Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арӑмӗпе (тĕпĕ: арӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арӑмӗпе хӗрне ҫураҫтарма, вӗсен умӗнче тӳрре тухма ӑна укҫа та чылай кирлӗ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ӳсӗр упӑшки арӑмӗпе ачисене пуртӑпа хӑвалать пулсан та уйрӑлман.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлни ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1336

Ут ҫинчен анать те васкаса шал-пӳртне Урха кӗрсе каять арӑмӗпе пӗрле; Чӗнтерет вӑл унта Туйсара, пултӑрне.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мӑнастире леҫтерет арӑмӗпе хӗрне; Хӑй хӑюллӑ улӑхать воевотӑ пӳртне, Хӑнасем пухӑннӑ аслӑ пӳлӗмне.

Куҫарса пулӑш

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Арӑмӗпе Чӗкеҫӗ Ҫӳл пӑлтӑрта тумланчӗҫ: Тухьяпа хушпу пуҫӗсенче, Шӳлкемепе ама умӗсенче, Сахьян пушмак урисенче, Ылтӑн ҫӗрсем пӳрнисенче.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Арӑмӗпе упӑшки сехечӗ ҫине те пӑхма тытӑнчӗҫ часах.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Вӗсем хыҫҫӑнах иккӗмӗш хутран строительство управленийӗн начальникӗ арӑмӗпе хирӗлсе вӑшлаттарса анса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Арӑмӗпе пӗчӗк пепкине те хамӑнах илсе таврӑнма тӳр килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

— Телефонне кӗртме пулӗ, вӑл енӗпе ӗҫлекен ҫыннӑн арӑмӗпе туслӑ эпир, — пит-куҫӗ ҫуталнӑ пек пулчӗ Лисукӑн.

Куҫарса пулӑш

Шлепке // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 14 с.

Халӗ ӗнтӗ Ҫтаппан мучи, юлашки арӑмӗпе хирлешсе, малтанхи арӑмӗсемпе ачисене «сӑйланӑ» пуклак, хӗрхӳ, чунхуратмӑш, хисепсӗр сӑмахсене ҫӗннисемпе пуянлатрӗ: «вӑрӑ», «кӗсмен», «ыйткалакан», «хура ҫӗлен»…

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Курӑсӑн: арӑмӗпе упӑшки ӗнтӗ «урапана эрех кӗленчи кӳлеҫҫӗ те, хӑпарса ларса, тилхепене ҫӑтӑр-ҫатӑр ярса тытса, картлаттара-картлаттара туртса «лашине» пӗр-пӗринпе тупӑша-тупӑшах хӑвалаҫҫӗ — катаччи чупаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр те ун чухне, арӑмӗпе пӗр ҫӑвартанах сурмарӗ пулин те, хӑй шухӑшне уҫҫӑн, татуллӑн палӑртмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ах, куҫ-пуҫ ҫутипе каҫ килекен пилӗкри автобуса ӗлкӗресчӗ», — шалтан пӑрчӑклана-пӑрчӑклана илет арҫын утнӑ май, унтан, тутлипе йӳҫҫи, ӑшшипе сулхӑнни хутӑш туйӑмпа тулса тӑвӑлса, юлашки ҫулсенче ҫирӗпленнӗ йӑлапа ӑссӑн леш тӗнчене ичелсӗр ӑсаннӑ арӑмӗпе сӑмахлама пуҫлать:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑшӗнче арӑмӗпе калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Арӑмӗпе упӑшки вара кӗрекене килте тӗртнӗ пир кӗпесем тӑхӑнсах ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Арӑмӗпе мӗнле пурӑнать-ши?

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Михайлов текенни ав ҫуллахи вӑхӑтра пӗрин арӑмӗпе шыва кӗме ҫӳрет имӗш.

Куҫарса пулӑш

Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.

Ӑна илтсе, лесникӗн пахчара ӗҫлекен мӑнтӑр арӑмӗпе ҫинҫешке вӑрӑм хӗрӗ пӳрт умне пырса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Халӗ ҫеҫ пасартан килнӗ Мухаров, арӑмӗпе хирӗҫсе хӑшкӑлнӑскер, Каюров килнӗшӗн питӗ савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Мӗнех вара, ҫыннӑн арӑмӗпе пурӑнма вӑтанмарӑн пулсан, ун япалисенчен вӑтанни кулӑшла вара, — терӗ Лавр, хӑйӗнчен хӑй тӑрӑхласа.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех