Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

виҫкелесе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир Тарзан хӑюлӑхӗпе «хӑмпӑланса», ун ирӗклӗх туйӑмӗпе хыпӑнса илӗхме васкаса, ҫиччӗ виҫкелесе, ӑна-кӑна тимлесе тӑмарӑмӑр — кама мӗнли лекнӗ, ҫав ҫамрӑк ҫӗмӗрт вуллине ярса тытрӑмӑр та, тураттисенчен ҫакӑнкаласа, вӗсем ҫине апла-капла, ылма-тӗлме пускаласа, ҫӳлелле улӑха пуҫларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Эпӗ, юлташӑмсен кӗтмен-туман, чӑрсӑр шухӑш-ӗмӗтне урлӑ та пирлӗ виҫкелесе, пӗр супка ҫӑварӑма шыв сыпса утрӑм (килтисем мӗн калӗҫ-ши кун пирки?), вара вӗсен кӑмӑлне шартах хуҫас мар тесе, хуравласа кӗскен пӗр-ик сӑмах тавӑрса хутӑм:

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Эпӗ, пурнӑҫра ҫеҫенхир ҫилӗ пулса, кӗҫҫе питленсе ҫӳреме хӑнӑхманскер, ҫичӗ хут виҫкелесе тӑратӑп:

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Эх, ку тумхах мӗне пӗлтернине тӗпчесе, юнавран сыхланса, пуҫне кӗлт ҫавӑрттарса илесчӗ те, ҫиччӗ-саккӑр виҫкелесе вырӑна алли-урипе те пулин тӗпчесчӗ — ҫук ҫав, ӗнтӗ вӑрман тӑрӑх ури айӗнчи хӑрӑк-марӑка кӑна мар, хӑрушлӑх, шик туйӑмӗсене те хатӑррӑн таптаса утса, халӗ те хӑй умне чару карти лартаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах тӳрех ура ҫине тӑма васкамарӗ-ха: аллисемпе апла та капла виҫкелесе, юхан шывӑн сарлакӑшӗпе тарӑнӑшне пӗлесшӗн хыпаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Машини патне таврӑнсан, татах тӑркаларӗ тӑвӑнса ҫитнӗ чунпа, «ҫамрӑк хурҫӑ ӑйӑрне» апла та капла виҫкелесе, куҫне нимӗрӗлнӗ тӗлсем лекесрен шикленсе, вара ун-кун витерсе пӑхкаласа илчӗ: тӗрӗссипе каласан, вӑл вӑрмантан ӑнсӑртран татах пӗр-пӗр каҫа юлнӑ кӑмпаҫӑ е урӑх ӗҫлӗ ҫын тухасса кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Татах тӑркаларӗ вӑл ним тума аптӑраса, ҫитмӗл те ҫиччӗ виҫкелесе, вара туртине хатӑррӑн ҫавӑрчӗ те хӑй килнӗ ҫулпах каялла тапрӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Малтанах вӑл тим хурсах хӑйне урлӑ та, тӑрӑх та виҫкелесе тӑчӗ, унтан тутине чалӑштаркаласа илчӗ, темшӗн куҫне те хавхаллӑн пысӑклаткаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ӑна никам та шутламан, мораль категорипе кӑна виҫкелесе пӑхаҫҫӗ хӑш чухне.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл виҫкелесе пӑхас майпа чӑнласах та кармашса пӑхрӗ, вӗрен вӗҫне ҫыхнӑ ҫекӗле ывӑтса янӑ пек те туса илчӗ…

Он приподнялся, примериваясь, даже сделал движение, словно занося крюк на веревке…

XXXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Эпӗ ӑсра апла-капла виҫкелесе шутларӑм та, ирхинехи пек кунне виҫшер сехет мар, виҫӗ сехет те вуншар минут вӗренсе лармалла пулать.

Я быстро произвел в голове кое-какие перерасчеты и пришел к выводу, что теперь мне нужно заниматься не три часа в день, а три часа и десять минут.

«Эпӗ килнӗ! Килнӗ!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Тӑкӑрлӑк леш енче пурӑнакан Сетриван Этхемӗ хӑй пахчинче тем кӑштӑртатать-ха, аллине кӗреҫе тытнӑ, унпа тем виҫкелесе аппаланать.

Шерккей увидел живущего по ту сторону переулка Этхема Сетривана — тот возился в своем огороде, усердно замеряя что-то лопатой.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫапла, эпӗ сире пӗр ӗҫ хушасшӑн: хӑнасене хамӑрӑн илемлӗ вырӑнсене кӑтартса ҫӳренӗ чух, виҫкелесе пӑхӑр — ӑҫта май килет, мӗн чухлӗ тата мӗнле.

Так вот, я вас хочу попросить: поедете вы сейчас с гостями природу им нашу показывать, поприкиньте — где бы, сколько и как.

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Мамӑк, мамӑк чик!.. — терӗ амӑшӗ савӑннипе, Лена атӑсене виҫкелесе пӑхма пуҫланине курсан.

— Ваты, ваты насуй! — покрикивала мать, довольная случившимся, когда Лена стала примерять сапоги.

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Уйӑхӑн шупка шурӑ ҫутипе кӗптеннӗ картишне вӑрахчен вӑл хуҫан йывӑр, утӑмӗсемпе виҫкелесе ҫӳрерӗ, ҫурри ишӗлнӗ сарайсен сарлӑкӗ айне кӗчӗ, пӳртне пӑхса ҫаврӑнчӗ, ҫатан карта юписене тыткаласа силлерӗ.

Тяжелым хозяйским шагом долго мерил увитый белым светом месяца баз, заходил под навесы полуразрушенных сараев, оглядывал дом, качал сохи плетней…

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫак самантра вӑл окопа, ку окопран пеме меллӗ-ши тесе, виҫкелесе пӑхнӑн-мӗн.

Он примерялся, ловко ли будет вести из окопа огонь.

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Лушкӑна Давыдов тӗкӗр витӗр курать: Лушка пӗчӗк арҫын ачанни пек ырханкка мӑйне тӑснӑ та, резинкӑна хӑйӗн типшӗмрех пӗҫҫи ҫине хурса, виҫкелесе тӑрать.

Давыдов видел Лушку, отраженную зеркалом: Лушка стояла, примеряя на своей сухого литья ноге покупку, вытянув мальчишескую худую шею.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫыпӑҫусӑр ответ тупӑнса килчӗ, анчах ӑна виҫкелесе тӑма та вӑхӑт пулмарӗ.

На язык лезла сущая бессмыслица, обдумывать было некогда.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех