Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

витӗнме (тĕпĕ: витӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та кукамаях иккен, мӗншӗн тесен эпӗ пырсан вӑл паҫӑрхи пекех выртатчӗ пулин те, хӑй халь кӑна ҫитсе ӳкнине асӑрхарӑм, витӗнме те ӗлкӗрейменччӗ.

И всё-таки бабушка, потому что, когда я вернулась, она хотя по-прежнему лежала в постели, но видно было, что только что бухнулась и даже не успела покрыться.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах атте мана ниҫта та ямарӗ, халех салтӑнса выртма, ӑшӑрах витӗнме каларӗ.

Но отец сказал, что никуда меня не пустит, велел мне немедленно лечь, накрыться потеплее.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мускавра шӑрӑхпа аптӑранӑ хыҫҫӑн Печорӑна ҫитес чух икшер утиял витӗнме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18

— Валера, эсӗ вӑтӑр урлӑ анчах каҫнӑ-ха, тӑнлавусем вара шурӑ тӑмпа витӗнме тытӑннӑ та...

- Валера, ты только за тридцать перешагнул, а виски начали покрываться инеем...

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Вӑл та манӑҫа тухма, самана тусанӗпе витӗнме пултарать, анчах та апла тӑвас мар тесен пирӗн хамӑрти патриот туйӑмӗсене ҫухалма памалла мар.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех