Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асаплӑ сăмах пирĕн базăра пур.
асаплӑ (тĕпĕ: асаплӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ак ҫамрӑксем каллех пӗрле пулчӗҫ, асаплӑ, мӗскӗнӗн тӗлкӗшекен куҫӗсемпе пӗр-пӗрин ӑшне кӗрсе тухрӗҫ, анчах, чикан майрисем каланӑ сӑмахсене ӗненсе, юнавӗсенчен хӑраса, хӑйсене сарӑп тунӑ ултавҫӑсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларма мар, чӗлхе вӗҫӗнчен шӑлтӑр-палтӑр сӑмах вӗҫертсе яма та хӑймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Лапкӑшӗпех сивӗ, сӑпрам, ҫӑрӑлчӑк «кӗлпе сапӑннӑ» тӳпе — пурне те пултаракан ҫӳлти Хӑватӑн асаплӑ кӗрхи салхулӑхӗ — хускалми, чӗмсӗр…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йывӑр та асаплӑ пурнӑҫ тӑршшӗпех Н. К. Крупская Владимир Ильичӑн шанчӑклӑ тусӗ, пӗрле кӗрешекенӗ, партири юлташӗ пулнӑ, унпа ҫума-ҫумӑн тӑрса, партин идейӑллӑ тасалӑхне, революцилле шухӑш-кӑмӑлне хӳтӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Пысӑк туйӑмлӑ та тавҫӑруллӑ хӗрача халӑхӑн йывӑр та асаплӑ пурнӑҫне, патша саманин тискерлӗхне мӗн ачаран ӑнланма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Вӑл, сахал пуплет пулин те, сӑмахсене шухӑшласа, виҫсе пӑхса, вӑхӑтра та вырӑнлӑ калани йывӑр та асаплӑ пурнӑҫпа пурӑнакан вӗренекенсемшӗн самаях хаклӑ.

Его скупые, немногословные, но взвешенные и вовремя брошенные замечания многое значили для учеников в их беспросветном существовании.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Темӗн те пӗр курса-тӳссе ирттерчӗ ҫӗр ҫӗклейми асаплӑ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

XXV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӳлӗме шӑллӗпе йӑмӑкӗсем хаваслӑн янраса кӗрсен кӑна вӑл хӑйӗн асаплӑ шухӑшӗсене маннӑ пек пулчӗ, Квинтилиана ялти пӗлӗш учительпе арӑмне чӗнсе килме ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Иккӗмӗш хут пурӑнма тытӑннӑн туйӑнчӗ асаплӑ, хӗн-хурлӑ салтак амӑшне…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Таня ӑна концерт пӗтес умӗн тин асӑрхарӗ, анчах ҫак кӗске вӑхӑт та ҫав асаплӑ, вичкӗн пӑхакан хурлӑхлӑ куҫсенчен именнӗ хӗре ӗмӗр тӑршшех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫанталӑкне кура, тепӗр икӗ эрнерен, е 17 — 18 кунтан, «асаплӑ» юмансем ҫӗнӗрен, иккӗмӗш хут ҫулҫӑ сарма мӗн чухлӗ ҫурхи вӑйне пӗтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Хӑшӗсем татах хушса: — Хӗрхенни паллах, ахальтен каламарӗ вӗт ывӑлӗн ачалӑхӗ мӗнле асаплӑ та йывӑр пулнине, ашшӗпе ама ҫури амӑшӗ ӑна мӗнле суйса асаплантарнине. Ҫав чӑнлӑха халӑх тата суд тӑвакансем ӑнланса, кӑштах та пулин ҫӑмӑлрах приговор ҫырасса, персех вӗлермелле ан туччӑр тесе каларӗ вӑл. Ун чухне ҫын вӗлернӗшӗн персе пӑрахмалли саккун пуррине ӑнланнӑ, шеремет, — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫул асаплӑ пулчӗ, юлан утсем пӗр ялта темле хуҫа патӗнче ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑн вӑрмана шалтан шала кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Асаплӑ тухрӗ ун кулли, ҫапах та пит-куҫӗ савӑнӑҫпа ҫиҫсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем, кимӗпе ишсе пырса, асаплӑ ҫынна часах шывран туртса кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Упрантӑрччӗ ӑшра тӗреклӗх Ҫак пит асаплӑ сехетре.

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хускалнӑ хурлӑхпа чӗре, Салхулланать ытла асаплӑ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Ҫӗрулмине нихҫан та кун пек асаплӑ кӑларман.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Асаплӑ ӗҫ хӑйне кура тупӑшлӑ пулчӗ — сунарҫӑсем тем пысӑкӑш нӳхрепе йӑлтах какайпа тултарса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Никам тӳсейми асаплӑ пурнӑҫ туса пачӗ вӑл пире, пӗр инкек хыҫҫӑн тепӗр инкек кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ыр вилӗмпе мар, асаплӑ, хӗн-хурлӑ вилӗмпе вил.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех