Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аслашшӗсем (тĕпĕ: аслашшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнӗ эра пуҫламӑшӗнче чӑваш мӑн аслашшӗсем пӑлхарсемпе сӑварсем ятпа, гуннсен авангарчӗ пулса, Тухӑҫ Европӑпа Ҫурҫӗр Кавказа куҫнӑ.

В начале новой эры прадеды чувашей с именами болгаров и суваров, став авангардом гуннов, переселились в Восточную Европу и на Северный Кавказ.

Чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесенче ма нумай? // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4803-%D0%A7% ... C%D0%B0%D0

Кивӗ эрӑн 1-мӗш пинҫуллӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче чӑвашсен мӑн аслашшӗсем Центральнӑй Азире пурӑнакан гуннсемпе тата Алтайри пратотюрксемпе, пратомонголсемпе вӑрах вӑхӑт пӗрле пурӑннӑ, гуннсен Ҫӗршывӗнче Чашшар (Субейси, Шубаши) патшалӑх йӗркеленӗ.

В второй половине 1 тысячелетия старой эры прадеды чувашей долгое время жили вместе с гуннами, живущими в Центральной Азии, и пратотюрками Алтая, пратомонголами, в стране гуннов Чашшар (Суйбеси, Шубаши) образовали государство.

Чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесенче ма нумай? // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4803-%D0%A7% ... C%D0%B0%D0

Сӑмахран Н.Я.Марр академик чӑвашсен авал-авалхи мӑн аслашшӗсем шумерсем пулнӑ тенине.

К примеру, академик Н.Я. Марр говорил, что древние предки чувашей были шумеры.

Чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесенче ма нумай? // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4803-%D0%A7% ... C%D0%B0%D0

Вӑл чӑвашсен ватӑ аслашшӗсем ҫӗр ӗҫӗ ҫине куҫсан та питех улшӑнман темелле.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Чӑвашсен ватӑ аслашшӗсем ҫӗр ӗҫӗпе пурӑнма пуҫласан ҫулталӑк пуҫламӑшне нурӑс (иран сӑмахӗ ноу «ҫӗнӗ», рус «кун» тенине пӗлтерет) уйӑхӗнче (вӑл малтан март уйӑхӗн иккӗмӗш ҫуррипе тӗл килнӗ) палӑртма пуҫӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Кил-йыш хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ йӑласенчен чылайӑшӗ чӑвашсен мӑн аслашшӗсем Атӑлпа Шурӑ Атӑл (Кама) ҫине килсе ларичченех йӗркеленсе кайнӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Ҫав факт чӑвашсен ватӑ аслашшӗсем патшалӑхлӑ цивилизаци, ҫыруллӑ культура витӗр вӑтам ӗмӗрсенчех тухни ҫинчен калать.

Этот факт указывает, что предки чуваш еще в средних веках прошли путь государственной цивилизации и письменной культуры.

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

19. Вӑл вӗсене Турӑ хута кӗнипе хӑйсен аслашшӗсем Сеннахирим патӗнче ҫӗр сакӑрвун пилӗк пин ҫынна тӗп туни ҫинчен те, 20. Вавилонра галатсене хирӗҫ ҫапӑҫни ҫинчен те каласа панӑ: вӗсем ҫапӑҫу хирне сакӑр пинлӗ йышпа анчах килнӗ, вӗсенчен тӑватӑ пинӗ Македони ҫынни пулнӑ; ҫавсем хутшӑнса кайсассӑн, тӳперен пулӑшу пулнипе ҫак сакӑр пин ҫын ҫавӑн чухне ҫӗр ҫирӗм пин ҫынна пӗтерсе тӑкнӑ, питӗ нумай тупӑш пуҫтарса илнӗ.

19. Он рассказал им и о том заступлении, какое получали их предки, и как при Сеннахириме погублены сто восемьдесят пять тысяч мужей, 20. и о бывшем в Вавилоне сражении против Галатов, как они пришли на брань в числе только восьми тысяч с четырьмя тысячами Македонян, и когда Македоняне смешались, то эти восемь тысяч погубили сто двадцать тысяч бывшею им с неба помощью и получили великую добычу.

2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Иуда арӗсем те, Иерусалим ҫыннисем те хӑйсем хушшинче кавар тунӑ: 10. вӗсем каллех хӑйсен мӑн аслашшӗсем тунӑ йӗркесӗр ӗҫсем еннелле ҫаврӑнчӗҫ, лешӗсем Ман сӑмахӑмсене итлеми пулнӑччӗ те ют турӑсем хыҫҫӑн кайнӑччӗ, вӗсемшӗн ӗҫлесе тӑма тытӑннӑччӗ.

9. И сказал мне Господь: есть заговор между мужами Иуды и жителями Иерусалима: 10. они опять обратились к беззакониям праотцев своих, которые отреклись слушаться слов Моих и пошли вослед чужих богов, служа им.

Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Асӑннӑ конкурса ачасем, амӑшӗсемпе ашшӗсем, асламӑшӗсемпе аслашшӗсем хастар хутшӑннӑ, юмах ҫине юмах ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе юмах вулар-и? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех