча таварӗсем туса кӑларакан предприятисен индустри ассоциаци президенчӗ Антонина Цицулина.

Куҫарса пулӑш

«Пушкӑртстан ачалӑхран пуҫланать» // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/festival/202 ... at-3444589

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех