Шырав
Шырав ĕçĕ:
вунпӳсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вунпӳсем, ҫӗрпӳсем ҫакна асӑрхамаҫҫӗ тейӗн, ҫав мӗскӗн ҫынсем хушшинчех уткаласа ҫӳреҫҫӗ.
3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
55. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иуда халӑх валли пуҫлӑхсем — пинпӳсем, ҫӗрпӳсем, алпӳсем, вунпӳсем — уйӑрса лартнӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Моисей хунӗн сӑмахӗсене итленӗ те йӑлтах [хӑйне] каланӑ пек тунӑ; 25. Моисей вара пӗтӗм Израиль халӑхӗ хушшинчен пултаруллӑ ҫынсем суйласа илнӗ те вӗсене халӑх пуҫлӑхӗсем — пинпӳсем, ҫӗрпӳсем, алпӳсем, вунпӳсем [тата ҫыруҫӑсем] — туса лартнӑ; 26. вӗсем ӗнтӗ халӑха кирек хӑш вӑхӑтра та сут туса тӑнӑ; [пӗтӗм] пысӑк ӗҫ ҫинчен Моисее пӗлтерсе тӑнӑ, вак ӗҫсене пурне те хӑйсемех татса панӑ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Анчах хунӗ Моисее каланӑ: эсӗ капла аван мар тӑватӑн: 18. эсӗ хӑвна та, хӑвпа пӗрле ҫакӑ халӑха та асаплантарса пӗтерӗн, мӗншӗн тесессӗн ку ӗҫ саншӑн ҫав тери йывӑр: эсӗ ӑна пӗччен тума пултараймастӑн; 19. эппин, манӑн сӑмахӑма итле-ха; эпӗ сана канаш парӑп, Турӑ санпа пӗрле пулӗ: эсӗ халӑхшӑн Турӑ умӗнчи элчӗ пул, [унӑн] ӗҫӗсене Турӑ патне ҫитерсе тӑр; 20. вӗсене [Турӑ] йӗркисене, [Унӑн] саккунӗсене вӗрент, [Унӑн] ҫулне, вӗсем пымалли ҫула тата вӗсем тумалли ӗҫсене кӑтарт; 21. эсӗ вара [хӑв валли] мӗнпур халӑх хушшинчен пултаруллӑ, Турӑран хӑракан ҫынсем, тӳрӗ, мула курайман ҫынсем суйласа ил те [вӗсене] пинпӳсем, ҫӗрпӳсем, алпӳсем, вунпӳсем [тата ҫыруҫӑсем] туса ларт; 22. вӗсем халӑха кирек хӑш вӑхӑтра та сут туса тӑччӑр, тӗрлӗ пысӑк ӗҫсем ҫинчен сана пӗлтерччӗр, пӗтӗм вак ӗҫе хӑйсемех татса паччӑр; вара сана ҫӑмӑлтарах пулӗ, санпа пӗрле вӗсем те йывӑр ӗҫе кӳлӗнӗҫ; 23. ҫапла тусассӑн, сана Турӑ хушсассӑн, эсӗ тытӑнса тӑма пултарӑн, вара ҫакӑ пур халӑх та хӑйӗн вырӑнне канӑҫланса кайӗ, тенӗ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1