Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аттем (тĕпĕ: атте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
31. Тӗнчен ҫакна пӗлмелле: Эпӗ Аттеме юрататӑп, ҫавӑнпа пурне те Аттем тума хушнӑ пек тӑватӑп.

31. Но чтобы мир знал, что Я люблю Отца и, как заповедал Мне Отец, так и творю.

Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эсир Мана юрататӑр пулсан, Эпӗ: «Аттем патне каятӑп» тенӗшӗн эсир савӑнӑттӑр, мӗншӗн тесессӗн Аттем Манран аслӑ.

Если бы вы любили Меня, то возрадовались бы, что Я сказал: иду к Отцу; ибо Отец Мой более Меня.

Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Аттем Ман ятӑмпа Ярасси — Лӑплантараканӗ, Таса Сывлӑш — сире пӗтӗмпе вӗрентсе ҫитерӗ, Эпӗ хӑвӑра мӗн каланине пӗтӗмпе астутарӗ.

26. Утешитель же, Дух Святый, Которого пошлет Отец во имя Мое, научит вас всему и напомнит вам все, что Я говорил вам.

Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Мана юратакана, Манӑн сӑмахӑма пурӑнӑҫласа тӑракана Аттем те юратӗ; Эпир вара ун патне пырӑпӑр та ун патӗнче пурӑнӑпӑр.

23. Иисус сказал ему в ответ: кто любит Меня, тот соблюдет слово Мое; и Отец Мой возлюбит его, и Мы придем к нему и обитель у него сотворим.

Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Кам Манӑн ӳкӗтсене асра тытса пурӑнӑҫласа тӑрать, ҫавӑ Мана юратать; Мана юратакана Аттем те юратӗ; ӑна Эпӗ те юратӑп, ӑна Хамах курӑнӑп, тенӗ.

21. Кто имеет заповеди Мои и соблюдает их, тот любит Меня; а кто любит Меня, тот возлюблен будет Отцем Моим; и Я возлюблю его и явлюсь ему Сам.

Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ҫав кун эсир Эпӗ Аттем ӑшӗнчине, хӑвӑр Ман ӑшӑмрине, Эпӗ те сирӗн ӑшӑртине пӗлӗр вара.

20. В тот день узнаете вы, что Я в Отце Моем, и вы во Мне, и Я в вас.

Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Эсир Ман ятӑмпа Аттерен кирек мӗн ыйтсан та, Аттем Ывӑлӗ урлӑ мухтава тухтӑр тесе, Эпӗ эсир ыйтнине тӑвӑп.

13. И если чего попросите у Отца во имя Мое, то сделаю, да прославится Отец в Сыне.

Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Мана ӗненекен Эпӗ тӑвакан ӗҫсене те тӑвӗ, вӗсенчен те ытларах тӑвӗ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Аттем патне каятӑп.

12. Истинно, истинно говорю вам: верующий в Меня, дела, которые творю Я, и он сотворит, и больше сих сотворит, потому что Я к Отцу Моему иду.

Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Ӗненӗр Мана: Эпӗ Аттем ӑшӗнче, Аттем Ман ӑшӑмра; каланине ӗненмесен ӗҫӗмсене кура ӗненӗр Мана.

11. Верьте Мне, что Я в Отце и Отец во Мне; а если не так, то верьте Мне по самым делам.

Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

¦¦ Сире калакан сӑмахсене Эпӗ Хам тӗлӗшшӗн каламастӑп; ӗҫсене Манра пурӑнакан Аттем Хӑй тӑвать.

¦¦ Слова, которые говорю Я вам, говорю не от Себя; Отец, пребывающий во Мне, Он творит дела.

Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Эпӗ Аттем ӑшӗнче, Аттем Ман ӑшӑмра, эсӗ ҫакна ӗненместӗн-им?

10. Разве ты не веришь, что Я в Отце и Отец во Мне?

Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Иисус каланӑ ӑна: Эпӗ — ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те; Ман урлӑ каймасан Манӑн Аттем патне никам та ҫитеймӗ.

6. Иисус сказал ему: Я есмь путь и истина и жизнь; никто не приходит к Отцу, как только через Меня.

Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Аттем ҫуртӗнче вырӑн нумай.

2. В доме Отца Моего обителей много.

Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫапла вара, Эпӗ кирек мӗн каласан та Аттем Хама мӗн каланине калатӑп, тенӗ.

Итак, что Я говорю, говорю, как сказал Мне Отец.

Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

49. Эпӗ Хам тӗлӗшшӗн каламарӑм; Эпӗ Хама янӑ Аттем мӗн хушнине турӑм, мӗн каламаллине, мӗнле каламаллине Мана Вӑл Хӑй каларӗ.

49. Ибо Я говорил не от Себя; но пославший Меня Отец, Он дал Мне заповедь, что сказать и что говорить.

Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Эй Аттем!

28. Отче!

Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эй Аттем! ҫак сехетрен хӑтарсам Мана! анчах Эпӗ шӑпах ҫак сехетшӗн килнӗ.

Отче! избавь Меня от часа сего! Но на сей час Я и пришел.

Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иисус ҫӳлелле пӑхса каланӑ: эй Аттем!

Иисус же возвел очи к небу и сказал: Отче!

Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Эпӗ Аттем ӗҫӗсене тумастӑп пулсан, ан ӗненӗр Мана; 38. Аттем ӗҫӗсене тӑватӑп пулсан, Мана ӗненмесен те ӗҫӗмсене ӗненӗр, вара Аттем Ман ӑшӑмрине, Эпӗ Аттем ӑшӗнчине пӗлсе ӑнланса илӗр, тенӗ.

37. Если Я не творю дел Отца Моего, не верьте Мне; 38. а если творю, то, когда не верите Мне, верьте делам Моим, чтобы узнать и поверить, что Отец во Мне и Я в Нем.

Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Иисус каланӑ вӗсене: Эпӗ сире Хамӑн Аттем хӑвачӗпе нумай ырӑ ӗҫ туса кӑтартрӑм, вӗсенчен хӑшӗшӗн эсир Мана чулпа персе вӗлересшӗн? тенӗ.

32. Иисус отвечал им: много добрых дел показал Я вам от Отца Моего; за которое из них хотите побить Меня камнями?

Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех