Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арӑмӗпе (тĕпĕ: арӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗрле вӗсем, паянтан ӗнтӗ арӑмӗпе упӑшки, ялтан тухса кайрӗҫ.

Ночью они покинули деревню как муж и жена.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Арӑмӗпе ачисем таврӑнсан та вӑрттӑн кӗтессенче тӗл пулкалатчӗҫ вӗсем.

И даже, когда жена с детьми возвратились из гостей домой, они находили укромные местечки, чтобы встретиться.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Арӑмӗпе ачисем хӑнара пулнӑ ун.

Жена с детьми ушла в гости.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӑнтӑрла ҫывӑрать е арӑмӗпе ачисене курас мар тесе Атӑл хӗррине анать.

Днем он либо спит, либо бродит по берегу Волги, чтобы никого не видеть.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вара арӑмӗпе ачисенчен уйӑрса тутар чиккинчи чӑваш ялне Кӗҫӗн Елчӗке пырса яраҫҫӗ, ашшӗ туимккине те, хӑйсене «тивӗҫ» куланая та ҫав ялта тӳлесе тӑмалла, тутар ялне нихҫан та пырса кӗмелле мар тӑваҫҫӗ.

Потом оторвали от Авостея жену с ребятками, а самого и брата поселили в пограничной с татарами чувашской деревне Малые Яльчики, где должны они были жить пожизненно, платя недоимки за умершего отца, свои оброки, и ногой не ступать на татарскую землю.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тутартан тухас пулсан Авӑстейӗн арӑмӗпе ачисенчен уйрӑлса кайма тивет-ҫке.

Ведь Авостею тогда придется расстаться с женой и детьми — они татары.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Килӗнче арӑмӗпе килӗштерейменнипе вӑл пӗрмаях кӑмӑлсӑр ҫӳрет, анчах унпа ятлаҫма хӑрать.

Постоянные раздоры с женой сделали его раздражительным, мрачным, но ругаться с ней он боится.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тарҫӑсем, хӑрах куҫлӑ Хветлепе курпун Микки, арӑмӗпе упӑшки, ним туса ӗлкӗреймеҫҫӗ.

Батраки, одноглазая Хветли да горбун Микки, за всем не поспевают, хоть и рвутся на части.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫуллахи вӑхӑтра арӑмӗпе хӗрӗ кашни кун тенӗ пекех ӗҫре, ҫавӑнпа Гариф вӗсене кӑнтӑрла курмасть те темелле.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсене кӗлӗнче айне пӗр рамка ӑшнех вырнаҫтарнӑ, арӑмӗпе упӑшкине е аппӑшӗпе шӑллӗне пӗрле кӑтартасшӑн пулнӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кабир арӑмӗпе ывӑлне, тӑватӑ ҫулхи Мирзана, чуптӑвать те Ятманпа сывпуллашать.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ахтупайӑн арӑмӗпе ывӑлне тупас шанчӑк пӗтнӗҫемӗн пӗтсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑнне ак арӑмӗпе ывӑлне тыткӑна илсе кайрӗҫ, тен, халиччен темиҫе сумпа сутса та ячӗҫ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каҫхине Нургали арӑмӗпе калаҫрӗ, икӗ хутчен таҫта тухса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн хӑй шутласа хунӑ ҫӗре ҫитмеллех, арӑмӗпе ывӑлне тамӑкран хӑтармаллах.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупайӑн пӗр шанчӑк ҫеҫ юлчӗ — унӑн хӑйӗн ҫичӗ юта ҫитмелле, арӑмӗпе ывӑлне хӑйӗн шыраса пӑхмалла.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хан арӑмӗпе аслӑ княгиня пӗрле апатланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӳртрен вӗсене хирӗҫ Нургали арӑмӗпе йышлӑ ача-пӑча чупса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл арӑмӗпе ачине тата ачин аталӑхне Али Шахкула хӑйӗн меликӗ аллине парса хӑварчӗ те мӗн пур пек ҫынсемпе кремле васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Арӑмӗпе упӑшки алла-аллӑн тытӑнса пурнӑҫ ҫулӗпе утни мӗн тери килӗшӳллӗ.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех