Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

бай сăмах пирĕн базăра пур.
бай (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ак эпӗ шухӑшлатӑп-ха, — терӗ вӑл ытла ҫилленсе ҫитнипе чӗтренсе тухакан сасӑпа, — Лозенградран килнӗ Огнянов бай часах пире трагеди те кӑтартса парӗ-ха тетӗп.

— Да, я надеюсь, что Огнянов из Лозенграда скоро покажет нам и трагедию, — сказал он, стараясь говорить спокойно, хотя голос его дрожал от злости.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Шикленетӗп-ха эпӗ, хаджи бай, каллех хама намӑслантармӗҫ-ши тетӗп, — тесе хушса хучӗ Огнянов.

— Боюсь, Хаджи, как бы меня опять не осрамили… Стефчов не отрывал глаз от газеты, которую держал в руках.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫилленнӗ Мичо бай килне тухса утрӗ.

Рассерженный Мичо ушел.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Мичо бай, санӑн Герцеговинӑри хӗлхемӳ хӗлхем вӗҫҫӗн кӑна тӑрса юлать пуль ҫав, унран нимӗн те хыпӑнаймасть.

— Как видно, дядюшка Мичо, твоя герцеговинская искра останется только искрой, и ничего из нее не получится…

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мичо бай ҫак сӑмахсемпе халӑха кӑштах та пулин хӑпартлантарчӗ.

Дядюшке Мичо удалось немного подбодрить общество этими словами.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Калатӑп-ҫке сире, — сӑмахне тӑсрӗ Мичо бай, тӗрӗксем пӗлтернине ялан кутӑнла ӑнланмалла: вӗсем ҫӗр герцеговин вӗлертӗмӗр тесе ҫыраҫҫӗ пулсан, ҫӗр тӗрӗк пӗтнӗ тесе вула, пин тесен те йӑнӑшӗ пулмасть.

— Я же вам говорил, — продолжал Мичо, — турецкие сообщения всегда надо понимать наоборот: если пишут, что убито сто герцеговинцев, значит, ухлопали сотню неверных, а если скажешь — тысячу, тоже не ошибешься.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Анчах, Мичо бай, — тӗртсе хучӗ ӑна Недкович, — телеграммисене Европӑри тӗрлӗ хаҫатсенчен иле-иле пичетленӗ.

— Но, дядюшка Мичо, — возразил Недкович, — телеграммы взяты из разных европейских газет.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Малтан эс пире Герцеговинӑри пӑлхав пирки вуласа пар! — хушрӗ ӑна Мичо бай.

— Сначала прочти о герцеговинском восстании! — приказал дядюшка Мичо.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мичо бай ӑна хӑйпе юнашар вырӑн тупса пачӗ.

И Мичо освободил ему место рядом с собой.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Сирӗн ӑрӑмҫӑрсене шанмастӑп эпӗ, — тава кӗчӗ Марко, Мичо бай ҫав Мартын Задекӑна пӗр иккӗленмесӗр шаннине аса илтересле.

— Не верю я вашим пророкам, — спорил Марко, подразумевая Мартына Задеку, в которого благоговейно веровал Мичо.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Марко бай тӗрӗс калать.

— Правду говорит дядюшка Марко.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Мӑнастир ҫаранне кайса пӑшал перекен ҫил хӑвансен айванлӑхӗнчен тӗлӗнместӗп-ха эпӗ, вӗсем тем те аташма пултарӗҫ, — тесе пуҫларӗ Марко бай, — хӑшӗн-пӗрин ав сухалӗ кӑвакарнӑ, хӑй ҫапах унталла туртӑнать, ҫавӑн йышшисем тӗлӗнтереҫҫӗ мана; мӗнле шӑна сӑхнӑ-тӑр, шуйттанӗ те пӗлсе пӗтерес ҫук…

— Удивляюсь не глупости тех вертопрахов, что ходят стрелять на монастырский луг и бредят всяким вздором, — начал дядюшка Марко, — нет, я на тех не могу надивиться, у кого седина в бороде; какая их муха укусила?..

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Марко чорбаджи Мичо бай мӗн каланипе нумайӑшпе килӗшет те, пӑлхав пирки асӑнсанах унпа хирӗҫме пӑхать.

Во многом соглашаясь с Мичо, чорбаджи Марко возражал ему, когда заходила речь о восстании.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ан пӑшӑрханӑр, тинех вӑрах кӗтмелле мар ӗнтӗ, — терӗ Мичо бай, — Турци час пӗтес пирки сӑмах ҫӳрет.

— Не беспокойтесь, теперь не долго, — сказал Мичо, — есть предсказание, что Турция скоро падет.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Данчо бай ҫынсене лайӑх пӗлет.

Данчо тоже разбирается в людях.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Подгорицӑна та илнӗ, — малалла пӗлтерчӗ Мичо бай, хаваслӑн.

— И Подгорица взята, — продолжал Мичо.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Любрбратичпа Божо Петрович темиҫе пин тӗрӗке аркатса тӑкнӑ, — терӗ Мичо бай, хаваслӑхне тӑсас тесе, хӑй илтнӗ хыпара вӑл пайӑн-пайӑн ҫеҫ каласа пама шутларӗ…

— Любобратич и Божо Петрович ухлопали несколько тысяч турок, — ответил Мичо, решив сообщать новость по частям, чтобы продлить удовольствие.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ырӑ сунатӑп, Кралич бай.

— Добро пожаловать, Кралич!

III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Марко бай, каҫар ӗнтӗ мана; хамах ӑнланатӑп — айванрах пултӑм.

— Прости, дядюшка Марко; сам понимаю — оплошал я.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Рехмет, Марко бай, ҫиес килмест-ха.

— Спасибо, дядюшка Марко, не хочется.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех