Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

васкарӗҫ (тĕпĕ: васка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӳрт ҫенӗкӗ умӗнче тӑракан ҫынсем самолет патнелле васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Арҫынпа хӗрарӑм тата ачи ҫавӑнталла васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫавна пӗлнипе ӗнтӗ тата икӗ Килтеш ҫынни Сюльдяшова тӗп тума тесе васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйсене йытӑ ҫыртнисем суранӗсене ҫыхма васкарӗҫ, теприсем тем-тем усал сӑмах каласа такама ылханчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурте питӗрӗнсе ларма васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑнах та, тепӗр темӗн чухлӗ вӑхӑтран хресченсем ҫунат хушнӑн ялнелле васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унта та кунтан ҫынсем чупса тухрӗҫ, килекен отряда хирӗҫ васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юланутҫӑсем пурте ун хыҫҫӑн сиктерчӗҫ, тӗкме хӳттинелле васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Темиҫен, пӗлереххисем пулас, ҫавӑнтах халӑха лӑплантарма васкарӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем Атӑл урлӑ каҫма хатӗрленекенсем патне васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ертсе килнӗ куштансем ҫын хыҫӗнчен ун ҫине пӑха-пӑха илчӗҫ, пӗр-пӗр паллӑ парасса кӗтрӗҫ, анчах Савантер пуҫне ҫӗрелле пӗкме тытӑннине курсан вара алӑ сулчӗҫ те кашни хӑй ӗҫӗпе кайма васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шоссе ҫине ҫитсен, фашистсен автомачӗсене, патронӗсене пухрӗҫ, пӗр тӑхтаса тӑмасӑр, каялла Санюк патне васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ачасем, ниҫта чарӑнса тӑмасӑр, хӑйсен ӳплине ҫитсе ӳкме васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Фашистсен самолечӗсем каллех сывлӑша ҫурса вӗҫсе иртрӗҫ, каллех пирӗннисем ҫине бомба тӑкма васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑрман ӑшӗпе вӗсем чул хӳшӗ еннелле васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тул ҫутӑлса кайнӑ пирки ачасем кунтан кайма васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ирӗксӗртен курма тӳр килнӗ милиципе Якур мучи, йӑппӑн-йӑппӑн ҫеҫ пускаласа, каялла васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Йӗрлевҫӗсем вара Ҫӑкалӑхран пилӗк ҫухрӑмра пурӑнакан ферма пуҫлӑхӗ Мӗтри Ҫимунӗн килне васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

— Нумайлӑха мар, нумайлӑха мар, уйӑхлӑха ҫеҫ, — пирӗн еккине яма васкарӗҫ вӗсем ачашшӑн.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Кай! — хыпса ҫӑтаслах хаярланса хӑтӑлма васкарӗҫ халӗ «алпастӑсем» хӑйсем «юнне ӗмсе-ӗҫсе илнӗ» «жертвинчен», юлашкинчен ҫирӗппӗн, юна-юна асӑрхаттарчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех