Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Вӗсем мана каларӗҫ: тыткӑнра пулса чӗрӗ юлнисем унта, хӑйсен ҫӗршывӗнче, хӗн-асап курса, мӗскӗн пурӑнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ; Иерусалим хӳмине аркатса тӑкнӑ, хапхисене вутпа ҫунтарса янӑ, терӗҫ.
Неем 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Израильсем каллех Вениамин ывӑлӗсем патне кайнӑ та вӗсене хӗҫпе пӗтернӗ, хулари ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те, [пӗтӗм хулисенче] мӗн тӗл пулнӑ, ҫавна пӗтӗмпех, тата ҫул ҫинче тӗл пулнӑ пур хулана та вутпа ҫунтарса янӑ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. [Дан ывӑлӗсем,] Миха тунӑ япаласене тата ун патӗнче ӗҫлесе тӑнӑ священника илсе, Лаис хулине ҫитнӗ, унти лӑпкӑ та ним шухӑшсӑр пурӑнакан халӑха тапӑнса ӑна хӗҫпе пӗтернӗ, хулине вутпа ҫунтарса янӑ.
Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Филистимсем ӗнтӗ ҫав хӗрарӑма та, ун ашшӗ килне те вутпа ҫунтарса янӑ.
Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫиччӗмӗш кунӗнче вӗсем Самсон арӑмне каланӑ: упӑшкуна ӳкӗте кӳрт-ха, унран юмах тупсӑмне ыйтса пӗл; унсӑрӑн хӑвна та, аҫун килне те вутпа ҫунтарса яратпӑр; ара, эсир пире ҫаратса юлма чӗннӗ-им?
Тӳре 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ефрем ывӑлӗсем шыв урлӑ каҫса Севина хулине пуҫтарӑннӑ та Иеффая ӳпкеленӗ: аммонсемпе ҫапӑҫма кайнӑ чухне мӗншӗн эсӗ пире чӗнмерӗн? эпир сана хӑвӑн килӳ-ҫуртупа пӗрле вутпа ҫунтарса яратпӑр, тенӗ.
Тӳре 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, вӗсем Мадианпа вӑрҫӑ вӑрҫма кайнӑ, унти пӗтӗм арҫынна вӗлерсе тухнӑ; 8. вӗсемпе пӗрле патшисене те вӗлернӗ, унта мадиансен пилӗк патши — Евий, Рекем, Цур, Хур тата Рева — пулнӑ, [вӗсемпе пӗрле] Валаама та, Веор ывӑлне, хӗҫпе касса вӗлернӗ; 9. мадиансен арӑмӗсемпе ачисене вара Израиль ывӑлӗсем тыткӑна илнӗ, вӗсен пӗтӗм выльӑхӗ-чӗрлӗхне, пӗтӗм кӗтӗвне, пӗтӗм килне-ҫуртне туртса илнӗ, 10. вӗсен ҫӗрӗнчи мӗнпур хулине, мӗнпур ялне вутпа ҫунтарса янӑ; 11. ярса илнӗ пӗтӗм тупӑша — тыткӑна илнӗ ҫынсенчен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ таранччен — хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ; 12. тыткӑна илнисене тата пӗтӗм тупӑша Моисейпе Елеазар священник патне, Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ патне, хӑйсен тапӑрне — Иордан хӗрринчи, Иерихон тӗлӗнчи Моав тӳремлӗхне — илсе ҫитернӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Священник хӗрӗ хӑйне хӑй аскӑн ӗҫпе ирсӗрлетсессӗн, вӑл хӑй ашшӗне хисепрен кӑларать; ӑна вутпа ҫунтарса ямалла.
Лев 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ааронӑн икӗ ывӑлӗ Ҫӳлхуҫа умне [ют вутпа] пырса вилнӗ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа Моисейпе калаҫнӑ, 2. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Аарона, хӑвӑн пиччӳне, кала, вӑл сӑваплӑ вырӑна, чаршав хыҫне, [Турӑ ирӗкне пӗлтерекен] саккун арчийӗн [тасатакан] хупӑлчи умне кирек хӑш вӑхӑтра та ан кӗтӗр, унӑн вилмелле ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ хупӑлча тӗлӗнче пӗлӗт ӑшӗнче курӑнӑп.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Е тата камӑн та пулин ӳт-тирӗ вутпа пиҫсе кайсассӑн, пиҫни тӳрленнӗ вырӑна хӗрлӗрех е шурӑ пӑнчӑ тухсассӑн, 25. священник пӑнчӑ ҫинчи ҫӑмӗ шуралнине курсассӑн, суранӗ тир айне кайнӑ пулсассӑн, ку вара тилҫе чирӗ, вӑл ӳт пиҫнӗ вырӑнта чӗрӗлсе кайнӑ; священник ҫав ҫынна таса мар тейӗ: ку — тилҫе суранӗ; 26. священник суран ҫинчи ҫӑмӗ шуралманнине, суранӗ те тир айне кайманнине, ҫитменнине тата суранӗ кӑшт ҫеҫ палӑрнине курсассӑн, священник ӑна ҫичӗ куна хупса лартӗ; 27. ҫиччӗмӗш кунне священник ӑна тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те пӑнчӑ ӳт-тир тӑрӑх питӗ сарӑлса пырать пулсассӑн, священник ҫав ҫынна таса мар тейӗ: ку — тилҫе суранӗ; 28. суран пӑнчи хӑй вырӑнӗнчех юлсассӑн, ӳт-тир тӑрӑх сарӑлмасть, ҫитменнине тата палӑрсах каймасть пулсассӑн, ку пӗҫертнипе пулнӑ шыҫӑ; священник ҫав ҫынна таса тейӗ, мӗншӗн тесессӗн ку пӗҫертнипе ҫеҫ пиҫӗхсе тӑрать.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: атьӑр кирпӗч тӑвар та ӑна вутпа хӗртер, тенӗ.
Пулт 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ юлашки 5 ҫулта кӑна республикӑра ача-пӑча вутпа айкашнипе 166 пушара регистрациленӗ.
Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24