Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑрхарӑм (тĕпĕ: асӑрха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑнах та, ватӑ бригадира эпӗ тепӗр вунӑ-вунпилӗк утӑм тусанах асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Автокран ҫывӑхне пухӑнса тӑнӑ водительсем хушшинче Сантӑра асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Асӑрхарӑм та куҫа ҫийӗнчех илтӗм (вӑрҫӑра аманнӑ ҫынна сахал курнӑ-и, мӗн кӑсӑклансах пӑхмалли пур?).

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫапах та стена ҫумӗнче, тусан хупланӑ тумтирсем хушшинче, эпӗ ача алли ӳкернӗ картинкӑсене асӑрхарӑм: чӗрчунсем, шатрун тӑрӑллӑ пӳртпе катӑк уйӑх; акӑ тата арҫынпа хӗрарӑм кӗлеткисем, вӗсен айӗнче — шултра саспаллисемпе ҫырнӑ икӗ сӑмах: «Атте-анне».

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Паян ирхине Александровка ялӗ витӗр тухрӑм та - Кӗтне юханшывӗ хӗрринче шап-шурӑ выльӑх витине, ҫуталса ларакан лавккасене, ял ҫыннисен ҫӗнӗ пӳрчӗсене асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

Ҫакна эпӗ лайӑх асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Лида ҫине пӑхрӑм та унӑн пичӗ ҫинче ҫӑмӑл кулӑ пытанса тӑнине асӑрхарӑм, куҫӗсем те ҫавӑн пекех вӑрттӑн кулса пӑхатчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Паҫӑртанпах эпӗ пуҫ тӑрринче темскер сӑрлатнӑ сасӑ илтсе выртрӑм, кашта синче шурӑ япаласем ҫакӑнса тӑнине асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Кӗтесре эпӗ Аньӑна асӑрхарӑм, вӑл питӗ шурса кайнӑччӗ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вӑл ман сине темӗнле йӗрӗнсе пӑхнине асӑрхарӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Эпӗ ун умне ҫитсе чарӑнтӑм та Аня куҫӗсем вут-ҫулӑм пек хаяррӑн ҫиҫсе илнине асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Пӗррехинче вара эпӗ ун ҫине лайӑх сӑнаса пӑхрӑм та вӑл, Люся, йӑлтах хӗр пулса кайнине асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

…Хваттерте ҫи-пуҫ улӑштарса тӑхӑнса вунӑ сехет тӗлне редакцие ҫитсе кӗрсен унти юлташсем ман ҫине темле куларах пӑхкаланине сисрӗм, анчах вӗсем мӗншӗн ҫавӑн пек хӑтланни пирки нумаях шухӑшласа тӑма вӑхӑт пулмарӗ: хамӑн ӗҫ сӗтелӗ ҫинче кӑвак конверт выртнине асӑрхарӑм та ӑна вӑр-вар уҫса машинкӑпа пичетленӗ шурӑ хут татки туртса кӑлартӑм.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Асӑрхарӑм: аманнисене хӑвараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Елен пуль ӗнтӗ», — шухӑшларӑм эпӗ, анчах кил картине кӗрсен лаҫра, уйран ҫӳпҫи умӗнче, ҫиччӗсенчи сарӑ ҫӳҫлӗ хӗрача ларнине асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ӑна эпӗ тепӗр хут персе янӑ ракета ҫутинче лайӑх асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Эпӗ ҫумӑр витӗр инҫех мар хура мӗлке хам ҫинелле чупнине асӑрхарӑм та тӗллесе петӗм.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Эпӗ ӑна малтанах асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Машина «Модӑсен ҫӳрчӗ» тӗлӗнче хивре чарӑнса тӑрсан, салон чӳречи витӗр ҫав ҫурт умӗнче ҫынсен пысӑках мар ушкӑнӗ кӗпӗрленсе тӑнине асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ҫапла, ҫапла, чӳречерен кил хушшинелле пӑхса илтӗм те ҫурта кӗмелли алӑкран инҫех те мар лӑпсӑркка тӗмӗ хушшинче тӗксӗмрех шурӑ пӑнчӑ асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех