Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хускалӑр тӗнчипе хастаррӑн, Асаплӑ, выҫӑ чурасем!Вставай, проклятьем заклейменный, Весь мир голодных и рабов!
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ленин Петербургра пурӑннӑ питӗ ӑслӑ рабочи-слесаре, хӑйӗн ӗҫне пӗтӗм чӗререн парӑннӑ революционера, карательсен экспедицийӗ 1905 ҫулта персе пӑрахнӑ Иван Бабушкина, Туруханск крайӗнчи ссылкӑра хӑй ҫине алӑ хунӑ тӗлӗнмелле ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ та ырӑ кӑмӑллӑ Иосиф Дубровинские, черносотенецсем вӗлернӗ чӑн-чӑн революци ҫулпуҫне, ытармалла мар чунлӑ Николай Баумана, полицин ӑс пӑсӑлнисем валли тунӑ больницинче пӗтнӗ Виргилий Шанцерпа таса та асаплӑ пурнӑҫӗ Красноярск тӗрминчи больницӑра татӑлнӑ питӗ пултаруллӑ Сурен Спандаряна, эмиграцире туберкулезпа чирлесе вилнӗ Екатеринослав рабочине Вилонова, Уфа тӗрминче персе пӑрахнӑ Якутов рабочи-большевика тата ытти нумай юлташӗсене аса илчӗ.
17 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Анчах кунта, кӳлӗ ку енчи ҫаранлӑха, килес умӗн юлашки икӗ кун хушшинче ҫав пӗр-пӗрне хирӗҫлекен икӗ туйӑм виҫҫӗмӗшпе, пушшех те кӑткӑссипе, улшӑнса ылмашрӗ: Зиновьева Ленин юри ҫеҫ хӑйне патвар та хаваслӑ пек кӑтартнӑн, тӗрӗссипе вара вӑл революципе ӗҫ тухманнине, хӑйсене асаплӑ шӑла кӗтнине, ку чухнехи пилатсем — Плехановсем, Потресовсем тата Черновсем ҫакӑншӑн хӗпӗртесе ним чӗнмесӗр ларнӑ хушӑра Вӑхӑтлӑх правительство палачӗсем вырӑссен телейсӗр Робеспьерӗпе унӑн юлташӗсене асаплантарса вӗлерессине пӗлнӗн туйӑнчӗ.
3 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Анчах, Питӗре ҫитсен, перрон ҫинче сар морякӗсен хисеплӗ хуралне, хӑйне кӗтсе илекенсен пысӑк ушкӑнне, Привокзальнӑй плошадьре пухӑнса тулнӑ темӗн чухлӗ ҫынна, вокзалри патша хапхи умӗнче тӑракан броневиксене, хӗрлӗ ялавсене тата «Ленина салам» тесе ҫырнӑ сӑмахсене ҫутатакан ҫар прожекторӗсене курчӗ те, вӑл вара чикӗ леш енче чух хӑй революцин сулмаклӑ вӑйне кӑшт ҫителӗксӗртерех туйнине тата эмиграци вӑхӑтӗнче кулленхи асаплӑ, ҫиелтен пӑхма усӑсӑр пек туйӑнакан ӗҫӗпе хӑй мӗн тери нумай тунине пӗтӗм чунӗпе ӑнланса илчӗ.
1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Свифт хӑй ӗмӗрӗн юлашки ҫулӗсенче пит йывӑр та асаплӑ чирпе кӗрешсе пурӑннӑ.…Последние годы жизни прошли у Свифта в беспрерывной борьбе с тяжелым и мучительным недугом.
5 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Вӗсем пуҫа ыраттаракан тӗрлӗ чирсемпе, уйрӑммӑнах чӗре чирӗсемпе, икӗ алӑри, уйрӑммӑнах сылтӑм алӑри нервсемпе мышцӑсене хутлатса лартакан асаплӑ чирсемпе тертленеҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Казначейство канцлерӗпе адмирал сире чи асаплӑ та намӑслӑ вилӗмпе вӗлерттересшӗн хытӑ тӑчӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Мускава тӑшман аллине пани вырӑс хӑлӑхӗшӗн, вырӑс ҫарӗшӗн ҫав тери пысӑк хурлӑх, полководец Кутузовшӑн асаплӑ хурлӑх пулнӑ.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ана пӗтӗмӗшпех киленӗҫлӗ те асаплӑ, сирсе сирӗлми ҫӗнӗ сисӗм ҫавӑрса илнӗ; ҫав сисӗм унӑн, шухӑшӗсене арпаштарса янӑ.Ее всю охватывало новое властное чувство, сладкое и мучительное; оно перепутало ее мысли.
VI // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Джордано Брунона сарӑ тумтир тӑхӑнтартнӑ, тумтирӗ ҫине хура сӑрӑпа илемсӗр те килӗшӳсӗр шуйттансем ӳкерсе пӗтернӗ, пуҫне ҫӳлӗ калпак тӑхӑнтартнӑ, калпакӗ ҫине те вутра ҫунса вилекен ҫыннӑн асаплӑ сӑнарне ӳкернӗ пулнӑ.
Джордано Бруно // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ирхине, ултӑ сехетрен пуҫласа, вӑл каллех хӑйӗн асаплӑ пурнӑҫне пурӑнма тытӑнать.А наутро, с шести часов, он снова начинает свою мучительную жизнь.
Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.
Юрланӑ чух вӑл куҫӗсене хупатчӗ те унӑн асаплӑ сӑнне шӑнӑр туртма пӑрахатчӗ.Когда он пел, то закрывал глаза, и его страдальческое лицо не дёргалось судорогами.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Эпӗ вуланӑ кӗнекесем пурте христианство, гуманизм идейисемпе, асаплӑ ҫынсене хӗрхенме кирлӗ пирки макӑрашнисемпе тулнӑччӗ, — ун чухне эпӗ пӗлнӗ чи лайӑх ҫынсем те ҫавӑн ҫинченех илемлӗн те хӗрӳллӗн калаҫатчӗҫ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Малтанхи кунсенчех эпӗ ҫакна куртӑм: вӗсен амӑшӗ — тӗксӗм сӑнлӑ тӑлӑх карчӑк, пасартан илсе килнӗ ҫимӗҫсене кухньӑри сӗтел ҫине сарса хуратчӗ те асаплӑ хуйхӑпа йывӑр шухӑша кайса тӑратчӗ; кунта вӑл темиҫе пӗчӗк татӑк начар какайран виҫӗ вӑйпитти йӗкӗт валли, ку шута хӑйне кӗртмесӗр, епле майпа ҫителӗклӗ лайӑх апат хатӗрлес-ши? тесе шухӑшлатчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
«Асаплӑ ҫынна асӑнса» тесе ҫырнӑ вӗсен прокламацине «Мускаври РСДРП Комитечӗн» фирмипе пичетлесе кӑларчӗҫ.Их прокламация «Памяти мученика» была отпечатана под фирмою «Московского комитета РСДРП».
XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑрҫӑ ҫулӗнчи асаплӑ кунсене аса илсен тӳрех тути чӗтреме тытӑнать Валя аппан.При воспоминании о мучительных днях военного года у тети Вали сразу задрожали губы.
«Ҫын шучӗ пултӑр тесе илсе кайрӗҫ» // А.АЛЕКСАНДРОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2021.09.10, http://gazeta1931.ru/gazeta/8102-ch-ms-r-chik-sem-35
Мана чи асаплӑ пурнӑҫ пӳрмен-ши?
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Эпӗ вилӗмрен хӑрамарӑм, анчах вӑл ҫитессе кӗтсе нимӗн тумасӑр выртасси ытла та асаплӑ.Смерти я не боялся, но было мучительно лежать в бездействии и ждать, когда она наступит.
XXIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Капитан суранӗсем питӗ асаплӑ пулнӑ, анчах хӑрушӑ мар.
ХХII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ҫак самантра, ҫирӗп те вӑйлӑ ҫынсем хӑш чухне аптӑраса ӳксе иккӗленме пуҫланӑ евӗр, Людмила Ильиничнӑна та иккӗленӳ пӑхӑнтарать, халь ӑна пур япала та тӗксӗммӗн курӑнать, Милочкӑн пуласлӑхӗ те тертлӗ пек, ӑна асаплӑ пурнӑҫ кӗтет пек.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.