Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вуланӑ (тĕпĕ: вула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Класс ертӳҫи ҫак ҫырса хунӑ йӗркесене вуланӑ хыҫҫӑн хӑйӗнчен хӑй вӑтанса каять, шухӑша путать.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Кӗҫтук тӑчӗ те пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ хутларӗ, унтан каллех сӗтел умне ларчӗ, кӗнеке вуланӑ чухнехи пек, хӑлхисене аллисемпе хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ахальтен мар ӗнтӗ Горький кӗнекисене, Гарибальди ҫинчен ҫырнисене вуланӑ, — терӗ Пазухин.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Матви те пӗрре, ӳсӗр чух, тӳсеймерӗ, ҫыхса пӑрахнӑ Сетнере пуян Михетер хӗнени ҫинчен вуланӑ чух: — Э-эх! — терӗ те мӑн чышкипе сӗтеле туртса ҫапрӗ…

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Чӑн, эпӗ «Вӗре ҫӗлен» юмаха Лермонтов «Демонне» вуланӑ хыҫҫӑн, ун влиянийӗпе ҫыртӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Нарспи» вуланӑ хыҫҫӑн шкулта вӗренекенсем пурте сӑвӑ ҫырма тытӑннӑ пекех, Павловпа Пазухина курса, пурте музыкӑна юратса пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫак чапа тухнӑ колхоз председателӗ ҫинчен эпӗ нумай илтнӗ, хаҫатсенче те час-часах ун статйисене е ун ҫинчен ҫырнисене вуланӑ, анчах хӑйпе халӗ пӗрремӗш хут ҫывӑххӑн курса калаҫатӑп.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ну, паллах, географи е истори кӗнекисенче вуланӑ пуль те — маннӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӗр туссем аякри палламан вырӑс хӗрӗн паттӑрлӑхӗпе асапӗсем ҫинчен вуланӑ чух хурланчӗҫ те, хаярланчӗҫ те; ҫамрӑк партизанкӑран чун илнисем мӑшкӑллани ҫинчен вуланӑ чух вӗсен чӗрисенче куҫҫулӗпе пӗрлех хаяр курайманлӑх вӗресе тӑчӗ…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вырӑс писателӗсен кӗнекисене сахал вуланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Светлана Березкина, Елена Светлая, Владимир Тӑвӑл, Лидия Филиппова, Светлана Гордеева сӑвӑҫсем хӑйсен сӑввисене вуланӑ.

Светлана Березкина, Елена Светлая, Владимир Тӑвӑл, Лидия Филиппова, Светлана Гордеева прочли свои стихи.

Музыкӑпа поэзи каҫӗ иртнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33828.html

Сахар кӗнекесем нумай вуланӑ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑна эпӗ кӗнекере хам куҫпа хам вуланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Михаил Степанчӑ, эсир нумай вӗреннӗ, нумай вуланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Учительпе Тарьене вӑл' ҫырӑва вуланӑ майӑнах вырӑсла куҫарса акӑ мӗн пӗлтернӗ:

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эс боярин мар! — ун шухӑшӗсене вуланӑ пек каларӗ патша, — ҫапах та ыйтсан тӳрӗ хуравлас пулать, вӑтанакан хӗр пек, куҫсене тартмалла мар.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Пулас пекки пулчӗ, — терӗ Ахмедзян ӑшра, — халь тытса чарчӗ тӗк, кайран, ҫырӑва вуланӑ хыҫҫӑн, кӑларса ямастех ӗнтӗ».

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑнпа Палюк мучи патне «ҫитес кунсенчех пырса ҫитетӗп» тесе ҫырнӑ ҫыруне илсе вуланӑ хыҫҫӑн эпӗ путлӗн ҫывӑрман теме пулать.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Акӑ мӗнле «вуланӑ» иккен.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Куҫӗсем савӑнӑҫпа шывланнинчен, присяга сӑмахӗсене вуланӑ май сасӑ чӗтревлӗн тухнинчен кашниншӗн ҫак самант хумхануллӑ пулни курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей паспорчӗсене илчӗҫ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11570-ra ... ene-ilch-c

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех