Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахӑлтатать (тĕпĕ: ахӑлтат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иконин ҫӳлти сак ҫине ларнӑ та хыттӑн ахӑлтатать, хӑй Парнас тӑвӗ ҫинче тесе кӑшкӑрать.

Хохотал и кричал, что он на Парнасе.

XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сережа ытла та кӑмӑллӑ хӑтланать; вӑл курткине хыврӗ — пичӗпе куҫӗсем ҫунса кӑна тӑраҫҫӗ, — хӑй вӗҫӗмсӗр ахӑлтатать, ашкӑнмалли ҫӗнӗ майсем тупать: пӗр вӗҫӗмрен лартнӑ виҫӗ пукан урлӑ сиксе каҫать, пӳлӗм тӑрӑх кӑлтӑрмачла кусать, пӳлӗм варрине никӗс вырӑнне Татищев лексиконӗсене хурса, пуҫхӗрлӗ тӑрать те урисемпе тӗрлӗрен мыскарасем тӑвать, кулмасӑр чӑтмалла мар.

Сережа был удивительно мил; он снял курточку — лицо и глаза его разгорелись, — он беспрестанно хохотал и затеивал новые шалости: перепрыгивал через три стула, поставленные рядом, через всю комнату перекатывался колесом, становился кверху ногами на лексиконы Татищева, положенные им в виде пьедестала на середину комнаты, и при этом выделывал ногами такие уморительные штуки, что невозможно было удержаться от смеха.

XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫакӑн пек хуравланине илтсен, Вавила савӑннипе каҫса кайсах кулса ячӗ: тем пек ахӑлтатать хӑй, урисемпе тапӑртатать, ҫав вӑхӑтрах кӑшкӑрать:

Этот ответ вызвал у Вавилы взрыв резвого веселья: он хохотал, стучал ногами и кричал:

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Эх, ахӑлтатать!

Куҫарса пулӑш

Сокольникире пулса иртнӗ тамаша // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Эх, ахӑлтатать!

Эх, расхохотался!

Сокольникире пулса иртнӗ тамаша // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

— Кӗтерук аппана вара мӗн… аннӳ сӗтне суса парас тетӗн-им?.. — ахӑлтатать хӗр.

Куҫарса пулӑш

Чап // Сергей Мерчен. Ялав, 1957, 5(137)№, 24 стр.

Денис кӑтӑклакан шыва витререн ун ҫурӑмӗ ҫине пӗр хӗрхенмесӗр тӑкать, лешӗ, киленӳллӗн кукӑрӑлкаласа, лашалла тулхӑрать, ахӑлтатать, шыва пур еннелле те сирпӗтет.

Денис прямо из ведра щедро лил ему на спину щекочущую воду, а он, с наслаждением выгибаясь, фыркал, гоготал и плескался во все стороны.

III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ульсон ахӑлтатать.

Ульсон хохочет.

Карап ҫине! // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Илья Артамонов ҫак хӗрарӑмӑн тӗксӗм, ҫатма пек ҫаврака пичӗпе сарлака сӑмси ҫине пӑхса ахӑлтатать.

Илья Артамонов хохочет в тёмное, круглое, как сковородка, лицо её, в широкий нос.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Вӑл та, кабинӑра пырса самаях пӑшӑхнӑскер, панкӑлт! сикрӗ лӗп шыва; хӑй ҫуйӑхать, ахӑлтатать: — Ой, шы-ывӗ-ӗ, шы-вӗ! Виталий, ку Ваттал кулли-и? — тет.

Измаявшаяся в душной кабине, она тоже особенно не раздумывая, быстро разделась и прыгнула в теплую воду: — Ай, ну и вода! Виталий, это озеро Ваттал, правда?

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тёма тата хытӑрах ахӑлтатать, аппӑшӗн платйине вӗҫертмесӗр тепӗр аллипе боннӑн платйинчен ярса илет вӑл.

Тёма еще больше хохочет и не выпускает сестриного платья, держась другой рукой за платье бонны.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Ахӑлтатать! — ҫиленчӗ Валентина.

— Хохочет! — возмутилась Валентина.

5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Чее полька куҫӗсене йӗтӗмӗн выляткаласа, нимӗҫсене саламлать, ахӑлтатать.

А хитрая полька дарила немцев лукавыми взглядами, хохотала.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Вӗсем хушшинче аслӑ Гусевӑн ҫӳллӗ кӗлетки мӗкӗлтетет, унӑн шӑллӗ кӑвакал пек уткаласа ахӑлтатать.

Мелькала высокая фигура старшего Гусева; уточкой ходил его брат и хохотал.

XVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Унтан вӑл хӑй таврашӗнчи тырра ытамласа илсе кӑклать те, кӗлтене ҫыхса, урапи патне таврӑнать, хӑй ҫаплах ахӑлтатать, хӗвел хӗртсе ӑшӑтайман сивӗ шывран ирех ҫӑвӑнса тухнӑ ҫын пек ҫӳҫенчӗклӗн хул пуҫҫийӗсене чӗтреткелет.

Захватил вокруг себя, будто обнимая, огромную охапку, выдернул, связал в сноп и вернулся к телеге, все еще похохатывая и знобко передергивая плечами, как самый ранний купальщик, выходящий из холодной, не обогретой солнцем воды.

Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Файло, кӑмӑлӗ тулнипе, ахӑлтатать.

Файло захлебывался от самодовольства.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Унӑн чӗркуҫҫийӗ ҫийӗнче Аришка кӗпе вӗҫҫӗн ларать, кӑкӑрӗсем уҫӑ унӑн, нимӗҫ кулкаласа ӑна кӑтӑклать: «пике» вара хӑйӗн уҫӑ ҫурӑмӗ ҫинче выртакан ҫӑра ҫӳҫне лапӑстаттарса ахӑлтатать.

На коленях его прилепилась Аришка в одной рубашке, низко спущенной с плеч, немец с тупой ухмылкой щекотал ее, а «красотка» хохотала и взвизгивала, встряхивая разметавшимися по голой спине густыми волосами:

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Клуб пӗр чарӑнми ахӑлтатать.

В зале стоит безудержный хохот.

Чатӑр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 43–50 с.

— Питрен ҫупкӑ ӑна! — ахӑлтатать Мамедов.

— По морде ему! — хохочет Мамедов.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

— Ах-ха-ха-ха! — ҫурӑк саспа ахӑлтатать ҫӳлте Сергейӗн, пӗчӗк-пӗчӗк пулса, ҫав тимӗр саслӑ хӑрушлӑхпа хӗрлӗ эрешменрен таҫта тарса каяс, пытанса ҫухалас килет.

— Чга-чга-чга… — визгливым скрежетом хохочет вверху, Сергею хочется сделаться маленьким-маленьким и убежать, спрятаться от красного паука и страшного металлического хохота.

3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех