Шырав
Шырав ĕçĕ:
28. Шӑматкун хыҫҫӑн, туртса илнӗ тупӑшран аманнисем валли, тӑлӑх арӑмсем тата тӑлӑх ачасем валли пай хӑварса, ыттине хӑйсемпе хӑйсенӗн ачисем хушшинче уйӑрнӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Аслӑ священник ҫырлахтару парни кӳнӗ вӑхӑтра паҫӑрхи яш ачасем — вӗсем унчченхи чаплӑ тумӗпех пулнӑ — каллех Илиодора курӑннӑ та ун умне тӑрса каланӑ: аслӑ священника Онияна хытӑ тав ту, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа сана пӗр уншӑн пурӑнӑҫ пачӗ; 34. эсӗ вара, Вӑл хаса панине тӳссе курнӑскер, пурне те Туррӑн аслӑ вӑйӗ ҫинчен каласа пӗлтер, тенӗ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10-11. Аслӑ священник усал Симон элекленӗ пек мар, пачах урӑхла пулнине кӑтартса панӑ: ку пуянлӑх — пӗтӗмпех тӑлӑх арӑмсемпе тӑлӑх ачасем упрама шанса панӑ пурлӑх, пӗр пайӗ — питӗ паллӑ ҫыннӑн, Товия ывӑлӗ Гирканӑн, пурлӑхӗ; мӗнпурӗ тӑватҫӗр талант кӗмӗл, икҫӗр талант ылтӑн; 12. вӑл: сӑваплӑ вырӑна, пӗтӗм тӗнчипех хисепе хуракан Турӑ Ҫуртне, никам та тӗкӗнес ҫук тесе шанса тӑракансене ниепле те кӳрентерме юрамасть, тенӗ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Турӑ Ҫурчӗ чысран тухнӑ ар пек пулса юлчӗ, 9. унӑн хаклӑ савӑтне-хатӗрне тыткӑна илсе кайрӗҫ, пӗчӗк ачасене урамра вӗлерсе тӑкрӗҫ, яш ачасем тӑшман хӗҫӗ айӗнче тӗп пулчӗҫ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Пуҫлӑхсемпе аслӑ ҫынсем те макӑрнӑ, хӗрсемпе ачасем те йӗрсе халтан кайнӑ, хӗрарӑм илемӗ те сӳннӗ.26. Стенали начальники и старейшины, изнемогали девы и юноши, и изменилась красота женская.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫав кун хитре хӗрсемпе яш ачасем антӑхнипе халтан кайӗҫ; 14. халӗ вӗсем Самари ҫылӑхӗпе тупа тӑваҫҫӗ: «эй Дан, санӑн турру чӗрӗ!
Ам 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсем Ҫӳлхуҫана улталанӑ, мӗншӗн тесен ют ачасем ҫуратнӑ; халӗ ҫӗнӗ уйӑх вӗсене пурлӑхӗ-мӗнӗпех ҫисе ярӗ.7. Господу они изменили, потому что родили чужих детей; ныне новый месяц поест их с их имуществом.
Ос 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ӑна, шӑпа ярса, хӑвӑр валли тата хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан, сирӗн патӑрта ачасем ҫуратнӑ ют ҫӗр ҫыннисем валли уйӑрӑр; Израиль ывӑлӗсем хушшинче вӗсем те ӗлӗкрен пурӑнакансемпе тан пулмалла, вӗсен сирӗнпе пӗрле Израиль йӑхӗсем хушшинче пай ҫӗрӗ илмелле.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Каччӑсене арман чулӗ ҫавӑрттараҫҫӗ, ачасем вутӑ ҫӗклемӗ йывӑррипе ун айне пулаҫҫӗ.13. Юношей берут к жерновам, и отроки падают под ношами дров.
Хӳх 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Кӑкӑр ачин чӗлхи сӗтсӗр антӑхнӑран ҫӑвар маччине ҫыпҫӑнать; ачасем ҫӑкӑр ыйтаҫҫӗ, анчах вӗсене никам та памасть.4. Язык грудного младенца прилипает к гортани его от жажды; дети просят хлеба, и никто не подает им.
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫав ачасем, аманнӑ ҫын пек, хула урамӗсенче вилнӗ чухне амӑшӗн чӗрҫийӗ ҫинче чун-чӗререн татӑлса ӗсӗклеҫҫӗ, амӑшне: «ӑҫта ҫӑкӑр? ӑҫта сӗт?» тееҫҫӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑнпа эпӗ Ҫӳлхуҫа хаярлӑхӗпе тулса ларнӑ, ӑна хам ӑшӑмра тытса тӑраймастӑп; ӑна урамри ачасем ҫине те, ҫамрӑксен ушкӑнӗ ҫине те тӑкатӑп; упӑшкипе арӑмне те, кунӗ вӗҫне ҫитнӗ ваттине те илсе кайӗҫ.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Манӑн халӑхӑм ӑссӑр, Мана пӗлмеҫҫӗ; вӗсем — айван ачасем, вӗсем шухӑшсӑр пурӑнаҫҫӗ, усал тума ҫеҫ ӑслӑ, ырӑ тума пӗлмеҫҫӗ.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӑл: «чӑнласах вӗсем — Манӑн халӑхӑм, улталама пӗлмен ачасем» тенӗ.8. Он сказал: «подлинно они народ Мой, дети, которые не солгут»,
Ис 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Мӗншӗн тесессӗн ку — пӑлхавлӑ халӑх, суя ачисем, Ҫӳлхуҫа саккунне илтесшӗн мар ҫав ачасем, 10. вӗсем витӗр куракансене: «пулассине ан курӑр», пророксене: «тӗрӗссине ан калӑр — кӑмӑла ҫӗклекеннине пӗлтерӗр, лайӑххине ҫеҫ калӑр; 11. ҫул ҫинчен кайӑр, сукмакран пӑрӑнӑр; Израиль Святойне пирӗн куҫран ҫухатӑр» теҫҫӗ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Манӑн халӑхӑма хӗсӗрлекенсем — ачасем, унӑн хуҫисем вара — хӗрарӑмсем.12. Притеснители народа Моего - дети, и женщины господствуют над ним.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫылӑхлӑ ҫынсен ачисем — киревсӗр ачасем, вӗсем усал ҫынсемпе хутшӑнса пурӑнаҫҫӗ.8. Дети грешников бывают дети отвратительные и общаются с нечестивыми.
Сир 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эй таса чӗреллӗ ачасем, мана итлӗр-ха, эсир юхӑм шыв хӗрринче ӳсекен кӗлчечек пек ӳсӗр; 17. ливан ырӑ шӑршӑ сарнӑ пек, сирӗнтен ырӑ шӑршӑ сарӑлса тӑтӑр; 18. лили чечекӗ пек ҫеҫкеленӗр, юрлама пуҫлӑр та пурте пӗрле юрласа мухтӑр; 19. пур ӗҫӗрпе те Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр; Унӑн ятне аслӑлӑр, мухтавлӑхне кура Ӑна чап кӳрӗр, 20. юрӑ юрласа, кӗсле каласа, акӑ ҫапла аслӑлӑр Ӑна: 21. Ҫӳлхуҫанӑн мӗн тунӑ ӗҫӗ пурте ырӑ, Вӑл мӗн хушни пурте вӑхӑчӗпе пулса пырать; 22. «мӗскер-ши ку? мӗне кирлӗ-ши ку?» теме юрамасть: пурте хӑй вӑхӑтӗнче паллӑ пулӗ.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑнпа ӗнтӗ пурӑнӑҫне ӑссӑрла ирттерекен усал ҫынсене Эсӗ хӑйсен ирсӗрлӗхӗпех асаплантарнӑ: 24. вӗсем ӗнтӗ, айван ачасем пек улталанса, ытти чӗрчунсем те йӗрӗнекен нӗрсӗр чӗрчунсене турӑсем вырӑнне пуҫҫапса, аташу ҫулӗпе чылай аякка пӑрӑнса кайнӑ.
Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Йӗркесӗр ҫынсене хӑйсем ӗрчевлӗ пулни те усӑ кӳмест, аскӑн арлӑ-арӑмлӑ ҫынсен хунавӗсем тарӑн тымар яраймаҫҫӗ, вӗсен никӗсӗ тӗреклӗ пулаймасть; 4. турачӗсем вӑхӑтлӑха ешерсессӗн те, тӗрекӗ ҫуккипе, ҫил вӗрнӗ-вӗрменех силленме пуҫлӗҫ, кассӑн-кассӑн ҫил килсен тымарӗпех тӑпӑлса тухӗҫ; 5. черченкӗ турачӗсем хуҫӑлса пӗтӗҫ, ҫимӗҫӗ усӑсӑр, апат валли пиҫсе ҫитейменскер, пачах юравсӑр пулӗ: 6. йӗркесӗр пурӑнса ҫуратнӑ ачасем ӗнтӗ хӑйсен ашшӗ-амӑшне тӗпченӗ чухне вӗсен аскӑнлӑхне кӑтартакан кӳнтелен пулӗҫ.
Ӑсл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.