Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аттемӗр (тĕпĕ: атте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
16. Эсӗ ҫеҫ — пирӗн Аттемӗр: Авраам пире палламасть, Израиль те пире ют вырӑнне хурать; эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ — пирӗн Аттемӗр, Санӑн ӗмӗрхи яту: «Пирӗн Хӑтараканӑмӑр».

16. Только Ты - Отец наш; ибо Авраам не узнает нас, и Израиль не признает нас своими; Ты, Господи, Отец наш, от века имя Твое: «Искупитель наш».

Ис 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Тата: хӑшӗ-пӗри, ишме, хаяр хумсем урлӑ ишсе каҫма шутласассӑн, йывӑҫ таткинчен пулӑшу ыйтать, ҫыннине лартса каякан караппа танлаштарсассӑн вӑл — ӑпӑр-тапӑр ҫеҫ: 2. карапне пуянлӑха ӗмӗтленни шухӑшласа кӑларнӑ, тӑвасса ӳнерҫӗ ӑслайса тунӑ, мӗн кирлине пӗтӗмпе туса ҫитернӗ, 3. анчах, Аттемӗр, карапа Санӑн аллу тытса пырать: тинӗсри ҫула та, хумсем хушшинчи шанчӑклӑ сукмака та Эсӗ панӑ, 4. ҫапла Эсӗ тинӗсе пӗли-пӗлми тухакана та пӗтӗм хӑрушлӑхран ҫӑлма пултарасса кӑтартатӑн.

1. Еще: иной, собираясь плыть и переплывать свирепые волны, призывает на помощь дерево, слабейшее носящего его корабля; 2. ибо стремление к приобретениям выдумало оный, а художник искусно устроил, 3. но промысл Твой, Отец, управляет кораблем, ибо Ты дал и путь в море и безопасную стезю в волнах, 4. показывая, что Ты можешь от всего спасать, хотя бы кто отправлялся в море и без искусства.

Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ӗнтӗ пур ҫынна та ялан ҫак пӗртен-пӗр халӑх ҫеҫ хирӗҫ тӑнине пӗлсен, вӗсем саккунсене хирӗҫлекен йӗркесемпе пурӑннине пӗлсен, пирӗн патшалӑхӑмӑрта ҫителӗклӗ пурӑнӑҫ ан пултӑр тесе, пире хирӗҫ тӑрса тискер ӗҫсем тунине пӗлсен, эпир Аман ҫырӑвӗнче, пӗтӗм ӗҫсене тӗрӗслесе тӑракан, хамӑрӑн иккӗмӗш аттемӗр Аман ҫырӑвӗнче, кӑтартнӑ ҫынсене пӗтӗм килӗ-йышӗпе, ачи-пӑчипе вӗлерсе тухма хушрӑмӑр, вӗсене кӑҫалхи вуниккӗмӗш уйӑхӑн, адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче пӗр иккӗленмесӗр, хӗрхенмесӗр хӗҫпе вакламалла, тӗппипех пӗтермелле, ҫавсене — унччен те, халӗ те пире курайман ҫынсене — пӗр кунра вӑйпах ҫӗр тӗпне ҫапса антармалла, вара вӗсем пире малашне ӗмӗрӗпе тӑнӑҫлӑ та телейлӗ пурӑнӑҫпа пурӑнма чӑрмантараймӗҫ.]

Итак, узнав, что один только этот народ всегда противится всякому человеку, ведет образ жизни, чуждый законам, и, противясь нашим действиям, совершает величайшие злодеяния, чтобы царство наше не достигло благосостояния, мы повелели указанных вам в грамотах Амана, поставленного над делами и второго отца нашего, всех с женами и детьми всецело истребить вражескими мечами, без всякого сожаления и пощады, в тринадцатый день двенадцатого месяца Адара настоящего года, чтобы эти и прежде и теперь враждебные люди, быв в один день насильно низвергнуты в преисподнюю, не препятствовали нам в последующее время проводить жизнь мирно и безмятежно до конца.]

Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Унӑн аслӑлӑхӗ ҫинчен ҫавӑнта пӗлтерӗр, Ӑна пӗтӗм чӗрӗ чун умӗнче аслӑласа тӑрӑр: Вӑл — пирӗн Ҫӳлхуҫамӑр, Туррӑмӑр, ӗмӗртен ӗмӗрхи Аттемӗр.

4. Там возвещайте величие Его, превозносите Его пред всем живущим, ибо Он Господь наш и Бог, Отец наш во все веки:

Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Чурисем ун патне пынӑ та ӑна вӑрахчен ӳкӗтленӗ: аттемӗр, пророк хӑвна пысӑкрах ӗҫ хушнӑ пулсассӑн, эсӗ тумастӑнччӗ-и ҫавна? халӗ вӑл сана шыва кӗрсе тухма ҫеҫ каларӗ: «ҫӑвӑн та — тасалӑн» терӗ, тенӗ.

13. И подошли рабы его и говорили ему, и сказали: отец мой, если бы что-нибудь важное сказал тебе пророк, то не сделал ли бы ты? а тем более, когда он сказал тебе только: «омойся, и будешь чист».

4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫитӗнсе ҫитсен, ҫав ывӑлсем Иеффая хӑваласа янӑ, каланӑ ӑна: эсӗ урӑх хӗрарӑм ывӑлӗ, ҫавӑнпа эсӗ пирӗн аттемӗр килӗнче еткерлӗх пая кӗрес ҫын мар, тенӗ.

Когда возмужали сыновья жены, изгнали они Иеффая, сказав ему: ты не наследник в доме отца нашего, потому что ты сын другой женщины.

Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Халӗ эпӗ санӑн чуру патне, хамӑрӑн аттемӗр патне, ҫитсессӗн, унӑн чунӗ юратакан ачи пирӗнпе пӗрле пулмасассӑн, 31. вӑл ачи ҫуккине курӗ те вилсе выртӗ; ҫапла санӑн чурусем санӑн чуруна, хамӑрӑн аттемӗре, ватӑлмалӑх кунӗнче кулянтарса тупӑка кӗртӗҫ.

30. Теперь если я приду к рабу твоему, отцу нашему, и не будет с нами отрока, с душею которого связана душа его, 31. то он, увидев, что нет отрока, умрет; и сведут рабы твои седину раба твоего, отца нашего, с печалью во гроб.

Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Эпир, санӑн чуру патне, хамӑр аттемӗр патне, ҫитсессӗн, ӑна хамӑр хуҫамӑрӑн сӑмахне каласа патӑмӑр.

24. Когда мы пришли к рабу твоему, отцу нашему, то пересказали ему слова господина моего.

Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Эпир хамӑр хуҫамӑра каларӑмӑр: пирӗн ватӑлса ҫитнӗ аттемӗр пур, [унӑн] ватӑлмалӑх кунӗнче ҫуралнӑ кӗҫӗн ывӑлӗ пур, унӑн пӗртӑванӗ вилчӗ, вӑл вара амӑшӗнчен пӗчченех тӑрса юлчӗ, ашшӗ ӑна юратать, терӗмӗр.

20. Мы сказали господину нашему, что у нас есть отец престарелый, и [у него] младший сын, сын старости, которого брат умер, а он остался один от матери своей, и отец любит его.

Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Вӗсем каланӑ: санӑн чуру, пирӗн аттемӗр, сывӑ тӑрать, пурӑнать-ха, тенӗ.

28. Они сказали: здоров раб твой, отец наш; еще жив.

Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Рахильпе Лия ӑна хуравласа каланӑ: аттемӗр килӗнче пире пай, еткер пур-и тата? 15. пире вӑл ют вырӑнне хумасть-и-ха? вӑл пире сутрӗ, пирӗн кӗмӗле те ҫисе ячӗ; 16. ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ пирӗн аттерен туртса илнӗ пӗтӗм пурлӑх [тата мул] — пирӗн, пирӗн ачасенӗн; ҫапла ӗнтӗ Турӑ хӑвна мӗн каланине пурне те ту, тенӗ.

14. Рахиль и Лия сказали ему в ответ: есть ли еще нам доля и наследство в доме отца нашего? 15. не за чужих ли он нас почитает? ибо он продал нас и съел даже серебро наше; 16. посему все [имение и] богатство, которое Бог отнял у отца нашего, есть наше и детей наших; итак делай все, что Бог сказал тебе.

Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех