Шырав
Шырав ĕçĕ:
Гез, Бутлер, Синкрайт борт хӗрринче тӑраҫҫӗ.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Чӑнах та, хуралҫӑ ҫывӑрать, пуҫӗ — борт ешчӗкӗн хупӑлчи ҫийӗн тӑсса хунӑ аллисем ҫинче.Действительно, часовой спал, опустив голову на руки, протянутые по крышке бортового ящика.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вӑл хуҫланчӑк пукан ҫинче ларать, борт ҫумне сӗвеннӗ те — ҫывӑрать.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Палуба ҫинче пӗр чуна та асӑрхамастӑп, анчах ҫывӑхарах пырсан сулахай борт тӗлӗнче вахтӑри матроса куратӑп.Ни души я не заметил на его палубе, но, подходя ближе, увидел с левого борта вахтенного матроса.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпӗ унӑн сӑнне саквояжсен тата айккӑн-хӑяккӑн чалӑшнӑ шлепкесен хушшинче борт ҫийӗн курӑнса кайсанах асӑрхарӑм.Я заметил ее лицо, когда оно появилось над бортом среди саквояжей и сбитых на сторону шляп.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Атте сивлеккӗн кулса манпа борт патнелле иртрӗ, каласа пама пуҫларӗ: вӑл ахаль ҫӗр кӑмрӑкҫӑран пуҫланӑ, механика ҫитнӗ, мана та ҫаплах аталанса ҫӗкленме сӗнет.
I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Эпир халӗ ҫыран айӗнче, ҫавӑнпах ҫил тӳлек вӗрет, ҫапах та айккӑн хыттӑн тайӑла-тайӑла ишетпӗр, хутран-ситрен борт ҫине хум шӑмпӑлтата-шӑмпӑлтата улӑхать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Каютӑран сиксе тухрӑмӑр та парӑссене сулахай борт еннелле куҫартӑмӑр.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Салтаксем вилесене борт ҫине ҫӗклесе хума тытӑнчӗҫ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Гетрах пеме чарӑнмасть, Давенант вара борт хӳттине выртнӑ та таможенниксен кӳлеписене пуля хыҫҫӑн пуля парать.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Ҫапах та, — терӗ Тергенс, — Гравелот сывлӑшпа вӗҫсе ҫухалман, чикӗ хуралҫисем ҫакна пӗлеҫҫӗ, вӗсем пӗтӗм ҫырана хыпашласа тухаҫҫӗ, ҫавӑнпа та яккӑра борт ҫине ҫӗклеме вӑхӑт ҫитрӗ тесе шухӑшлатӑп.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Арҫынсен тӑватӑ мӗлки, тӗтӗм кӑларакан хунарӑн тӗксӗм ҫутинчи борт хӗррипе уйӑрнӑскерсем, шыв ҫийӗн кӗсменсемпе хыттӑн авӑсса ишеҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
«Мӗне шанатӑп?» — пӗр ыйтупах минрет Мард каҫсерен борт ҫумне ларса тата этем ури ярса пусман тӗттӗм ҫырансене тӗмсӗлсе.«На что я надеялся?» — повторял Мард, сидя ночами у борта и рассматривая дикие темные берега.
Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.
Йӗнер ҫумӗнчи уҫӑ сумкка хуппи ут утмассерен чӗтрене-чӗтрене хутланать, унран пӗр-пӗрин тӑрӑх шӑва-шӑва анса, сӑран борт хӗрринче ҫаврӑна-ҫаврӑна суркӑчланӑ конвертсем ҫӗре тӑкӑнаҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Матроссенчен пери Гетчинсонран вӑрттӑн уксуспа хутӑштарнӑ тинӗс шывне вӑхӑт-вӑхӑтӑн ӗҫнӗ-мӗн; халӗ ав чӑтмалла мар нушаланать, ҫурма ӑслӑ тейӗн — борт хӗрринче сулланса ҫӳрет — хӑйне хӑй вӗлересшӗн те, ҫак Шухӑша хирӗҫлет те.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.
Тӑварланӑ вӑтӑр пичке ют какая Чакӑл туллӑ Сандис парса хӑварӑпӑр, унтан вара малтанах палӑртса хунӑ плансӑр-мӗнсӗрех тинӗссемпе ҫӗрсене курса ҫаврӑнӑпӑр: ют пурнӑҫа тимлӗн, юратса, тинкерсе сӑнӑпӑр, пӗлтерӗшлӗ, кӑсӑк тӗл пулусем шырӑпӑр, васкамӑпӑр, тепӗр чухне таркӑна ҫӑлӑпӑр, тинӗсре инкек тӳснисене борт ҫине хӑпартӑпӑр; пысӑк юхан шывсен чечеклӗ, капӑр сад пахчисенче чарӑнӑпӑр, тен, ют ҫӗр-шывсенче вӑхӑтлӑх тымар ярӑпӑр, ан тив, яккӑр тӑварпа витӗнтӗр, унтан вара тунсӑха путса каллех вирхӗнӗпӗр те парӑссене ҫиле шанса парӑпӑр, — ҫапла аван-ҫке, Битт-Бой?
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Вахтӑри матрос борт патне пырса тӑчӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
— Борт никама та йышӑнмасть.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Аллигу хунарне ҫӗклерӗ те мӗлкесем борт урлӑ ывӑтӑнчӗҫ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Виҫҫӗшӗ те борт хӗрринче тӑраҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.