Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выляма (тĕпĕ: выля) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кулленхи япаласенчех ҫӗнӗ тӗссем выляма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Юрать-и вара ҫапла выляма?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ир тӑрсан ун хӗрачи патне выляма чупатчӗ пӗчӗк Павӑл, е хӗрачи хӑй кӑн-кӑвак куҫне ҫиҫтерсе, сарӑ ҫӳҫне вӗҫтерсе ҫитетчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Анчах шыв ҫийӗн чупма та, унӑн хумӗсемпе выляма та ҫук иккен.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Юрататчӗ Бианка ҫемҫе курӑк ҫинче выляма — сӗлӗ пуҫӗсене сике-сике хыпатчӗ, йӑваланатчӗ ун ҫинче, хырӑмӗпе шӑватчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кашни ялта пурӑнаканӑн кӑмӑл пур пулсан спортпа вӑйӑсем выляма пултараҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

«Ялта чи лайӑххисем» 1500 ҫынна пухрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=mUDdzZrkAJY

Мороженӑй ҫисе пӗтерсен, хӗрачасем Джекпа выляма кайрӗҫ.

Доев мороженое, девочки пошли играть с Джеком.

Торт // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/636

«Биш бүләк» этномастерскойӗнче пушкӑрт наци инструменчӗпе — кубызпа выляма вӗренмелли мастер-класс иртнӗ, вӑл талантлӑ вылякан, ывӑнма пӗлмесӗр пултараканскер, тӗнче виртуоз-кубызист Миндигафур Миндиахметович Зайнетдинов ирттернипе пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑрт наци инструменчӗпе — кубызпа — выляма вӗренмелли мастер-класс иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... tn-3270489

Вӑйпитти чухне вӑл хоккейла, футболла выляма кӑмӑлланӑ, тӑван ял, хуҫалӑх командисемшӗн вылянӑ.

Куҫарса пулӑш

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

Эрне варринче Настя почтӑра лотерея выляма пулни ҫинчен илтрӗ.

На неделе Настя узнала о лотерее, в которую можно сыграть на почте.

Укҫа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/610

Анчах честно кала, эс ҫӗнӗрен выляма пуҫласшӑн-и?

Но… Скажи честно, ты хочешь заново начать играть?

Тетте // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/591

Выляма юрать-и?

– Можно поиграть?

Тетте // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/591

«Юлашки виҫӗ ҫулта пӗтӗмпе регионта футболла выляма май паракан 14 уй уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Регионта юлашки виҫӗ ҫул хушшинче футболла вылямалли уйсемпе стадионсене 14 уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/regi ... tbolla-vil

Раштавӑн вӑтӑр пӗрремӗшӗнче Константиновсем клуба (культура ҫуртне) лотерея выляма кайрӗҫ.

Тридцать первого декабря Константиновы пошли в клуб (дом культуры), где разыгрывалась лотерея.

Ҫӗнӗ ҫул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/587

Командӑсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса выляма пӗлнине кӑтартса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Регбол турнирӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60526

Тима кукашшӗ ҫине кӳренчӗ те тетрисла выляма пуҫларӗ.

Обидевшись на деда, Тима стал играть в тетрис.

Ӳпле // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/582

— Кунта эп ача вӑййи выляма мар, ӗҫпе килнӗ!

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Лӑпкӑн, тавлашмасӑр выляма ҫукчӗ тата унпа, хирӗҫмелли сӑлтавне ҫине-ҫинех тупатчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шахматра лӑпкӑрах дебютсем те пур, Сулагаев вара кирек хӑҫан та чи ҫивӗч, чи кӑткӑс дебюта — король гамбитне — выляма хастарланатчӗ, шурӑ фигурӑсемпе хуҫаланнӑ чух вӑл пешкӑна тӳрех «е» тӑваткала куҫаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Чӑваш Тургеневӗ ҫырма мар, шахматла выляма та манса кайман-и, тӗрӗслесе пӑхам-ха пӗрре».

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех