Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пароходӑн сулахай борчӗ ҫурӑлса кайнӑ.
«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Юрий Гагарин пӗрремӗш космос карапӗн борчӗ ҫине хӑпарнӑ чух Валерий Павлович Чкалова, вӑл, малта мӗн кӗтнине пӗлмесӗр, Ҫурҫӗр полюсӗ урлӑ вӗҫнине, шик ҫинчен манса, паттӑр летчик хаяр ҫутҫанталӑкпа хӑюллӑн тытӑҫнине аса илнӗ.
В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.
Утлендер пӑлханнипе чӗтре-чӗтре ҫӗкленчӗ те тӑрса ҫыраналла перет, Петвекпа Гетрах «Упа ами» борчӗ ҫумне пырса тӑнӑ шлюпкӑри таможенниксене пере-пере ӳкерме тӑрӑшаҫҫӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Шлюпка шхуна ҫумӗнчех; шхунӑн тахҫанах пере-пере шӑтарнӑ вараланчӑк борчӗ тӑнӑҫлӑн тӗлӗрет; мачтӑсем, штагсем тӗлӗреҫҫӗ, иллюминатор кантӑкӗсем ыйхӑллӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ; ватӑ карапӑн чӗриклетекен, кахал шӑплӑхӗ тунсӑхлӑ канӑҫлӑхпа, ҫул ҫӳревҫӗн пӗчченлӗхӗпе сывлать, хайхискер вара юхӑнтарса янӑ ҫӗр ҫулхи садра канать тейӗн, — унта хуҫӑк саксем мӑкпа витӗннӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Шыв хӗрринчех темиҫе матрос катера сӑмалалаҫҫӗ, кӑвак вуаль тӗслӗ ҫепӗҫ-черчен тӗтӗм йӑсӑрланать; шхунӑн вараланчӑк борчӗ типме кӑларса ҫакнӑ кӗпе-йӗмпе чӑпарланнӑ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Каҫхи сӗмлӗх инҫӗше кӗскетет; хура ҫыранӑн мӑн катрамӗ ҫывӑхра пекех туйӑнать; караппа ҫӗр хушши нумайран та пӗр кабельтов кӑна пулин те — тӗттӗмре клипер борчӗ курӑнми ту хысакӗ ҫумнех тӗршӗннӗ тейӗн.
I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Ассоль тинех куҫӗсене уҫма хӑю ҫитерчӗ те — шлюпка чӳхенӗвӗ, хум йӑлтӑртатӑвӗ, хӑватлӑн ҫаврӑнса ҫывхаракан «Вӑрттӑнлӑх» борчӗ пӗтӗмпех тӗлӗкле туйӑнаҫҫӗ; шывпа ҫутӑ ҫак тӗлӗкре стена ҫинчи хӗвел пайӑркисем евӗр чӳхенсе-ҫаврӑнса выляҫҫӗ.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ҫур сехет иртсен, ку вӑхӑтра, хам шутланӑ тӑрӑх, карап ҫинчи матроссем апат ҫиме ларнӑ ӗнтӗ, эпӗ хам каютӑран вӑрттӑн тухрӑм та карап борчӗ ҫине ҫитрӗм, ҫак ехусем хушшинче юлас мар тесе тинӗсе сикме, вӗсенчен хӑтӑлма шутларӑм.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпӗ шкунӑн якорь канатне касса ятӑм, эпӗ унӑн борчӗ ҫинче эсир сыхлама хӑварнӑ ҫынсене вӗлертӗм, эпӗ шкунӑна эсир нихӑҫан шыраса тупайман вӑрттӑнла вырӑна пытартӑм.
XXVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн вӑл карапӑн борчӗ патне шуса ҫитрӗ, вара урисем шывалла усӑнчӗҫ.Мало-помалу докатился он до борта, и нога его повисла над водой.
XXV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ман челнока ҫил нимӗн чухлӗ те тивмест, кӗтмен ҫӗртенех эпӗ «Испаньола» борчӗ ҫумне ҫитсе перӗнтӗм.
XXIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ҫав ылханлӑ доктор, хыт шӑпӑр патне те пулин чуптар та, кала ӑна, вӑл мӗнпур матроссене — унти тӗрлӗрен присяжныйсене тата судьясене палуба ҫине пухтӑр та ҫак «Адмирал Венбоу» борчӗ ҫинче манӑн хӑнасене, Флинтӑн мӗнпур ватӑ шайкине, халиччен чӗрӗ юлнӑскерне пурне те, пӗрне хӑвармиччен, ярса тыттӑр.
III сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Борчӗ ҫине: «Валерий Чкалов ячӗпе таракан» «Ла-5» самолет та унтах ларнӑ пек…
1. Вӗренӳ аэродромӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Сылтӑм борчӗ ҫине: «Василий Викторович Конев колхозникран», тенӗ.А на правом борту — «От колхозника Конева Василия Викторовича».
27. Конев колхозник самолечӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Сулахай борчӗ ҫине хӗрлӗ саспаллисемпе: «Совет Союзӗн Геройӗ подполковник Н. Конев ятне хисеплесе тунӑ» тесе ҫырса хунӑ.
27. Конев колхозник самолечӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Эпир пурте «Як» самолёт ҫине пӑхатпӑр — унӑн борчӗ ҫине вунсакӑр ҫӑлтӑр ӳкернӗ.Общее внимание привлекал «як» — на его борту было восемнадцать звёзд.
5. Фронта! // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Ҫавӑншӑн вара сӗтел тӗлӗнче, мачча патӗнчех, чӑн-чӑн иллюминатор — пӑрахут борчӗ ҫумне йӗс винтсемпе пӑрса хытарса лартнӑ ҫаврака чӳрече пур.
Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
«Кайри-Маруна» чикӗре ҫӳрекен пирӗн катер хуралласа пырать; малтанах вӑл шхунӑн ҫӳллӗ борчӗ тӗлӗнче пулнипе курӑнман, халь акӑ шхуна, хуллен ҫаврӑнса, пӗчӗк сӑрӑ катера, симӗс ялава тата шлюпка ҫине сикекен краснофлотецсене курӑнмалла тӑвать.
VI // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Вӑл тетеле пуҫтарма ӗлкӗрнӗ те, халь-халь борчӗ таранах путас пек ишсе, уҫӑ тинӗселле шӑвать.Она успела выбрать невод и уходила в открытое море, едва не черпая воду бортами.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Тӑшман карапӗ аякпа ҫаврӑннӑ та унӑн борчӗ тӑрӑшшӗпе тупӑсем харӑсах хӗрлӗ хӗм пӗрхӗнтерсе кӑлараҫҫӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.