Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арӑмӗпе (тĕпĕ: арӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫра — ҫӗр-ҫӗр ыйту та шухӑш: пулас-тытӑнас ӗҫ мӗнле ҫаврӑнса килесси, арӑмӗпе пӗчӗк пепке мӗнле пурӑнасси шухӑшлаттарчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ан тив, клеще ураллӑ арӑмӗпе юнашар яла култарса пытӑр-ха сав Сенӗк качаки.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Пӗррехинче арӑмӗпе ачине яла илсе килнӗччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Стасик Павлов арӑмӗпе!

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Арӑмӗпе иккӗшӗ те ман бригадӑра ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Степнов арӑмӗпе пӳртрен хӗрсех япала-тупра тултать, анкарти варрине ҫӗклет, пысӑк шӑтӑка тултарать.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑйӑр ҫинче Стасик лашине хӑваламарӗ, арӑмӗпе ҫаплах тем чӑкӑлташса пырать вӑл.

Куҫарса пулӑш

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Павлов арӑмӗпе ачине Первомайскран киле илсе таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Микул хӑйӗн тачка арӑмӗпе, Елиссапа пилӗк ывӑл ӳстерсе ҫитӗнтерчӗ, ҫемье хушӑнса пынишӗн савӑнӑҫне ниҫта хума пӗлместчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӗрӗ арӑмӗпе ачисем пулсан та тӑлӑх.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Астӑватӑн-и, эпир Мишшук кумпа тата унӑн арӑмӗпе Альтунпа калаҫса татӑлнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ман шутпа арӑмӗпе упӑшки пӗр-пӗрне парӑнсан, пӗр шухӑшлӑ пулсан, пулас ӑру вӑйлӑ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чи хурлӑхлӑ самант ҫитрӗ — салтак тӑван килӗпе, ҫемйипе, ашшӗ-амӑшӗпе, арӑмӗпе, ачисемпе сывпуллашать.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗр вӑхӑт арӑмӗпе упӑшки чӗнмесӗр тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ун пуҫӗнче темле шухӑшсем те ҫуралчӗҫ, анчах та вӑл арӑмӗпе ачисене ахалех кулянтарс темерӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та лешӗ, ҫӳллӗ те сарлака хул-ҫурӑмлӑскер, никама та асӑрхамасӑр шултра кӗлеткеллӗ арӑмӗпе тата виҫӗ хӗрӗпе — каснӑ-лартнӑ ашшӗ пекскерсемпе, юнашар утса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Арӑмӗпе юнашарах вӑл салтакра чухне ҫуралнӑ ывӑлӗ…

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Вылка киле таврӑнасшӑн пулман, вӑл арӑмӗпе, ачисемпе, пӗр юлташӗпе пӗрле утрав ҫинех юлнӑ.

Не захотел возвращаться домой Вылка, остался на острове с женой, детьми и товарищем.

Новая Земля ҫинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тахҫан вӑл кунта ашшӗпе тата амӑшӗпе, унтан арӑмӗпе пурӑннӑ, халь вара пӗччен пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Сан Юльӑна куҫ хыврӑм-ха эп. Хам кин тӑватӑпах ӑна», — тетчӗ Анаткасри Хӗлимун арӑмӗпе тӗл пулсан.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех