Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахальтен сăмах пирĕн базăра пур.
ахальтен (тĕпĕ: ахальтен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ахальтен тӑр-тӑр, тӑр-тӑр ҫӳҫенмеҫҫӗ ӗнтӗ клуб тавралла карталанса тӑнӑ именчӗк тирексем; ахальтен ҫырмасене, клубран аяккарах, тарса пытанман ӗнтӗ чӑваш йӑмрисем.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ахальтен мар ӗнтӗ Пирожниченко хӑй майор пулнине кӑтартакан ҫӑлтӑрсене ҫав тери хисеплет, ахальтен мар ӗнтӗ демобилизаци йӗркипе килнӗ старшина сӑпайлӑн, кӑмӑллӑн саламлани ӑна чунтанах савӑнтарчӗ.

Оттого так дороги ему его майорские звезды, оттого столько радости доставила ему робкая почтительность демобилизованного старшины.

10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Ахальтен мар пулас ҫав ӑна ӗнер пысӑккисем ырларӗҫ, ахальтен мар пулас ӗнтӗ Муся та ун ҫине шанать.

И, видно, недаром его вчера хвалили взрослые, и уж, наверное, не зря на него надеялась Муся.

3 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Апла пулсан, вӑл хӗрарӑмсем пуҫтарӑннӑ вӑхӑтрах Макариха ҫенӗкне ахальтен кӗрсе тӑман иккен, сывлӑш кӑлармасӑр тӑрса ахальтен шӑнман вӑл тӗттӗм кӗтесре!

Значит, не зря он пробрался в сени к Макарихе еще в то время, когда только собирались к ней бабы, не зря мерз в темном углу, затаив дыхание.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӗрӗ мӗн тунине сӑнама мерӑсем ахальтен ҫеҫ йышӑннӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен, килӗшӗр ӗнтӗ, сӑнамасан юрамасть-ҫке-ха; ырӑ сунассине те вӑл ахальтен ҫеҫ суннӑ, мӗншӗн тесен, килӗшӗр ӗнтӗ, ҫапах та хӑйӗн хӗрӗ-ҫке-ха.

Меры для слежения за дочерью были приняты только так, между прочим, потому что, согласитесь, нельзя же не следить; ну, и желанье добра было тоже между прочим, потому что, согласитесь, все-таки дочь.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хӗлле эпӗ пӑрӑва ахальтен пусмарӑм ӗнтӗ, турӑ курать — ахальтен мар!

Не зря я зимой телушку прирезал, видит бог — не зря!

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ахальтен илсе килмен ӗнтӗ хуранпа савӑт-сапа, кутамкка таврашне сӗтӗрсе.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ахальтен мӗн эсрелӗшӗн ырӑ тӑвасшӑн-ха ку ҫӑпата мана?

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ахальтен ҫырман ӗнтӗ поэт кӗрхи кун пирки ҫапла.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑйӗн туйӑмӗсем арӑмӗн чухлех ҫивӗч пулайманшӑн — ахальтен вӑл Маруҫпа ҫыхланман та пулӗччӗ — кӳлешет, хӑй мӗн туса хунине ҫӗнӗрен ӑнланса, тӑр-тӑр чӗтрет.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ахальтен мар эпир, ҫирӗммӗш ӗмӗр ҫыннисем, пиншер ҫул каяллах каласа хӑварнӑ сӑмахсене ӑса илетпӗр, шухӑша каятпӑр, малашне мӗнле пурӑнмалли пирки ӗмӗтленетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Статья ятне «Тилӗ хӳри» тесе ахальтен ҫапла ят памарӑм.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Ахальтен каламан ӗнтӗ тӗнчен пӗр хӗрри вутпа ҫунать те тепӗр хӗрри йӑл кулать тесе.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ахальтен ӗҫ-пуҫ начартарах вӗҫленме пултарнӑ маншӑн.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ахальтен юрлаҫҫӗ-ши вӗсем туслӑн, полигон таврашӗнчи ӑвӑс ҫулҫисем ҫилсӗр-мӗнсӗр вӗлтӗр-вӗлтӗр тумалла.

Куҫарса пулӑш

9 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ахальтен каламан лӑпкӑ кӳлӗре шуйттансем киленсе пурӑнаҫҫӗ тесе».

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Шутлать Ваҫук: «Эх, тӑван кил, тӑван атте-анне ҫукки пӗтерет. Ахальтен шӑнкӑрч вӗллисене кил тавра виҫҫӗ-тӑваттӑ та туса ҫакмалла эп. Мӗн, ман алла, шӑнкӑрч вӗлли тумалла марах, ийе чӑмламан пуль? Мӗнрен катӑк эпӗ ҫак Савватейрен?..»

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ахальтен Узурпаттӑр хӑй кайиччен тытса лӑскатчӗ ӗнтӗ мана.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ахальтен каламан иккен: «Ҫын камне пӗлес килет-тӗк, вӑл мӗн ҫинчен тата епле-епле сӑмахсемпе пупленине тӑнла», — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ахальтен, лайӑх апат ҫисе пурӑнас пулсан, тахҫанах ӳссе ҫитмелле эс салтак ҫулне.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех