Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак самантра Сергейсен пахча кӗтессинчи вите аслӑкӗ ҫинчен хулӑн сасӑллӑ автан иккӗмӗш хут шарлаттарса авӑтса яни илтӗнсе кайрӗ.
Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫав ҫӗре Укка Микулайсен аслӑкӗ ҫинче ирттерчӗ.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Яка Илле аслӑкӗ ҫине вӗсем пӗр урапа килсе пӑрахма та ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.
Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Елиссен аслӑкӗ хыҫӗнчен ҫирӗм хӑлаҫран вара урама тухмалли пралук пур.
Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html
Ку тӑкӑрлӑка пӗр енчен Иван Ивановичӑн аслӑкӗ тухать, тепӗр енчен Иван Никифоровичӑн кӗлечӗ, хапхи, кӑвакарчӑн сарайӗ тухать.
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Ҫапла чылаях калаҫмасӑр ларнӑ хыҫҫӑн, сӑмах чӗнмесӗр те вырӑнсӑр иккенне туйса, Ткаченко халь ҫеҫ тума тытӑннӑ аслӑкӗ ҫинчен калама пуҫларӗ.
XV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ывӑннӑ хресченсем тупӑсемпе заряд ещӗкӗсене кивӗ пасар аслӑкӗ айне тирпейлесе хунӑ та ӗҫме-ҫиме, четка шӑрҫисене суйлама пуҫланӑ; унтан, хулана сыхлас вырӑнне, урам варрине йӑванса кайса, ҫывӑрма выртнӑ.
III. Пӗчӗк ҫарсемпе пысӑк ҫапӑҫусем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вара эпир пурсӑмӑр та сарайран сылтӑм енчи вутӑ аслӑкӗ айне кӗрсе тултӑмӑр, йытӑ хӑтланчӑшне сӑнаса тӑратпӑр.
VI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Правленин кӑтрашка курӑкпа витӗннӗ картишӗ пушахчӗ, вите патӗнче ҫеҫ кӳршӗ чӑххисем тислӗк ҫинче юлхавлӑн чаваланатчӗҫ те сарай аслӑкӗ айӗнче темшӗн Трофим ят панӑ качака таки ват енне тайӑлнине пула тарӑн шухӑша кайса тӑратчӗ.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл, галерея ҫине чӑнкӑ чикмекпе хӑпарас шутпа, утӑ аслӑкӗ еннелле ыткӑнать, няня утӑ аслӑкӗ патне ҫитме ҫеҫ ӗлкӗрет, анчах ача халӗ кӑвакарчӑнсен йӑвине хӑпарса унтан выльӑх картине тухма, унтан — турӑ ҫырлахтӑрах! — типӗ ҫырмана та ҫитме пултарать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1