Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вуланӑ (тĕпĕ: вула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл театр институтне кайма тивӗҫлӗ пулнисен хушамачӗсене вуланӑ чухне хам шӑпапа епле татса парасса кӗтнӗ пекех хумханса лартӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Эхе-е, — тет ҫак ҫырусене вуланӑ хыҫҫӑн, — эпех ҫиеле тухрӑм-и!

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗрне Ҫтаппан куҫӗ патнех тытрӗ те сӑмахсене сыпӑкӑн-сыпӑкӑн татса, тӑстарса вуларӗ, вуланӑ чух шӗвӗр пӳрнине пуҫ тӗлӗнче сулласа тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кун пирки вӑл «Школьникинче» вуланӑ анекдота та аса илчӗ.

Он даже вспомнил по этому поводу анекдот, который вычитал в «Школьниках».

Чулхула // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/628

Юрӑсем юрланӑ, сӑвӑсем вуланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш класпа сывпуллашнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/v-rent/2023-05-2 ... hn-3272321

— «Нарспие хывнӑ сан Инесса Павловнӑпа Рената, вуланӑ пулӗ-ха вӗсем Иванов поэмине, театра ҫитсе спектакль те курнӑ ӗнтӗ», — терӗм эп.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Ман япалана хӑшне те пулин вуланӑ ӗнтӗ ку», — савӑнарах шухӑшларӗ Таранов, анчах хайхи хӗрарӑмпа унӑн ним ҫинчен те калаҫас килмерӗ:

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хам та вуланӑ вӗсене.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Уява хутшӑнакансем Яковлевӑн произведенийӗсене вуланӑ, чӑвашла юрӑсем юрланӑ, тӑван чӗлхепе сӑвӑсем каланӑ, халӑх кӗпе-тумне кӑтартнӑ, куракансене чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Майӑн 3-мӗшӗнче Лениногорск хулинчи…» // ТР ЧНКА. https://t.me/malyshevsays/354

Ӑна ачасем тӑватӑ чӗлхепе — вырӑсла, тутарла, чӑвашла, мордвалла вуланӑ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӗҫӗсем вилӗмсӗр // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... 81e%d1%80/

Сӑвӑ вуланӑ хыҫҫӑн парнесем пачӗҫ, парнесем парсан — ӗҫкӗ-ҫикӗ пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Унпа паллашиччен пӗр эрне каялла облаҫри хаҫатра манӑн пӗр пӗчӗк калав, салтак ҫырӑвӗ майлӑ ҫырнӑскер, ҫапӑнса тухнӑччӗ, ӑна Альбина та вуланӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Манӑн, ҫав страницӑсене вуланӑ май, пӗр вӗҫсӗр куҫҫуль юхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

— Чи телейлӗ вӑхӑт сӑнӑн — букварь ҫинчи сӑвӑсене, калавсене вуланӑ вӑхӑт, тесшӗн мар-и эсӗ, — каларӗ вӑл, урамри ачасем ҫинелле пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Шур пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ тӳпере, Ӑҫта каяҫҫӗ-ши, Ӑҫта каяҫҫӗ-ши? — тесе вуланӑ вӑхӑтра, оркестр тата хӗрарӑмсен хорӗ пӗрре те хускалмарӗҫ, сас кӑлармарӗҫ, хура фрак тӑхӑннӑ лутрарах дирижер вара, темшӗн, пуҫне усса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Чӑваш наци радиовне кайса вуланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2023» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60973

«Чи лайӑх ӑслӑлӑх кӗнеки» номинацире Геннадий Николаевӑн «Мир волжской деревни во второй половине XIX – начале XX века» кӗнеки ҫӗнтернӗ, тӑван тӑрӑх ҫинчен ҫырнӑ чи лайӑх кӗнеке — Антонина Мордвинован «Будущее не спешило ко мне… Художник Анатолий Миттов», илемлӗ прозӑпа ҫырнисенчен — Георгий Фёдоровӑн «Ай, мӑнтарӑн хир мулкачи», поэзирен — Марина Карягинӑн харӑсах икӗ кӗнеки: «Вӑхӑт тараси» тата «Урӑх ӑру = Другое поколение = A different generation», ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнисенчен — Людмила Смолинан «Шӑпӑрлан» тата Дмитрий Моисеевӑн «Ют пахчари хӑмла ҫырли», чи нумай вуланӑ кӗнеке — Алевтина Дмитриеван «Кая юлнӑ каҫару сӑмахӗ», хитре илемлетнӗ кӗнеке — Наталия Орлова художество редакторӗ пулса хитрелетнӗ «Балерина Надежда Павлова».

В номинации «Лучшая научная книга» победила книга Геннадия Николаева «Мир волжской деревни во второй половине XIX – начала XX века», лучшей книгой о родном крае стало издание Антонины Мордвиновой «Будущее не спешило ко мне… Художник Анатолий Миттов», среди художественной прозы — произведение Георгия Фёдорова «Ай, мӑнтарӑн хир мулкачи», из поэзии — сразу две книги Марины Карягиной: «Вӑхӑт тараси», и «Урӑх ӑру = Другое поколение = A different generation», из изданий для детей и юношества — «Шӑпӑрлан» Людмилы Смолиной и «Ют пахчари хӑмла ҫырли» Дмитрия Моисеева, самой читаемой книгой стала «Кая юлнӑ каҫару сӑмахӗ» Алевтины Дмитриевой, в номинации лучшего художественного оформления первое место получила книга «Балерина Надежда Павлова», где в качестве художественного редактора выступила Наталия Орлова.

Халӑх юратакан кӗнекесене палӑртнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34861.html

Ҫакӑн пек ҫырнине вуланӑ чух Иван Ефремовичӑн йӑмӑкӗ Еля пире ҫапла ӑнлантарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Литкружок членӗсем Хумма Ҫеменӗ вӑхӑтсӑр вилнӗшӗн хурланса ирттернӗ, унтан вара Митта Петӗрӗн «Хамӑр ял ҫыннисем» романӗнчи «Ҫӗнӗ ҫӗр» ятлӑ пӗрремӗш кӗнекин сыпӑкӗсене вуланӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ку вырӑна вуланӑ май Сухати вырӑнӗ ӗлӗк шӑп Ҫӳлтикассисен (Ҫӗньял, Ойкас, Хӗрлӗ Ҫыр) пулнине ӑнланса илме пулать.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех