Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аяккине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Темскер, эп те ватӑлап пулмалла, — чӗлӗм тивертнӗ май аяккине хыпашларӗ Яльчиков, — шӑмӑсем сурма пуҫларӗҫ, ӗшентерет.

Куҫарса пулӑш

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вара вӑл хӑвӑл аяккине анкарӗпе ватма шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тиртен тунӑ ҫивиттин ҫӳл аяккине юлашки вунтӑваттӑмӗш шертерен ҫыхнӑ, ҫивиттине шертесем ҫинчен пирамида ҫине хӑпартнӑ.

Верхний край кожаной покрышки они привязали к последнему, четырнадцатому, шесту и подняли покрышку на пирамиду из кольев.

Синопа тата унӑн юлташӗсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Сасартӑк эпӗ сӑрт аяккине аялалла аннине сисрӗм.

Вдруг я заметил, что мы начали спускаться по склону холма.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Хӑйӗнчен темиҫе хут пӗчӗк ҫынна курсан, вӑл пит мӑнаҫланса кайнинчен ним те тӗлӗнмелли ҫук: король майрин хӑнасене йышӑнмалли малти пӳлӗмӗнче мана тӗл пулсан, мӑнкӑмӑлланса аллисене ик аяккине тӗкӗлесе тытатчӗ те ман ҫине сӗмсӗрленсе пӑхса тӑратчӗ.

Немудрено, что при виде создания, во много раз уступавшего ему ростом, он гордо подбоченивался и нагло поглядывал на меня при встречах в передней королевы.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл чей ӗҫет, кулать, хӑйӗн чӗрнисене пӑха-пӑха илет, табак туртать, хӑйӗн аяккине минтерсем кӗрте-кӗрте хурать, пӗтӗҫтерсе каласан, хӑйӗн кӑмӑлӗ тулса тӑнине палӑртать.

Он пил чай, смеялся, рассматривал свои ногти, курил, подкладывал себе подушки под бок и вообще чувствовал себя в отличном расположении духа.

Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.

Ӑна Свича леш енчи ҫӳлӗ ту аяккине пытарчӗҫ.

Его похоронили за Свичей у подножья высокой горы.

IV // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.

Анчах эпӗ Ярик пекех хыпӑнса ӳкмерӗм, ун патне сыхланса утса пырса, чӗлхи вӗҫӗнчи вӑрӑм тунана пӳрне вӗҫӗпе ҫӑмӑллӑн сирпӗтсе ятӑм, унтан вара аяккине тӑрса Ярик ҫине юратса пӑхрӑм: вӑл ҫунат евӗрлӗ хӳрине ҫурӑмӗпе пӗр тан тӑсса тӑрать, хӑйӗн куҫӗсенче ҫеҫ икӗ пӑнчӑра вара, мӗнпур пурнӑҫӗ пухӑннӑ.

Но я не так волновался, как Ярик, осторожно подошел, ловким щелчком скинул комара и полюбовался на Ярика сбоку: как изваянный, стоял он с вытянутым в линию спины хвостом-крылом, а зато в глазах собралась в двух точках вся жизнь.

Ярик // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 3–11 с.

Кунта эпир Марица вӑрманне, Вишневые горы текен сӑрт аяккине пырса чарӑнтӑмӑр.

Здесь мы остановились в лесу Марица, рядом с урочищем Вишнёвые горы.

Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Крикс, Спартакран чылай инҫете кайса, Гарган сӑрчӗн аяккине ҫитсенех, эсӗ ӑна тапӑнатӑн.

Едва Крикс удалится на значительное расстояние от Спартака и достигнет склонов Гаргануса, ты на него нападешь.

XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Йытӑсем, пӗр сурӑхӗ те ан тартӑр, тесе аяккине пыраҫҫӗ.

А собаки идут с боков и смотрят, чтоб никто не убегал.

Эпӗ Мускав ҫинчен каласа пани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Хулӗ ҫине хӗрлӗ хӗреслӗ сарлака хӑю ҫыхнӑ, аяккине сумка ҫакса янӑ.

На рукаве у неё повязка с красным крестом, на боку сумочка.

Маруся пӗрремӗш хут дежурнӑй пулни // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Вӑл палуба ҫине выльӑх чӗрни пек хытӑ та хура ура кӗлисемпе пусса манран аяккалла утса карӗ, анчах аяккине хыҫкаласа каллех чарӑнса тӑчӗ.

Он прошел прочь от меня, ступая по палубе черными пятками, твердыми, точно копыта, но снова остановился, почесывая бок.

XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫырма тӗпӗнче тӗттӗмрех-ха, унтан шурӑрах тӗслӗ тӗтре хӑпарать; ҫырман тӑмлӑ чӑнкӑ аякки тӗттӗм те ҫара, тӗпӗпе аяккине, сӗвекреххине, тӗксӗмленсе кайнӑ курӑк тата сарӑ, хӗрлӗ ҫулҫӑллӑ ҫӑра тӗмӗсем хупласа тӑраҫҫӗ; уҫӑ ҫил ҫулҫӑсене татса илсе ҫырма тӑрӑх вӗҫтерсе тӑкать.

На дне оврага ещё сумрачно, оттуда поднимается белёсый туман; крутой глинистый бок оврага тёмен и гол, а другая сторона, более пологая, прикрыта жухлой травой, густым кустарником в жёлтых, рыжих и красных листьях; свежий ветер срывает их и мечет по оврагу.

VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Урапине унӑнне пир карнӑ, икӗ аяккине те шултра саспаллисемпе: «Салун» тесе ҫырса хунӑ, унтан кӑшт аяларах тата вӗтӗ саспаллисемпе «Бренди, виски, джин» тесе ҫырни курӑнать.

Фургон у него был крытый, с холщовым верхом, на котором по обеим сторонам чернела надпись крупными буквами: «Салун», а внизу меньшими буквами: «Бренди, виски, джин».

III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Матрос, шухӑша кайса, пӑрахут аяккине ҫапса лартнӑ пысӑк йӗс пӑта ҫине пӑхса тӑчӗ, унтан пуҫне ҫӗклерӗ те хӗр ҫине, унӑн йӗтӗн пек ҫутӑ ҫӳҫӗ ҫине пӑхрӗ; ҫилпе куштӑрканӑ пичӗ ҫинче аран курӑнакан ырӑ кулӑ палӑрчӗ.

Матрос задумчиво разглядывал большой медный гвоздь, вбитый в борт парохода, потом поднял глаза на девушку, на ее светлые, как лен, волосы, и слабая, как будто умиленная улыбка скользнула по его обветренному лицу.

I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Ҫумӑр ҫуса тасатнӑ, икӗ аяккине те юр пек шурӑ юпасем лартса тухнӑ ҫул ҫинче — асфальтран тунӑ хӑю ҫинче никам та ҫук: пӗр машина та, пӗр лав та хирӗҫ пулмарӗҫ, пӗр ҫуран ҫын та курӑнмарӗ.

Асфальтовая лента, обмытая дождем, с белоснежными оградительными столбиками по обочинам, была безлюдной: ни одной машины, ни одной подводы навстречу, ни одного прохожего.

16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Вӑл ура ҫине тӑчӗ те хӑйне хытах лекнӗ пек кӑтартма тытӑнчӗ: ахлаткаласа илсе пӗрре хӑрах аяккине, тепре тепӗр аяккине яра-яра тытать, пӗрре сулахай урипе, тепре сылтӑммипе уксахласа илет.

Он встал и шутливо принялся изображать изрядно помятого человека, со стоном хватаясь то за один, то за другой бок, припадая то на левую, то на правую ногу.

Хуҫи кам? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ те, сулахая пӑрӑнса, ту аяккине вырнаҫнӑ кӑвак мечӗтлӗ ял еннелле утрӗ.

Оглянулась по сторонам и повернула вправо к деревне с голубой мечетью, примостившейся на склоне горы.

VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Кусен ҫурӑмсем хыҫӗнче кӗске кӗпҫеллӗ пӑшал, аяккине хӗҫ ҫакса янӑ, аллисенче чӑпӑркка.

За плечами у них были обрезы, на боку сабли, в руках кнуты.

Х // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех