Шырав
Шырав ĕçĕ:
23. Пуҫлӑх килне ҫитсен, Иисус унта шӑхличӗ калакансене тата хӳхлекен ҫынсене курнӑ та 24. каланӑ вӗсене: тухӑр-ха кунтан; хӗр вилмен, ҫывӑрать, тенӗ.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн тӗп пулнӑ ҫыннусене хӗҫпе вӗлермен, вӗсем вӑрҫӑра та вилмен; 3. санӑн ҫулпуҫусем пурте пӗрле тарнӑ, анчах вӗсене ухӑсӑрах тытса ҫыхса пӑрахнӑ; таҫта аякка тарнӑ пулин те, вӗсене пурне те тытса ҫыхса пӑрахнӑ.
Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ӗнтӗ ашшӗ вилсессӗн те — вилменпе пӗрех: хӑй вырӑнне вӑл хӑй евӗрлинех хӑварнӑ; 5. пурӑннӑ чухне вӑл ун ҫине пӑхса йӑпаннӑ, вилнӗ чухне те хурланса вилмен; 6. тӑшманӗсем валли вӑл вӗсене тавӑракана, тусӗсем валли пархатарлӑ ҫынна хӑварнӑ.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Унтан каялла тухса каланӑ вӗсене: вилмен, тенӗ.
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӑх Ионафана ҫӑлса хӑварнӑ, вӑл вилмен.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шӑпах ҫак Дафанпа Авирон ӗнтӗ, пухӑва ҫӳрекенскерсем, Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑнӑ Корей каварҫисемпе пӗрле халӑха Моисейпе Аарона хирӗҫ пӑтратнӑ; 10. вара ҫӗр ҫурӑлса кайнӑ, вӗсене те, Корее те ҫӗр ҫӑтса янӑ; вӗсемпе пӗрле вӗсен каварҫисем те вилнӗ, ун чухне икҫӗр аллӑ ҫынна вут-ҫулӑм ҫунтарса янӑ, ку астутаракан паллӑ пулнӑ; 11. анчах Корей ывӑлӗсем вилмен.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Фараон пӗлме янӑ, акӑ Израиль [ывӑлӗсен пӗтӗм] выльӑхӗ-чӗрлӗхӗнчен пӗри те вилмен.7. Фараон послал узнать, и вот, из [всего] скота [сынов] Израилевых не умерло ничего.
Тух 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа ҫакна тепӗр кунне тунӑ: Египетӑн пӗтӗм выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ вилсе пӗтнӗ; Израиль ывӑлӗсен выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ пӗри те вилмен.
Тух 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.