Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ветеранӑн (тĕпĕ: ветеран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл - тыл ӗҫченӗ, ветеранӑн тӑлӑх арӑмӗ.

Она — труженик тыла, вдова ветерана.

Трактористка 100 ҫул тултарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36171.html

Ветеранӑн кӑкӑрӗ те «ҫӗмӗрӗлнӗ», чӗри те тӳнклетсе «уксахлама» пуҫланӑ, ҫавна пула вӑл, ырсах ҫитнӗскер, пичӗ шӑмӑланичченех типнӗскер, айлатса, вырӑнпах выртнӑ, юлашкинчен ӳчӗ те шӑтнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ветеранӑн асаилӗвӗсем куҫ умне чӗррӗн тухса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрлӑх сехетӗнче // Ирина СЕМЕНОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11838-pa ... ekhet-nche

Сумлӑ наградӑсем те сахал мар ветеранӑн — «Знак Почета» орден, «За доблестный труд. В ознаменование 100-летия со дня рождения В.И. Ленина» медаль, «Отличник народного просвещения» паллӑ тата ыттисем.

Куҫарса пулӑш

Ветерана юбилейпа саламланӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b2%d0% ... b0%d0%bda/

Остап левадинче темиҫе минут каярах мӗн туйса ирттернине пула-и, — ҫав тахҫанхи тек пулас ҫуккине масар чулӗ пит уҫҫӑн калать, — тен тата, ватӑ ветеранӑн шухӑшӗсем ҫамрӑксеннипе пӗр пулнӑран-и… —

Может быть, под влиянием живого ощущения, пережитого за несколько минут в леваде Остапа, — могильная плита так ясно говорила о смерти прошлого, — а быть может, под влиянием импонирующей искренности старого ветерана…

II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Ҫак ӗҫ ӑна ытларах та ытларах ытама илчӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ хӑй пирки пурнӑҫри кӗрешӳшӗн текех юрӑхлӑ мар «тусан ҫинчи ӑман» тата «фурштат» тесе шухӑшланисем ветеранӑн тӑваткал пуҫӗнчен тахҫанах тухса вӗҫнӗ.

Эта работа завлекала его все больше и больше, и поэтому мрачные мысли о непригодности к житейской борьбе, о «червяке, пресмыкающемся в пыли», и о «фурштате» давно уже незаметно улетучились из квадратной головы ветерана.

VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Икӗ хӗр пӗрчипе землянкӑра пурӑннине аса илсен, ветеранӑн куҫӗ шывланчӗ.

От воспоминаний о жизни в землянке с двумя девчушками глаза ветерана увлажнились.

Артиллерист // А. БЕЛОВ. http://www.zp21rus.ru/obshchestvo/3561-artillerist

Ветеранӑн аса илмелли нумай: вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тылри пурнӑҫ тути-масине те курнӑ, фашистсене хирӗҫ ҫапӑҫма та тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ салтаксем, манӑҫмаҫҫӗ сирӗн ятӑрсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.05.07

— II степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденне тивӗҫнӗ ветеранӑн асаилӗвне итленӗҫемӗн чун сӳлетсе илет.

- От услышанного воспоминания ветерана, удостоенного ордена Великой Отечественной войны II степени, замирает душа.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех