Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вилӗмӗпе (тĕпĕ: вилӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йытӑ вилӗмӗпе вилчӗҫ ҫынсем.

По-собачьи люди сгинули.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Аксинья вилӗмӗпе вӑл ӑсне те, ӗлӗкхи хӑюлӑхне те ҫухатрӗ.

Он утратил со смертью Аксиньи и разум и былую смелость.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мажаровӑн чунӗ ыратнӑ, вӑл ашшӗ ӗмӗчӗсенчен, ашшӗ ӑна хӑйӗн вилӗмӗпе халалласа хӑварнинчен инҫетре тӑнине ӑнланса илнӗ.

С душевной болью Мажаров понял, как далек он от того, что было завещано ому всеми помыслами отца и даже самой его смертью.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Паттӑр ҫын вилӗмӗпе вилнӗ тесе шутлатпӑр.

Погиб, думаем, смертью героя.

XXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сирӗн ывӑлӑр, паттӑррӑн ҫапӑҫса, харсӑррисен вилӗмӗпе вилчӗ, ҫакӑ сирӗн нимпе пусарма ҫук йывӑр хуйхӑра кӑштах лӑплантартӑр.

Сын Ваш пал смертью храбрых, пусть это послужит Вам утешением в невознаградимой потере.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ҫак юлташсем паян пурте ҫапӑҫу хирӗнче паттӑрсен вилӗмӗпе вилчӗҫ, пирӗн большевикла парти ялавӗшӗн, пирӗн тӗрӗс ӗҫшӗн вилчӗҫ.

— Все эти товарищи погибли сегодня на поле боя смертью храбрых, погибли за знамя нашей великой большевистской партии, за наше правое дело.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл Аниканов ҫинчен, паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ Белов старшина ҫинчен кала-кала панӑ, анчах хӑйне асӑнмасӑр, ӗҫе хӗрринчен курса тӑракан пек ҫеҫ туса хӑварнӑ.

Он рассказывал об Аниканове, о погибшем старшине Белове, о Марченко и о Мамочкине, а себя как-то обходил, выставляя неким очевидцем.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Анчах халлӗхе вӗсем трон ҫинче лараҫҫӗ, вӗсем Янь-вэн сӑнарлӑ ыттисем ҫине хӑйсен тарҫисем ҫине пӑхнӑ пек кӑна пӑхаҫҫӗ тата ыттисен — мӗскӗн те ниме тӑманнисен — пурнӑҫӗпе тата вилӗмӗпе хӑйсем ҫеҫ хуҫа пулма тивӗҫлӗ тесе шутлаҫҫӗ.

Но пока они на троне, они смотрят на остальных, как Владыка ада на своих рабов, считая, что только им дано распоряжаться жизнью и смертью всех мелких людишек.

Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.

Пӗрре Володя, бомба пӑрахнӑ вӑхӑтра хӑй урамӗнчи пӗчӗк ачасене убежищӗне ӑсатнӑ хыҫҫӑн, отбоя аран кӗтсе илчӗ те: «Ӗҫе хӑюллӑн тытӑнас пулать, урӑхла каласан — фронта каймалла. Унта вилмелле пулсан та, вӑрҫӑ хирӗнче паттӑрсен вилӗмӗпе вилетӗп» — терӗ.

После очередной бомбежки, во время которой Володя таскал на своей улице малышей в убежище, но сам не оставался там, он, едва дождавшись отбоя, сказал себе, что надо решительно действовать, то есть отправляться на фронт. Там, по крайней мере, если придется погибнуть, то смертью храбрых на поле боя.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Шывпа чыхӑнса, юнран кайса кӗрешрӗ вӑл хӑйӗн вилӗмӗпе.

Он боролся со смертью, захлебываясь водой и истекая кровью.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хирӗҫсен те усси ҫук пек туйӑнчӗ ӑна; вилес пулсан вилме пултарӗ-ха ӗнтӗ, вилӗмӗпе те хӗрачине пур пӗрех ҫӑлас ҫук.

Сопротивление было бы сейчас бесполезным безумством; он был готов умереть, но это не спасло бы девочку.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫапла вара пуҫтахлӑх ҫын вилӗмӗпе вӗҫленнӗ.

Таким образом бесшабашность привела к смерти человека.

Правасӑр водителе пула 18-ти ҫамрӑк вилнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/23383.html

Хура тинӗс флотне тунӑ Лазарев, Севастополе хӳтӗлесе паттӑрсен вилӗмӗпе пуҫӗсене хунӑ Корниловпа Истомин адмиралсем те ҫавӑнтах выртнӑ.

Здесь уже лежали останки строителя Черноморского флота адмирала Лазарева и убитых раньше героических защитников Севастополя — адмиралов Корнилова и Истомина.

Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

«Вилнине чӗртес ҫук-ха. Пӗлетӗп. Манӑн каплах хӑварас килмест-ҫке. Лешне… тытса параканнине хӑйне пӗтересчӗ. Усал-тӗсел хутлатса ларттӑр ӑна. Йыт вилӗмӗпе вилтӗр. Пырши-пакартине шуйттансем кумччӑр».

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Пӗррехинче вара паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ...

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Хирӗҫ-тӑру поэт вилӗмӗпе вӗҫленнӗ.

Противостояние закончилось смертью поэта.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Вӑл пурнӑҫӗпе кӑна мар, вилӗмӗпе те чӗлхе шӑпине ӑша-ӳте хывнӑ: «Усал курӑк та ан шӑттӑр ман тӑпра ҫине...» Тавах Турра тата маттур, ҫӗн ӗмӗр чӑвашӗсене: чӗлхемӗр сывлать-ха, тапаланать.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

14. Ӗнтӗ ачисем ӳтпе юнран пулнӑран Вӑл та вӗсем пекех ӳтлӗ-юнлӑ пулса тӑнӑ, ҫакна Вӑл вилӗм пуҫлӑхне, шуйттана, Хӑйӗн вилӗмӗпе ҫӗнтермешкӗн 15. тата вилӗмрен хӑранипе хӑйсен ӗмӗрӗ тӑршшӗпех чуралӑхра пурӑнакансене хӑтармашкӑн тунӑ.

14. А как дети причастны плоти и крови, то и Он также воспринял оные, дабы смертью лишить силы имеющего державу смерти, то есть диавола, 15. и избавить тех, которые от страха смерти через всю жизнь были подвержены рабству.

Евр 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Кӑмӑлӑр усал ӗҫсем енне туртнӑ пирки эсир ӗлӗк Турӑран ютшӑнса Унӑн тӑшманӗ пулса пурӑнаттӑрччӗ; 22. Хӑй умне кӑлтӑксӑр, айӑпсӑр, таса халлӗн тӑратас тесе, Турӑ халӗ сире те этем пулнӑ Ывӑлӗн Ӳчӗпе, Унӑн вилӗмӗпе Хӑйпе килӗштернӗ.

21. И вас, бывших некогда отчужденными и врагами, по расположению к злым делам, 22. ныне примирил в теле Плоти Его, смертью Его, чтобы представить вас святыми и непорочными и неповинными пред Собою,

Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл пире, суя тӗнлисемпе иудейсене, пӗрлештерчӗ, икӗ халӑхран пӗр халӑх турӗ, вӗсене уйӑрса тӑракан хӳмене аркатрӗ, 15. саккун хушнине Хӑйӗн вилӗмӗпе пӑрахӑҫа кӑларчӗ, Хӑйӗнче иккӗшӗнчен пӗр ҫӗнелнӗ ҫын туса, тӑнӑҫлӑх парса, 16. тӑшманлӑха хӗрес ҫинче пӗтерсе хӗрес асапӗпе иккӗшне те пӗр Ӳт урлӑ Турӑпа килӗштерчӗ.

соделавший из обоих одно и разрушивший стоявшую посреди преграду, 15. упразднив вражду Плотию Своею, а закон заповедей учением, дабы из двух создать в Себе Самом одного нового человека, устрояя мир, 16. и в одном теле примирить обоих с Богом посредством креста, убив вражду на нем.

Эф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех