Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

бинтпа (тĕпĕ: бинт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман сурансене Машенька яланах малтан бинтпа ҫыхатчӗ, ун ҫине вара «власть» тесе ҫырнӑ ялав татӑкӗпе чӗркетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Уҫӑ чӳречесенчен шурӑ бинтпа ҫыхнӑ алӑсем, пуҫсем курӑнкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хамӑрӑн та чаплӑ санитаркӑсем пур! — бинтпа чӗркенӗ сулахай хулне сылтӑм аллипе тытрӗ Лавруш.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Килӗнче вара аппӑшӗсенчен пӗри ман сурансене эмел сӗрсе бинтпа ҫыхса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Инкек тӳснӗскере унта аманнӑ вырӑнӗсене ҫӗлесе, эмел сӗрсе бинтпа ҫыхса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Лена Маруҫӑн аманнӑ аллине йод шӗвекӗпе сӗрчӗ, бинтпа ҫыхрӗ, хӑйӗн ҫӑм кофтине хывса чӗтрене ернӗ хӗре тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

— Василиса Петровна, Вӗҫелис, сывлӑх сунатӑп, — пысӑк пӳрнине шурӑ бинтпа чӗркенӗ аллине малалла тӑсрӗ арҫын.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Куртӑр пуль, аллисем шап-шурӑ, бинтпа чӗркенӗ.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Фельдшер Нюра ӑна бинтпа чӗркесе пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл купӑсҫӑ ҫине вӑтанчӑклӑн пӑхса илчӗ те тӗлӗнсе кайрӗ — каччӑн сулахай аллине бинтпа ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

– Ӗнер ман мӑнуксем ватрушка тума вӗреннӗ, пӳрнисене пӗҫертнӗ, бинтпа ҫыхнӑскерсем ҫӳреҫҫӗ ӗнтӗ.

— Вчера мои внучата научились делать ватрушки, пальцы обожжены, забинтованные теперь ходят.

Кукамайсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/625

Каҫхине Настьӑпа Ксюшӑн ҫуралнӑ кунне уявлама пынӑ хӑнасем пӗрмаях урине бинтпа ҫыхнӑ паттӑр Тимофей ҫинчен калаҫрӗҫ, хаяр йытӑран хӳтӗленине сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шарик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/558

Тарас ҫумри санитар пакетне уҫать те суран тӗлне, кӑкӑрпа ҫурӑм ҫине, бинтпа ватӑ хурать, марлӗпе, кӑкӑр тавра ҫавӑра-ҫавӑра, туртса ҫыхса лартать.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Ал лаппипе ҫамки ҫинчи тарне шӑлса илчӗ, сӗтел ҫинчен бинт илчӗ, вара, пациент кӗлеткине бинтпа сӑрса, кӗхле-кӗхле, мӗхле-мӗхле, лӑнчӑ-лӑнчӑ, лӑч-лач авраса ҫыхкаласа, «алран ячӗ».

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Лесникӑн питне бинтпа чӗркесе ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Чирлӗ арӑмне пӑрахса вӑрҫа тухса кайнӑччӗ те, хӑйӗн хӑрах аллине шап-шурӑ бинтпа мӑйран ҫакса таврӑннӑ ҫӗре ял-йышсемпе тӑванӗсем пӳртӗн чӳречисене чуспа ҫапса лартнӑччӗ, алӑкне ут тимӗр ҫӑраҫҫипе питӗрсе илнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Пӗри аллине шап-шурӑ бинтпа ҫыхса мӑйран ҫакнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Кӗҫех хӗр аллине йод настойки сӗрсе шап-шурӑ бинтпа чӗркесе лартрӑм.

Куҫарса пулӑш

VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Амӑшӗ хӑйӗн никамӑннинчен те ҫемҫе те ачаш аллисемпе ывӑлӗн бинтпа хулӑн ҫыхса янӑ хулне хыпашласа тупрӗ, вара ывӑлӗ хулӗнчен аманнине чухласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Битт-Бой пуҫне сӗлтрӗ, унтан ҫаврӑнса тӑчӗ те бинтпа тумне йӗркене кӗртме пикенчӗ.

Битт-Бой кивнул и, отвернувшись, стал приводить бинт и одежду в порядок.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех