Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пухӑннӑ ҫынсем хушшинче ятлӑ-сумлӑ ватӑ ҫын пур пулсан, мӑшӑрне ал тытмаҫҫӗ, арҫынсене алӑ тытма ҫак ватӑ ҫынран пуҫлаҫҫӗ.
4. Саламласси, ҫынна ҫынпа паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
«Акӑ ҫак килӗн хуҫисем ватӑлчӗҫ ӗнтӗ, — тетчӗ вӑл Зойӑпа Шурӑна, — пӑхӑр-ха, епле лайӑх кӑмака туса панӑ пире Петрович. Петрович ватӑ та ӑслӑ ҫын, унӑн аллисем ылтӑн. Епле хисеплес мар-ха ҫавӑн пек ватӑ ҫынна?»
Кукамӑшӗ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Тёма куҫӗ умне чирлӗ учитель те ватӑ хӗрарӑмсем тухса тӑраҫҫӗ; ҫав хӗрарӑмсене Тёма нихҫан та курман, анчах вӗсем Тёмӑна сасартӑк, чӗп-чӗррӗнех курӑннӑ пек пулчӗҫ: акӑ пӗркеленчӗк сӑн-питлӗ курпун кӑна ватӑ карчӑк, ку — инкӗшӗ ӗнтӗ; акӑ суккӑр, кӑвакарнӑ вӑрӑм ҫӳҫлӗ карчӑк, — ку Борис Борисовичӑн амӑшӗ.
Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вӗсем ялти икӗ ҫынна — суккӑртарах ватӑ Карпа тата ватах мар Сазонтов мужика тӗл пулчӗҫ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӑл ҫӑмӑллӑн ҫӳренӗ, хӑйне тӳррӗн тытнӑ, анчах вӑл ватӑ ҫынла ӑшшӑ, лӑпкӑлӑха туртӑннӑ, арӑмӗнчен ватӑ ҫынла хӑранӑ, ӑна пӑхӑннӑ.
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ку пупӑн пурнӑҫӗ тахҫанах хӗсӗнсе ҫитнӗ-ха кунта, ваттисене асӑннӑ ҫӗре те ӑна ҫынсем хӑйсем ҫав тери тӗне ӗненнӗрен мар, ватӑ ҫынна шелленӗрен кӑна чӗнеҫҫӗ.
Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ансӑр ҫул ҫинче, вил тӑприсен ҫывӑхӗнче, ватӑран та ватӑ лаша шӑмламас пуҫне сӗнксе тӑрать.
Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ватти чӑнах та ватӑ ӗнтӗ, тӗрӗс вӑл.
Астрономсем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ватӑ хӑтине курсан, Пантелей Прокофьевичӑн урисем лӑнчӑрах кайрӗҫ: Гришака мучин йӳле янӑ кӗрӗкӗ айӗнчен турккӑ вӑрҫишӗн панӑ мӗнпур хӗресӗсемпе регалийӗсем курӑнаҫҫӗ, авалхи мундирӑн тӑратмалла ҫӗленӗ ҫухи ҫумӗнче хӗрлӗ петлицӑсем хӗмленсе ҫуталаҫҫӗ, пӗҫҫисем тӗлӗнче ватӑ ҫыннӑнни пек усӑнса тӑракан лампаслӑ шӑлаварӗн вӗҫӗсене типтерлӗн шурӑ чӑлха ӑшне ҫавӑрса чикнӗ, пуҫӗнчи кокардӑллӑ карттусне ӑвӑс тӗслӗ пысӑк хӑлхи таран антарса лартнӑ.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ватӑ ҫын кунӗпе утса ывӑннӑ, пӗтӗм ӳчӗ ыратса тӑнӑ, ватӑ урисем канасшӑн пулнӑ, анчах чӗркуҫҫи сыпписем йӗпе-сапа умӗнхи пек сурман.
XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Лашан вӑкӑр ҫитмен пирки, вӑл хӑйӗн тухса ҫӳремелли лашисене те, кучерне те акса пӗтеричченех уй бригадине пачӗ, уй-хир тӑрӑх хӑй ватӑ та тӗлӗнмелле чуман кӗсрепе ҫӳренӗ, кӗсри ҫав тери ватӑ та чуман пулнӑран, ӑна тем тусан та чуптарма пулман.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вара хӑюсӑр ватӑ ҫынпа ватӑ карчӑк, «Вишневые сады» хутортисем, пырса кӗчӗҫ.Затем переступили порог старик и старуха из хутора Вишневые сады.
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫӳллӗ те типшӗм Тимофей Ильич Тутаринов, хӑй ӗмринче хура-шур курса ирттернӗ ватӑ кӗтӳҫӗ пекскер, кӗске каснӑ кӑвак мӑйӑхне тулли кӑмӑлпа пӗтӗркелесе, ваттисен ушкӑнӗнче тӑнӑ.
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Крючков «ватӑ» казак, действительнӑй службӑн юлашки ҫулне ирттерекенскер, ҫавӑнпа та полкри ниҫта та ҫырман законсем тӑрӑх, ытти, «ватӑ» казаксемпе пӗр танах, ҫамрӑккисене хӗсӗрлеме, асаплантарма, кирлӗ-кирлӗ мар ӗҫшӗнех чӗн пиҫиххипе хӗртме пултарать.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ястреб ятлӑ сӑрӑ тӗслӗ ватӑ йытӑ, пӗтӗм вӑйран пынӑ ҫӗрте кашкӑр урлӑ ыткӑнса кайса, ҫӗре персе анчӗ, малти урисене хуҫлатса, ватӑ ама йытӑ, чарӑнас тесе, купарчипе муклашкаллӑ тӑпрана шӑйӑрттарса илчӗ; чарӑнаймасӑр, кашкӑр ҫине ҫитсе ҫапӑнчӗ.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Халӗ шӑп сӗткен кӗнӗ вӑхӑт, мӗн кӗтсе тӑмалли пур — ай ҫулран тухнӑ ватӑ хӗрсем сахал ярӑнса ҫӳреҫҫӗ-и? — халапа хутшӑнчӗ Василиса, пукан тӑрӑх шуҫкаласа (ӑна пӑлтӑрта вӑрласа юбка ӑшне чикнӗ хурӑн шӑпӑр шӑйӑрттарать — ваттисем каланӑ тӑрӑх евчӗсем качча каяс хӗрӗнне шӑпӑр вӑрланӑ пулсан, вӗсене хӗр пама чармаҫҫӗ имӗш).
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Суккӑр ватӑ хӑйӗн юррине вӗҫлерӗ ӗнтӗ; каллех хӗлӗхсене ӗнерме пуҫларӗ; халь ӗнтӗ вӑл Хомапа Ерёма ҫинчен, Столяр Стокоза ҫинчен кулӑшла такмаксем каласа юрлама тытӑнчӗ… анчах ваттисем те ҫамрӑккисем те хускалма шухӑшламарӗҫ, чылайччен пуҫӗсене чиксе, ӗлӗк-авалах пулса иртнӗ хӑрушла ӗҫ ҫинчен шухӑшлакаласа тӑчӗҫ вӗсем.
XVI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Ваттисем каланӑ сӑмаха: ватӑ лаша йӑрана пӑсмасть, тенине пӗлетӗр пулӗ?
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Полковникӑн симӗсрех куҫӗсем Травкин ҫине чеен сӑнаса пӑхнӑ, вӗсем иртнӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи опытлӑ ватӑ разведчик пулнӑ Сербиченко унтер-офицер, нумай ҫулсем урлӑ кармашса: «Ну-ну, пӑхар-ха, мӗнле эсӗ, ҫамрӑкки, манпа, ваттипе танлаштарсан», — тенӗ пекех туйӑннӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Иртнӗ уйӑхра ҫеҫ мана вӑл, пӗртте ватӑ мар эс, терӗ, хӑвна халех ватӑ тени идеологилле декаданс патне ҫывхарни пулӗччӗ.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.