Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

астуса (тĕпĕ: асту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑн ҫинчен кашни кунах, кашни утӑмрах астуса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫакна астуса илчӗҫ те шӑпӑрт пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Каҫхине хунар йӑтса витесене кӗре-кӗре тухасси, ӑна-кӑна тӗрӗслесси, астуса тӑрасси уншӑн халӗ темрен те хаваслӑрах пек сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӗлимун ҫак ӗнене — Вертушка ятлӑскере — уйрӑммӑнах астуса пырать.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Юрать-ха, ӗне кӗтӗвне темиҫе ҫул хушши пӗр ҫын астуса ҫӳрет кунта: Хӗлимун мучи…

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Выльӑх апачлӗх тырпул, тымарҫимӗҫ акнӑ хире астуса тӑма Палюков уйрӑм пост йӗркелерӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Фермӑри ӗнесен ӑраттине лайӑхлатас шутпа Палюков кӑҫал пӑрусене епле те пулин тимлӗн астуса тӑма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫавӑнпа хӑй мӗн хӑтланнине хӑн те астуса илеймерӗ Тихӑн.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кун йӗркине пурте астуса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эп те астуса юлтӑм ӑна, тантӑшӑма «тепӗр енӗпе те» ӗҫре курса савӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Йывӑҫсен хӳттинче пулса иртнӗ ҫак ларӑва ҫамрӑк сӑвӑҫ кӑна мар, пурте лайӑх астуса юлчӗҫ пуль.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Хӑҫан мӗн пулнине, хӑҫан мӗн калаҫнине тӗп-тӗрӗс астуса ҫитереймӗн.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Каярахпа Петӗрпе ҫывӑх паллашман пулсан, тен, эпӗ те унӑн «хӗр тути евӗр» бантикне тата хӑйӗн бантик евӗр «кӳпшек тутине» ҫеҫ астуса юлнӑ пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

«Асамлӑ самант» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Тепӗр енчен, марксизм-ленинизм классикӗсем коммунизм обществинчи ӗҫӗн уйрӑмлӑхӗсем пирки каланине те астуса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Анчах хулари шавлӑ пурнӑҫра тем те пулса иртет — кулмалли те, хурланмалли те, тӗлӗнмелли те, тарӑхмалли те, — пурне ӑҫтан астуса ҫитеретӗн?

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Пурнӑҫра мӗн пулса иртнине тата мӗн пулассине чипер йӗркеллӗ астуса пыракан ҫын сӗтел хушшине эрех-сӑрапа лармалли сӑлтав яланах тупать вӑл!

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Куҫ умне иртнисем килсе уксен тата чирне, больницӑра каланӑ сӑмахсене астуса илсен — каллех тӗрлӗ шухӑш пуҫа ҫавӑрма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑрман, ӗлӗкхине тем астуса, тулашма тытӑнсан — Укахви чунӗ те вӑрман кӑмӑлӗ еннех ҫаврӑнса ӳкнӗ, шелленгӗ ӑна, хӗрхеннӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ватӑ строитель, икӗ аллипе те карлӑкран тытса, кӑштах ҫӗрелле ӳпӗнчӗ, стройотрядри каччӑсемпе хӗрсене кашнин сӑнне астуса юлма тӑрӑшнӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, кӑвак мӑйӑхне кӑмӑллӑн шӑлкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ҫавна астуса юлнӑ-и? — кулса ячӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех