Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асапланать (тĕпĕ: асаплан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Атарщиков ҫинчен шухӑшланӑ май, Листницкий пӗртен пӗр ҫакна ҫеҫ тавҫӑрса илме пултарчӗ: Атарщиков халӗ хӑйӗн чунӗнче тӑвӑлса тулнӑ хирӗҫӳсене татса памалли тӗрӗс ҫула шыраса асапланать, казакла туйӑмсене большевикла шухӑшсемпе ҫыхса хурса сыпӑнтарма хӑтланать.

В данном случае, думая об Атарщикове, он догадывался лишь об одном — что тот мучительно ищет выхода из создавшихся противоречий, увязывает казачье с большевистским.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑкӑрӗ казакшӑн, казак вӑкӑршӑн асапланать, — пӗтӗм ӗмӗре ҫапла тӗрмешкелесе ирттерсе яратпӑр…

Бык на казака, а казак на быка, — так всю жисть и крутимся…

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Гришатка тӗлӗкре кӑшкӑрса ярать, асапланать.

Гришатка вскрикнул, заметался во сне.

Аллине шарт ҫапать Ненила // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ача ҫуралнӑ хыҫҫӑн, мӗн паянхи куна ҫитичченех, Аксинйӑна палӑртмасӑр, хӑйне хӑй иккӗленсе, хӑй ӑшӗнче ҫакӑн ҫинченех шухӑшласа асапланать Григорий.

Все время после рождения ребенка Григорий мучительно вынашивал в себе, таясь перед Аксиньей, перед самим собой, подозрение.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья ашшӗ патӗнче «халӑхран уйрӑм хохол» пек пурӑнать: ӑна шавах Григорий хӑй патне таврӑнассӑн туйӑнать, ӑс-хакӑлӗ уррӑн пӑшӑлтатса каланине итлемесӗр, пӗтӗм чун-чӗререн кӗтет; ҫӗрӗпе ӑша ҫунтаракан тунсӑх пуснипе асапланать вӑл, кӗтмен ҫӗртенех тивӗҫсӗр таптаса тӑкса кӳрентерни унӑн чӗрине шӗкӗлчет.

Наталья жила у отца, «как хохол на отживе»: ей все казалось, что Григорий вернется к ней, сердцем ждала, не вслушиваясь в трезвый нашепот разума; исходила ночами в жгучей тоске, крушилась, растоптанная нежданной, незаслуженной обидой.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака мучи сивӗпе шӑннипе шӑлпа асапланма пуҫларӗ; Сергей Платонович ик еннелле сарса янӑ сухалне аллаппипе йӑвалать, намӑсне ниҫта чикеймесӗр, хӑйне халлӗнех макӑрать, шӑлне шатӑртаттарса туллашать; Степанӑн чӗринче Григорие курайманлӑх пӑчӑртатса йӳҫет, каҫсерен тӗлӗк курнӑ чух вӑл тимӗр пек хытӑ пӳрнисемпе татӑк-кӗсӗкрен тунӑ утияла чӑрмалать; Наталья сарайне чупа-чупа тухать те кизексем ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкет, чӑмӑртак пек хутланса кӗрсе, хӑйӗн хур пулнӑ телейӗшӗн татӑлса йӗрет; ярмаркӑра пушмак пӑру сутса ӗҫнӗ Христоня темӗн пек ӳкӗнсе асапланать; ӗмӗтсӗре ӗмӗтленнипе тата ӑш ҫунтармӑшӗ каллех чӗрене килсе кӗнипе тунсӑхлакан Григорий хаш та хаш сывласа пурӑнать.

Дед Гришака, простыв, страдал зубами; Сергей Платонович, перетирая в ладонях раздвоенную бороду, наедине с собой плакал и скрипел зубами, раздавленный позором; Степан вынянчивал в душе ненависть к Гришке и по ночам во сне скреб железными пальцами лоскутное одеяло; Наталья, убегая в сарай, падала на кизяки, тряслась, сжимаясь в комок, оплакивая заплеванное свое счастье; Христоню, пропившего на ярмарке телушку, мучила совесть; томимый ненасытным предчувствием и вернувшейся болью, вздыхал Гришка.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Асапланать вӑл.

Мучился.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Макӑрать, асапланать Катерина; инҫетре ӗнте ним курӑнми тусан йӑсӑрланать: ватӑ есаул Горобец пулӑшма вӗҫтерет.

Плачет и убивается Катерина; а даль вся покрывается пылью: скачет старый есаул Горобець на помощь.

IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Мӗскӗн, епле асапланать вӑл!» — ҫырса хучӗ Сергей, вара, янравлӑ сасса тимлӗнрех итлесе, татах икӗ ҫӗре ҫырса хучӗ:

«Бедняжка, пережинает», — записал Сергей и, вслушиваясь в звонкий голос, сделал еще две записи:

XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Аннӳ чӗре чирӗпе асапланать.

— Матушка страдает сердцем.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пирӗн ачасен 0,99 пайӗ мӗнле асапланать, эпӗ те ҫавӑн пекех асапланаттӑм.

Я мучался, как мучаются 0,99 наших мальчиков.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ерофей Кузьмич пӗчченлӗхпе асапланать.

Ерофей Кузьмич страдал от одиночества.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ӑна-кӑна лайӑх чухлакан Васятка Марийка мӗнле асапланнине курать, Андрей пирки шухӑшласа асапланать вӑл.

Сметливый Васятка видел, как мучилась Марийка, думала постоянно об Андрее.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Поселокра халӑх выҫӑ асапланать.

В поселке народ нуждается.

Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Епле асапланать!

Как он мучается!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

«Мӗнле вӑл асапланать!

«Как он мучается!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӗсенчен инҫех мар ҫурӑм шӑммине хуҫнӑ Лыска асапланать, вӑл час вилет ӗнтӗ.

В нескольких шагах от них бился со сломанным хребтом, затихая в предсмертной агонии, Лыска.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Лаша асапланать, тейӗп.

Скажу: лошадь мучается…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тӗлӗнсе, кичемлӗхпелен те хӑраса-сехӗрленсе ӑнланма пуҫларӗ Ромашов: шӑпа ӑна кунсеренех ҫакнашкал ҫӗршер сӑрӑ Хлебниковсемпе таччӑн тӗкӗнтерсе хире-хирӗҫ тӑратать, кашниех вӗсенчен хӑй хуйхипе чирлесе асапланать те хӑй савӑнӑҫӗпе савӑнса йӑпанать, анчах вӗсем пурте хӑйсен суккӑрлӑх-тӗттӗмлӗхне, пӗтӗмӗшпе чуралӑха, начальникле сӳрӗклӗхе, пуҫтахлӑхпа пусахлӑха пула этем сӑн-сӑпатне ҫухатнӑ, лӑштӑр тӗршӗнсе, путарӑнса ларнӑ.

С удивлением, с тоской и ужасом начинал Ромашов понимать, что судьба ежедневно и тесно сталкивает его с сотнями этих серых Хлебниковых, из которых каждый болеет своим горем и радуется своим радостям, но что все они обезличены и придавлены собственным невежеством, общим рабством, начальническим равнодушием, произволом и насилием.

XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Кур-ха, мӗнле асапланать Ворона хаджи ҫав мӑшӑр кукурус вӑрришӗн!

— Глянь, как она мучается из-за пары кукурузных зерен, эта Хаджи Ворона!

VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех