Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асапланса (тĕпĕ: асаплан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Асапланса пӗтнӗ, йӑлт халтан кайнӑ ҫул ҫӳревҫӗсем аптраса ӳкнипе малтанлӑха пӗр-пӗрне сӑмах чӗнме те пултараймарӗҫ — пуҫӗсене сулкаларӗҫ те лач! сурчӗҫ, пуҫӗсене сулкаларӗҫ те лач! сурчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йывӑр чирпе асапланса нумай ҫул ҫӗрне тара парса пурӑнчӗ ҫав ашшӗ, усал Саррие пулах ят ҫӗрӗсӗр юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кунта пӗр-пӗччен асапланса пурӑниччен эп ҫавӑнта кайнӑ пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн чухлӗ чура асапланса вилмен-ши ҫак ҫуртра?

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗскӗн чун, — ҫавӑ ӑста асапланса пурӑнать-ши ку таранччен?

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑҫал вырӑс ҫарӗсем Хусан патне асапланса кайса килни нимех те памарӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малтан Хусан патне ҫитмелле, вӑрҫӑ пӗтессе кӗтмелле, унтан асапланса Атӑл тӑрӑх кунталла хӑпармалла.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр-икӗ эрне ҫакӑн пек асапланса пурӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Мӗн тери асапланса вилчӗ пуль пирӗн ҫут ҫӑлтӑрӑмӑр!

— Уж как, наверно, намучилась наша светлая звездочка!

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Кам сана асапланса ҫӳреме хушать? — тарӑхса кайрӗ Янтул.

— А кто тебя заставляет стараться? — Яндула разозлила неблагодарность сухопарого.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗрарӑмпа асапланса пурӑнса курнӑ Янтул — пӗлет.

Яндул сыт женщинами по горло.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ҫӳре ҫав шуйттана пула асапланса!

— Ходи теперь майся из-за этого черта!..

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӗрӗп пек хутланса пурӑниччен, выҫӑ асапланса виличчен — ҫапӑҫса вилни ҫӗр хут авантарах.

Чем прятаться, как ежу, да с голодухи пухнуть, уж лучше в драке с ко штанам и погибнуть.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яриле пекех асапланса пӑхса ларакан Яка Илле пичӗ сасартӑк тӳрленет, сӳрӗк куҫӗ те чӗп-чӗрӗ пулса каять.

Илле, только что сидевший с таким же несчастным видом, как и Яриле, мгновенно меняется: лицо его становится свирепым, глаза-щелки загораются недобрым огоньком.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫук, пуҫӑма ҫийиччен Тӑшманӑма пӗтерем, Асапланса тӳсиччен Тӑхтамана… вӗлерем.

Куҫарса пулӑш

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Иван ҫав-ҫавах калаҫать, вӑтанса тата вырӑнлӑ сӑмӑхсем тупаймасӑр асапланса, хӗрарӑм умӗнче хӑйӗн пӗчченлӗхпе тулнӑ чӗрине уҫса парасшӑн тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чипер сывалса ҫитсен юрать те-ха, хӑранипе тата ут ҫинче асапланса пынипе пӑсӑлса юлсан кансӗр пулать вара, ӗмӗр ӳкӗнсе пурӑнма тивет.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗнле асапланса пурӑнать-ши вӑл пӗччен?

Куҫарса пулӑш

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫыхса лартнӑ Шывпики асапланса нӑйкӑшса тӑнне ҫухатать.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Нумаях пурӑнаймӑп та, ҫапах асапланса вилес килмест.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех