Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

астуса (тĕпĕ: асту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтра вӗсем хӑйсен ҫывӑхӗнчех палламан ҫын выртнине астуса илчӗҫ те шӑп пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Умӗнче тӑракансен тӗпчевлӗ куҫӗсем хӑй ҫине тӑрӑннине астуса, кӗлтумаллине аса илчӗ те: — Паки, паки миром господу помолимся! — тесе яланхи пекех уҫҫӑн юрласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Уҫка кӗтӳ ҫулӗ ҫинчи пылӑха ятӑмӑр терӗ вӗт», — астуса илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пулштух тӗпне ывӑҫ тупанӗ ҫине ҫапса пӑккине сирпӗтсен, Лукарье халӗ те пӑхса тӑнине астуса, Михха аллине сулчӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха яланхи пек астуса савмарӗ вӗсене.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Канма ларнӑ кайӑка астуса утмасӑр хуйхатнӑшӑн кӑмӑлсӑрланса, пуҫне сулчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Озеровӑн лаши тӗлӗнмелле ӑслӑ иккен: вӑл иртнӗ кӗркунне ыраша ӑҫта акса хӑварнине астуса юлнӑ та халӗ шӑп та лӑп хӑйсен ҫурпилӗкӗ умне ҫитсе чарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сӑмахӗсене виличчен манмасла астуса юлчӗ:

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Саррине те, хурине те астуса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воевода тата нумай ята асӑнчӗ, хӑш-пӗрисене, ӗлӗк Хусанта курнӑ ҫынсен ячӗсене, астуса юлчӗҫ ҫӗрпӳсем, нумайӑшне пӗлсе пӗтереймерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турхан патӗнче мӗнле хӑна пулнине Иливан тӗпӗ-йӗрӗпе астуса та пӗтереймест — ӗҫнӗ, ҫинӗ, калаҫнӑ та пуль, ҫур ҫӗр тӗлӗнче киле ҫитсе ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эп астуса пӗтерейместӗп.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупай ҫакна ҫеҫ астуса юлчӗ: Мускавпа Хусан хушшинче Атӑл юхать, ҫав Атӑлпа ялан ҫарсем ҫӳреҫҫӗ; Атӑл ҫинче тӑвӑл кашлать, кимӗсем шыва путаҫҫӗ; ишеҫҫӗ-ишеҫҫӗ ҫынсем хум ҫинче, ҫӑлӑнса Ҫаврака сӑрт ҫине тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чарсах ыйтать: «Эс кам пулатӑн-ха? Темскер, сан ятна астуса юлаймарӑм», — тет.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унтан ӑна Саади, Омар Хаям, Рудаки сӑввисене вулаттарчӗҫ (сӑввисене пӗлмеҫҫӗ пулин те хӑш-пӗр поэтсен ячӗсене астуса юлнӑ иккен ханпа арӑмӗ).

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Астуса юлтӑм.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ята астуса юлтӑн ҫапах?

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытлах мана пуҫласан, ҫак шура хурӑн патне килкелесе кур, эпир иксӗмӗр юлашки хут юнашар тӑнине астуса ил.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Пӗтӗмпех астуса илчӗ Агнис: каччӑн кӑмӑллӑ сӑнне те, унӑн хулӑнрах сассине те…

Всё вспомнила Агнис: и добродушное лицо парня, и его басовитый голос…

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Хӑй астуса каланӑ тӑрӑх, вӑл хуралта хӗрӗх ҫул ытла пурӑнать ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех