Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑрхани (тĕпĕ: асӑрха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ярмаркӑра Алексей хӑйне мӗнле тыткаланине сӑнаса асӑрхани Петр пуҫӗнче питех те пӑлхануллӑ шухӑшсем ҫуратнӑ.

Всё, что он подметил в Алексее на ярмарке, вызвало у него очень тревожные мысли.

III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Мӗн асӑрхани ҫинчен аслӑ врача каҫпа сӑмахпа каласа парӑр, анчах эсӗр ан хӑрӑр.

Донесения же будете делать устные каждый вечер главврачу, но вы, радость моя, не бойтесь.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

— Шерккей пӗлӗшӗм, — терӗ Сантӑр, яра куна ӗҫленӗ хушӑра мӗн-мӗн асӑрхани ҫинчен сӑмах хушнӑ май, — Тимрук ывӑлу пит килӗшрӗ вара.

— Уж больно мне сынок твой, Тимрук, понравился, — вступил в разговор Сандор.

XVIII. Харсӑр алӑсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫинук чиперрине эсӗ асӑрхани мана савӑнӑҫ кӳчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Чакак мулкач вырӑнне кӑтартса панӑ, анчах вӑл мулкача ҫын тата тискер кайӑк ӑҫта пулнине те кӑтартса парать, уншӑн кама малтан асӑрхани ҫеҫ пултӑр.

Сорока выдала зайца, но она и человека выдает зайцу и всякому зверю, только бы кого ей первого заметить.

Вӗҫен кайӑксемпе тискер кайӑксем калаҫни // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 47–51 с.

Мана вӑл асӑрхани анчах кирлӗ.

Только бы он меня заметил.

Чатӑр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 43–50 с.

Суворов хӑйне асӑрхани ҫинчен Шапкин пӗлмен.

Не знал Шапкин, что Суворов его приметил.

Медаль // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ҫапла шухӑшлани вӑл иксӗмӗр хушӑри уйрӑмлӑха питӗ кая юлса асӑрхани пулать, уншӑн мана каҫарма кирлӗ ӗнтӗ.

Натуральность этого расположения мыслей — мое извинение в том, что я слишком поздно заметил разницу между натурою моею и ее.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Унтан вара мана трамвайра хӗстерсе ҫитерчӗҫ, — хам мӗн курма пултарни те кунти урамсем Мускавринчен пушӑрах иккенне асӑрхани кӑна пулчӗ.

Потом меня зажали в трамвае, и единственное, что я успела заметить, — это что в сравнении с Москвой улицы были пустоваты.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫук, эпӗ вӗсем ҫинчен татса калани те Ӑспа сивлек асӑрхани те Чӗрен асаплӑ паллисем ҫеҫ пулнӑ.

Нет, все, что я говорю о них, есть только следствие Ума холодных наблюдений И сердца горестных замет.

Июнӗн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Йӗрӗсене асӑрхани те кӑмӑла ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑхрах - пӑши! // Людмила МАЙОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех