Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вутпа (тĕпĕ: вут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Карапсем ҫӳлелле вирхӗнчӗҫ те — вӗсен ҫунаттисем вутпа ҫиҫкӗнчӗҫ.

Корабли взвились, — блеснули огнём их крылья.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Марс ҫийӗн ҫӳлте-ҫӳлте вутпа тӗлкӗшекен, лапсӑркка хӗвел ҫакӑнса тӑрать.

Пылающее, косматое солнце стояло высоко над Марсом.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вутпа алхасатӑн, ывӑлӑм, вутпа.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Анчах вӑл хӑй ҫавӑн ҫинче каласан, манӑн вӑтаннипе те ӑна хӗрхеннипе куҫҫулӗ тухса карӗ, вӑл, нумай та пулмасть ҫав тери хӑюллӑ, никама та пӑхӑнман ӑслӑ хӗрарӑм пулнӑскер, ҫавна каласа панипе мана, вутпа пӗҫертнӗ пекех, пӗҫертсе илнӗн туйӑнчӗ.

Но когда она сама сказала об этом, у меня от стыда и жалости к ней навернулись слезы, точно обожгла она меня этим сознанием — она, еще недавно такая смелая, независимая, умная!

XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Епле вӑй пуҫтарнӑ пӗлӳҫӗ Олег: Хурах хурри пулнӑ таврашӑн Вутпа та, хӗҫпе те, аҫа ҫиҫӗм пек, Усал хусара тавӑрасшӑн.

Как ныне сбирается вещий Олег Отмстить неразумным хозарам: Их села и нивы за буйный набег Обрек он мечам и пожарам.

Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хунӑ юрӑ // Митта Ваҫлейӗ. Александр Пушкин. Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хывнӑ юрӑ. — Тӑван Атӑл, 1955, 1(55)№, 115–116 с.

Стена ҫинче ТЭЖЭ супӑнь катӑкне ӳкернӗ темӗн пысӑкӑш плакат-реклама ҫакӑнса тӑрать, ун ҫине: «Ҫак супӑне кашни хаклать, ҫак супӑнь шеп кӑпӑкланать», тесе ҫырнӑ; ҫавӑнтах пушарсене хирӗҫ плакат пур: «Ачасене вутпа выляма ан парӑр»; арӑмӗпе упӑшкин пысӑк портречӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсене «пятиминуткӑран» темле иртен-ҫӳрен фотограф пысӑклатса, иккӗшне те палламалла мар сӑрласа пӗтернӗ; стенасем ҫинче те, чӳречесем ҫинче те тӗрлӗ тӗслӗ хутсене касса тунӑ лентӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ — сарлакисем те, ансӑррисем те, — лентӑсем, лентӑсем, лентӑсем темӗн чухлӗ, карусель ҫинчи пек.

Тут и громадный плакат-реклама с гигантским куском мыла «Тэжэ» и с надписью: «Это мыло высоко ценится, это мыло прекрасно пенится»; и еще противопожарный плакат «Не позволяйте детям играть с огнем»; большие портреты обоих супругов, увеличенные с пятиминуток и разретушированные проходящим фотографом до полной неузнаваемости; ленты из цветной бумаги на стенах, на окнах — и широкие и узкие, — ленты, ленты, ленты, как на карусели.

Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.

Ҫӗр хуппине ҫурӑксем хытӑ касса иртекен вырӑнсене эпир Лӑпкӑ океан ҫыранӗсенче куратпӑр — вутпа сывлакан тусем унта тем вӑрӑмӑш тӑсӑлса выртаҫҫӗ.

Такие местности, где земная кора сильно прорезана трещинами и где много вулканов, мы видим вдоль берегов Тихого океана, — там тянутся длинной цепью огнедышащие горы.

4. Ҫӗр хуппинчи йӑтӑнусем // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Ҫакна пире хальхи сӳнмен вулкансем питӗ лайӑх кӑтартса параҫҫӗ, вӑл вулкансене тепӗр чух вутпа сывлакан тусем теҫҫӗ; ун пек ту тӑрринче шӑтӑк пур (ӑна вулкан кратерӗ теҫҫӗ), ҫав шӑтӑкран вӑхӑтран вӑхӑт шӑранса пулнӑ шӗвек — лава тапса тухать; вӑл вулкан тайлӑмӗ тӑрӑх аялалла юхать, тепӗр чух ту айнех ҫитет, садсемпе ялсене витсе хурать, вара, юлашкинчен, ҫирӗп капмар сӑрт-ту породи пулса, хытса ларать.

Это наглядно показывают нам современные действующие вулканы или, как их иногда называют, огнедышащие горы; на вершине такой горы имеется отверстие (называемое кратером вулкана), из которого время от времени вырывается расплавленная масса — лава; она течёт вниз по склону вулкана, иногда до самого подножий, заливает сады и селения и, наконец, застывает, превращаясь в твёрдую массивную горную породу.

3. Капмар сарт-ту породисем мӗнле пулса кайни // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Пӗр минут маларах тӳпере вутпа тӗрлӗ сӑр уявӗ пулса иртнине те ӗненес килмест.

Не верилось, что всего минуту назад на нем был праздник красок.

Тавыль пурнӑҫӗнчи улшӑну // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Анчах Чочой тӗртӗнме те ӗлкӗреймерӗ, темӗнле йӗркесӗр те арӑш-пирӗш сасӑсем янӑраса кайса ӑна тӗлӗнтерсех ячӗҫ, вӑл вара, вутпа пӗҫертнӗпе пӗрех, аллисене каялла туртса илчӗ.

Однако не успел Чочой прикоснуться к ним, как послышались какие-то странные звуки, поразившие ухо Чочоя своей нестройностью, и он отдернул руки, словно от огня.

Лайӑххи ҫав тери нумай // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Вутпа тӗтӗм, апла, кӑмака ҫӑварӗнчен канал тӑрӑх ҫӳлелле каяҫҫӗ, унтан каллех аялалла, унтан каллех ҫӳлелле, каллех аялалла, ҫакӑн хыҫҫӑн тин мӑръерен тухаҫҫӗ, — хӑй ӑшӗнче шухӑшларӗ Эттай; кирпӗчсене мӗнле хунине пӑхкаласа. — Ашӗнче вут ҫӳрекен машина пек пулать».

Огонь и дым, значит, идти должны из топки по каналу вверх, потом опять вниз, потом снова вверх, и опять вниз, и только после этого в трубу,— рассуждал про себя Эттай, присматриваясь, каким образом укладываются кирпичи. — Это как бы машина такая, внутри которой ходит огонь».

Икӗ айӑп пӗр харӑс // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ӗмӗтленес ӗмӗтне те купӑста тунине тӳнтернӗ евӗр лачӑрах качлаттарчӗ, таса вутпа ҫунакан чӗрен хӗрхӗлтӗм кӑварӗ ҫине витри-витрипех мӑшкӑлтӑк шывӗ чашлаттарчӗ, сӳнтерчӗ ырӑ шанӑҫа», — тесе, ача умӗнче тӳрре тухма тытӑнсан хам, ун тӗлне ӳлӗннӗ ҫылӑхӑма май пур таран йӑвашлатма пикенсе пӑхас тесен?

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑл ҫавӑн пек ҫынсене асаплантарса тата вутпа ҫунтарса вӗлернӗ.

Он преследовал её дыбой и смертью на костре.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Тен, тӑшман улшӑну хыҫҫӑн ҫирӗпрех чаҫсем килчӗҫ тесе шутларӗ пулӗ, тен, Манштейн, Кубань — Ставрополь таврашӗсенче тӑраканскер, Сталинградри «хуранӑн» айккисене ун чухнех вутпа та металпа хыпашласа пӑхма хӑтланчӗ пулӗ.

Может быть, противник решил, что на смену подошли менее стойкие части, может быть, уже тогда Манштейн, находившийся на Кубани — Ставрополье, пробовал пощупать огнем и металлом стенки сталинградского «котла»?

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Анчах вӗсене пурне те пытанса ларнӑ гвардеецсем вутпа кӗтсе илеҫҫӗ.

Но всюду их встречали огнем гвардейские засады.

XXIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Вӗсем океан леш енчи штатсем тӑрӑх вутпа тата ҫакса вӗлермелли таканпа ҫӗмӗрсе тухма ӗлкӗреймен вӗт-ха, вӗсем ун ҫинчен ӗмӗтленнӗ кӑна.

Ведь они не успели пройти с огнем и виселицами по заокеанским штатам, они еще только мечтали об этом.

XXVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

— Ой, йӗкӗт, йӗкӗт, — тет ӳпкелесе Роман, — вутпа ан выля.

— Ой, хлопче, хлопче, — укоризненно говорит Роман, — не играй с огнем.

I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Курӑк ҫине выртрӗ, бинтпа ҫыхнӑ аллине вутпа ҫунтарнӑ пек, таткаланӑ пек туйӑнать.

Лег на траву, руку под бинтом терзало и пекло.

Ваҫка пиччӗшпе паллашнӑ хыҫҫӑнхи ӗҫсем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Унӑн куҫӗсем кӑн-кӑвак вутпа йӑлкӑшма тытӑнчӗҫ.

Его глаза сейчас загорались острым синим огнем.

XXI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Эпӗ вӗсене хамӑр ҫине килсе тӑкнӑ вутпа тимӗрпе куллен вӑраххӑн ҫунтарнӑ пулӑттӑм.

Я припекал бы их медленно день ото дня тем огнем и железом, какие они послали против нас.

XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех