Шырав
Шырав ĕçĕ:
аяк сăмах пирĕн базăра пур.
6. Эпӗ каялла таврӑнсассӑн, ман ҫарӑмӑн хӗҫӗ тата ман чурасен ушкӑнӗ санӑн аяк пӗрчийӗ витӗр тухӗ — эсӗ ҫав халӑх хушшинче аманнисемпе пӗрле тӑрӑнса анӑн.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Этемрен илнӗ аяк пӗрчинчен Ҫӳлхуҫа Турӑ арӑм тунӑ та ӑна этем патне ертсе пынӑ.22. И создал Господь Бог из ребра, взятого у человека, жену, и привел ее к человеку.
Пулт 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа Турӑ этем ҫине тарӑн ыйхӑ янӑ; вӑл ҫывӑрса кайсассӑн, унӑн аяк пӗрчисенчен пӗрне кӑларса илнӗ те ҫав вырӑна ӳт илтернӗ.
Пулт 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Лайӑх арҫынран хӗрарӑм ниҫта та каймасть. Эпӗ упӑшка хӗненине чылай чӑтса пурӑнтӑм, аяк пӗрчи шӑммине те хуҫнӑччӗ вӑл манӑнне», — мӗншӗн уйрӑлма тӗв тытнине уҫӑмлатрӗ Ольга, суда заявлени ҫыраканни шӑпах вӑл пулнӑ-ҫке.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Варя унпа юнашар, капан ҫумне аяк пӗрчипе тӗршенсе, урине хуҫлатса, ун ҫамки ҫинчи тӑмаланнӑ ҫӳҫ пайӑркине майласа ларать, — хӗр пӳрнисемпе питӗ ачашшӑн та сисӗнкӗсӗр тӗкӗннипе Давыдов вӗсем хӑйне перӗннине вӑрансан та аран-аран туйса илчӗ.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.