Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑнмарӗ (тĕпĕ: асӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Светланӑна больницӑна ӑсатма та ҫавӑнпах хӑй кайрӗ вӑл, ҫапах та Бардин ҫинчен асӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ун хыҫҫӑн вӑл «вилнӗ» сӑмаха пӗрре те асӑнмарӗ, анчах кашни кун тенӗ пекех вӑрҫӑ хӑҫан чарӑнассине ыйтма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ӑшшӑн йышӑнчӗ вӑл Ҫимуна, ӗнерхине асӑнмарӗ те.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сантӑркка ятне темме асӑнмарӗ Сӑпани.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗпритун пиччӗшне те, Сантӑрккана та асӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Купӑс пирки никам та асӑнмарӗ те — хуйхӑ паян йӑла-йӗркерен ҫӳллӗрех.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл леш пӳртре иксӗмӗр хушӑра пулса иртнӗ калаҫу ҫинчен пӗр сӑмахпа та асӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Урӑх пӗрре те ун пирки асӑнмарӗ Петӗр.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Тӗрмене ахальтен асӑнмарӗ вӑл вилӗм кӗтсе вырӑн ҫинче пӗҫерсе-ҫунса выртнӑ чух.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кун хыҫҫӑн Санюк ятне чылай вӑхӑт асӑнмарӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Тӗлӗнмелле, ҫителӗклех утрӑмӑр, ҫӳрерӗмӗр пулсан та, кордонра ывӑннипе канасси, ҫывӑрасси ҫинчен никам асӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Микула хӗр ятне асӑнмарӗ пулсан та, Анук хӑй ҫинчен каланине сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сююнбике Кучак ятне асӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗр ача аякри Тукай ялне каяс шухӑша пӑрахрӗ курӑнать, ун пирки пӗрре те асӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Василий Иванович вӑл хӑш воеводӑсене яма сӗнессине кӗтрӗ, анчах митрополит шӑпӑртах пулчӗ, хӑй кӑмӑллакан воеводӑсенчен никама та асӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шӑрт Каверлипе туслӑ пулмасан та, Маркел ятне асӑнмарӗ Паймук.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Упӑшки шухӑшӗ пӗрре те улшӑнманнине сиссе Чураппа Урасмет ятне тек пӗрре те асӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тоня ҫинчен пачах асӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ахах хӑйӗн ашшӗне ӑшӑ сӑмахсемпе асӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗн таран чаплӑ: чунне уҫса тем те пӗр пирки калаҫрӗ пулин те — Эли Стар хӑй ҫеҫ куракан тӗлӗнмелле пулӑм пирки асӑнмарӗ; шӑнах ҫакӑ пӗтерчӗ те ӑна.

Замечательно, что при всей своей откровенности Эли Стар ни разу не проболтался мне о своем странном открытии; это-то, конечно, и погубило его.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех