Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ватӑлмалӑх (тĕпĕ: ватӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ватӑлмалӑх кунра авланса ярас мар-ши пӗреххут?»

Жениться, что ли, на старости лет?»

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ватӑлмалӑх кунӑмра вулатӑп, тӗрлӗ аслӑ пӗлӳсем илетӗп, ҫапах хама юсав тытатӑп, эс акӑ, сӳтӗле пуҫланӑ, хӑвна хӑв та астӑваймастӑн…

На старости годов читаю и прохожу разное высшее образование, но держу себя в аккурате, а вот ты забывчив стал прямо по-стариковски…

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ватӑлмалӑх кунӑнта ӑсран катӑлтӑн-им!

На старости лет умом помешался?

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Авӑ мӗнле пулма тиврӗ Кондратько мучин ватӑлмалӑх кунӗсенче!

Ось, як диду Кондратько пришлось на старости лит!

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пайтах вӑхӑт иртсен, ҫак ҫук ҫын ватӑлмалӑх кунӗнче, телейне хирӗҫ, пуйса кайрӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Иван Юркин // Вичкӗн шӑллӑ шӑши. https://vulacv.wordpress.com/2019/04/30/ ... %88%d0%b8/

36. Акӑ ача тумасть теекен Елисавета тӑванун та ватӑлмалӑх кунӗнче ҫие ывӑл ача юлчӗ, вӑл йывӑр ҫын пулни улттӑмӗш уйӑх ӗнтӗ: 37. Туррӑн пӗр сӑмахӗ те пурӑнӑҫланмасӑр юлмасть, тенӗ.

36. Вот и Елисавета, родственница Твоя, называемая неплодною, и она зачала сына в старости своей, и ей уже шестой месяц, 37. ибо у Бога не останется бессильным никакое слово.

Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Ывӑлӑм! ватӑлмалӑх кунӗнче аҫуна ан пӑрах, пурӑнӑҫӗнче ӑна ан хурлантар.

12. Сын! прими отца твоего в старости его и не огорчай его в жизни его.

Сир 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. вӑл сана ватӑлмалӑх кунунта савӑнтарса, пӑхса-тӑрантарса усрӗ: хӑвна юратакан кинӳ ҫуратнӑ ӑна, саншӑн кинӳ ҫичӗ ывӑлтан та пахарах, тенӗ.

15. Он будет тебе отрадою и питателем в старости твоей, ибо его родила сноха твоя, которая любит тебя, которая для тебя лучше семи сыновей.

Руфь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Халӗ эпӗ санӑн чуру патне, хамӑрӑн аттемӗр патне, ҫитсессӗн, унӑн чунӗ юратакан ачи пирӗнпе пӗрле пулмасассӑн, 31. вӑл ачи ҫуккине курӗ те вилсе выртӗ; ҫапла санӑн чурусем санӑн чуруна, хамӑрӑн аттемӗре, ватӑлмалӑх кунӗнче кулянтарса тупӑка кӗртӗҫ.

30. Теперь если я приду к рабу твоему, отцу нашему, и не будет с нами отрока, с душею которого связана душа его, 31. то он, увидев, что нет отрока, умрет; и сведут рабы твои седину раба твоего, отца нашего, с печалью во гроб.

Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Санӑн чуру, пирӗн атте, пире каларӗ: эсир манӑн арӑмӑм мана икӗ ывӑл ҫуратса панине пӗлетӗр; 28. пӗри мана пӑрахса кайрӗ, эпӗ: ӑна тискер кайӑк ҫурса пӑрахрӗ ахӑр, терӗм; эпӗ ӑна ҫак таранчченех курмарӑм; 29. кӑна та куҫӑм умӗнчен илсе кайсассӑн, ӑна пӗр-пӗр инкек пулас пулсассӑн, эсир мана ватӑлмалӑх кунӑмра хуйхӑртсах тупӑка кӗртетӗр, терӗ.

27. И сказал нам раб твой, отец наш: вы знаете, что жена моя родила мне двух сынов; 28. один пошел от меня, и я сказал: верно он растерзан; и я не видал его доныне; 29. если и сего возьмете от глаз моих, и случится с ним несчастье, то сведете вы седину мою с горестью во гроб.

Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Эпир хамӑр хуҫамӑра каларӑмӑр: пирӗн ватӑлса ҫитнӗ аттемӗр пур, [унӑн] ватӑлмалӑх кунӗнче ҫуралнӑ кӗҫӗн ывӑлӗ пур, унӑн пӗртӑванӗ вилчӗ, вӑл вара амӑшӗнчен пӗчченех тӑрса юлчӗ, ашшӗ ӑна юратать, терӗмӗр.

20. Мы сказали господину нашему, что у нас есть отец престарелый, и [у него] младший сын, сын старости, которого брат умер, а он остался один от матери своей, и отец любит его.

Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

38. Иаков каланӑ: манӑн ывӑлӑм сирӗнпе пӗрле каяймӗ, мӗншӗн тесессӗн унӑн пиччӗшӗ вилчӗ, вӑл пӗччен юлчӗ; эсир каяс ҫул ҫинче ӑна пӗр-пӗр инкек пулас пулсассӑн, эсир мана ватӑлмалӑх кунӑмра хуйхӑртсах тупӑка кӗртетӗр, тенӗ.

38. Он сказал: не пойдет сын мой с вами; потому что брат его умер, и он один остался; если случится с ним несчастье на пути, в который вы пойдете, то сведете вы седину мою с печалью во гроб.

Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Иосиф Израилӗн ватӑлмалӑх кунӗнче ҫуралнӑ ывӑлӗ пулнӑран Израиль ӑна пур ывӑлӗнчен те ытларах юратнӑ, — ӑна тӗрлӗ тӗслӗ тумтир туса панӑ.

3. Израиль любил Иосифа более всех сыновей своих, потому что он был сын старости его, - и сделал ему разноцветную одежду.

Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Сарра йывӑр ҫын пулнӑ та Авраама унӑн ватӑлмалӑх кунӗнче, Турӑ ӑна каласа хунӑ вӑхӑтра, ывӑл ача ҫуратса панӑ; 3. Авраам хӑйӗн ҫуралнӑ ывӑлне, Сарра ҫуратса панӑ ывӑлне, Исаак ятлӑ хунӑ.

2. Сарра зачала и родила Аврааму сына в старости его во время, о котором говорил ему Бог; 3. и нарек Авраам имя сыну своему, родившемуся у него, которого родила ему Сарра, Исаак.

Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех