Шырав
Шырав ĕçĕ:
33. Вӑл вара сирӗн валли чарӑнса тӑмалли вырӑн шыраса сирӗн умӑртан, эсир утас ҫула кӑтартса, ҫӗрле — вут ӑшӗнче, кӑнтӑрла пӗлӗт ӑшӗнче пычӗ.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Ааронӑн Надав тата Авиуд, Елеазар тата Ифамар ҫуралнӑ; 61. анчах Надавпа Авиуд Ҫӳлхуҫа умне ют вут илсе пынӑшӑн [Синай пушхирӗнче] вилнӗ.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Мӗншӗн тесен Есевонран вут тухнӑ, Сигон хулинчен ҫулӑм тухнӑ, Ар-Моава тата Арнон сӑрчӗсене тытса тӑракансене ҫунтарса янӑ.
Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вар уҫса ҫуралнисем, Ҫӳлхуҫана панисем — этем-и, выльӑх-и вӑл — пурте санӑн пулччӑр; анчах малтан ҫуралнӑ арҫын ачана каялла тӳлесе илмелле, малтан ҫуралнӑ таса мар выльӑха та каялла тӳлесе илмелле; 16. вӗсемшӗн ҫапла тӳлемелле: ху хак панӑ тӑрӑх, пӗр уйӑхринчен пуҫласа кашни ачашӑн пилӗк сикль кӗмӗл ил, таса сикль виҫипе ил, сикльре ҫирӗм гера пулмалла; 17. анчах малтан ҫуралнӑ вӑкӑршӑн та, малтан ҫуралнӑ сурӑхпа малтан ҫуралнӑ качакашӑн та укҫа ан ил: вӗсем — сӑваплӑ; парне кӳрекен вырӑна вӗсен юнӗпе сирпӗт, ӑш ҫӑвне вут ҫинче ҫунтарса яр, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр; 18. вӗсен ашӗ вара сана пултӑр, силлентерсе кӳнӗ ӑмӑрӗ те, сылтӑм хулӗ те сана пултӑр.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Унтан Ҫӳлхуҫаран вут тухнӑ та тӗтӗрмелли илсе пынӑ леш икҫӗр аллӑ ҫынна ҫунтарса янӑ.35. И вышел огонь от Господа и пожрал тех двести пятьдесят мужей, которые принесли курение.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах Моисей Ҫӳлхуҫана каланӑ: ҫак халӑха Эсӗ Египет ҫыннисем хушшинчен Хӑвӑн хӑватупа илсе тухрӑн, апла Египет ҫыннисем илтӗҫ те 14. ҫакӑнта пурӑнакансене каласа парӗҫ — ҫак ҫӗр ҫыннисем вара Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑр, Израиль халӑхӗ хушшинче пулнине, Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑр, вӗсене Хӑвна куҫран куҫа кӑтартнине, Санӑн пӗлӗтӳ вӗсем тӗлӗнче тӑнине, Эсӗ вӗсен умӗнчен кӑнтӑрла пӗлӗт юпа ӑшӗнче, ҫӗрле вут юпа ӑшӗнче пынине илтнӗ; 15. Эсӗ ҫак халӑха пӗр ҫынна пӗтерсе пӑрахнӑ пек пӗтерсе пӑрахсассӑн, Санӑн мухтавлӑху ҫинчен илтнӗ халӑхсем калӗҫ: 16. Ҫӳлхуҫа ҫак халӑха Хӑй тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе кӗртме пултараймарӗ, ҫавӑнпа ӑна пушхиртех пӗтерчӗ, тейӗҫ.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кайран та яланах ҫапла пулнӑ: кӗлӗ чатӑрне [кӑнтӑрла] — пӗлӗт, ҫӗрле вут евӗрлӗскер хупласа тӑнӑ.16. Так было и всегда: облако покрывало ее [днем] и подобие огня ночью.
Йыш 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кӗлӗ чатӑрӗ лартнӑ кун Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне пӗлӗт хупласа илнӗ, каҫран пуҫласа ирчченех кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче вут курӑннӑ пек тӑнӑ.
Йыш 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Синай тӑвӗ ҫинче калаҫнӑ вӑхӑтри Ааронпа Моисейӗн йӑхӗ акӑ ҫакӑ, 2. Аарон ывӑлӗсен ячӗсем акӑ ҫаксем: малтанхи ывӑлӗ Надав, унтан Авиуд, Елеазар тата Ифамар; 3. кусем — Ааронӑн ҫу сӗрсе священника лартнӑ ывӑлӗсем, вӑл вӗсене Турра халалласа кӗлӗ йӗрки туса тӑма лартнӑ; 4. анчах Надавпа Авиуд Синай пушхирӗнче Ҫӳлхуҫа умне ют вут илсе пынӑ та Ҫӳлхуҫа умӗнчех вилсе кайнӑ, вӗсен ача-пӑча пулман; вара хӑйсен ашшӗпе Ааронпа пӗрле священникра тӑма Елеазарпа Ифамар ҫеҫ юлнӑ.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Хӑйсем ҫул ҫӳренӗ чухне Израиль ывӑлӗсем яланах пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗнчен ҫӗкленсе кайсассӑн ҫула тухнӑ; 37. пӗлӗт ҫӗкленмесессӗн, вӗсем вӑл ҫӗкленмесӗр те ҫула тухман: 38. вӗсем ҫул ҫӳресе пӗтеричченех пӗтӗм Израиль халӑхӗн куҫӗ умӗнче кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче кӑнтӑрла Ҫӳлхуҫа пӗлӗчӗ тӑнӑ, ҫӗрле ун ӑшӗнче вут ҫуннӑ.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моисей Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне пухнӑ та вӗсене каланӑ: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн тума хушрӗ: 2. ултӑ кун ӗҫӗрсене тӑвӑр, ҫиччӗмӗш кунӗ сирӗн сӑваплӑ пулмалла, Ҫӳлхуҫашӑн канӑҫлӑх шӑмачӗ пултӑр: ҫав кун ӗҫлекен кирек хӑш ҫынна та вӗлерме тытса парӗҫ; 3. пӗр килӗр-ҫуртӑрта та шӑматкун вут ан чӗртӗр.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ирхи хурал вӑхӑтӗнче Ҫӳлхуҫа Египет ҫарӗ ҫине вут юпа ӑшӗнчен, пӗлӗт юпа ӑшӗнчен пӑхнӑ та Египет ҫарне пӑлхатса янӑ; 25. вӗсен ҫар ураписен кустӑрмисене кусайми тунӑ, ҫавӑнпа вӗсене аран-аран сӗтӗрсе пынӑ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Кӑнтӑрла пӗлӗт юпа, ҫӗрле вут юпа [пӗтӗм] халӑх умӗнчен ҫухалмасӑр пынӑ.22. Не отлучался столп облачный днем и столп огненный ночью от лица [всего] народа.
Тух 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӗсем кӑнтӑрла та, ҫӗрле те пыччӑр тесе Ҫӳлхуҫа вӗсен умӗнчен ҫул кӑтартса, кӑнтӑрла пӗлӗт юпа ӑшӗнче, ҫӗрле вут юпа ӑшӗнче ҫутатса пынӑ.
Тух 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӗвел анса тӗттӗм пулса ҫитсессӗн, акӑ кӑмакаран тухакан тӗтӗм пек тӗтӗм тата вут ҫулӑмӗ касса ҫурнӑ выльӑхсем хушшинчен иртсе кайнӑ.
Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӑшман «тигрӗсене» пӗрин хыҫҫӑн теприне вут хыптартӑмӑр.
Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Йӑла тӑрӑх, ӑна вут тӗртсе ҫунтармалла.
Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Ак паян та мӑшӑрӑмпа вут татрӑмӑр-ха.
«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Вут пуленки пек пӗчӗкскерсене шелленипе ҫӗрӗпе макӑра-макӑра йӑтса ҫӳреттӗм.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Хальхи вӑхӑтра вут пуҫҫи чирӗ вӑй илни сисӗнет.
Тĕшĕ тымара пăхать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25