Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Акӑ вӗсем, пушхир ашакӗсем пек, тупӑш шыраса, ир-ирех хӑйсен ӗҫне тума тухаҫҫӗ; ҫеҫенхир вӗсем валли, вӗсенӗн ачи-пӑчи валли ҫӑкӑр парать; 6. вӗсем ют уйра тырӑ выраҫҫӗ, йӗркесӗр ҫын пахчинче иҫӗм ҫырли пуҫтараҫҫӗ; 7. ҫарамасскерсем ним витӗнмесӗр, пӗр тумтирсӗр сивӗ ҫӗрте ҫӗр каҫаҫҫӗ; 8. тусем хушшинче ҫумӑрпа исленеҫҫӗ, хӳтӗлӗх тупаймасӑр чул хысакӗ ҫумне тӗршӗнеҫҫӗ; 9. тӑлӑх арӑмран ӗмӗртекен ачине туртса илеҫҫӗ, кӗлмӗҫрен парӑмӗ вырӑнне ачине илсе каяҫҫӗ; 10. тумтирсӗр хӑварса ҫарамас ҫӳретеҫҫӗ, выҫӑхса ҫитнисене пучах ҫитереҫҫӗ; 11. вӗсем ҫу йывӑҫҫисем хушшинче ҫу ҫапаҫҫӗ, юхтаркӑчра иҫӗм ҫырли таптаҫҫӗ, хӑйсем ӑш хыпнипе аптӑраҫҫӗ.
Иов 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Арӑмран ҫуралнӑ этемӗн кунҫулӗ кӗске, ӗмӗрне те вӑл хуйхӑ-суйхӑпах ирттерет: 2. чечек пек шӑтать те тӑкӑнсах пӗтет; ӗмӗлке пек иртсе каять, чарӑнса тӑмасть.
Иов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Озия вара Иудифе каланӑ: хӗрӗм, Ҫӳлти Турӑ сана ҫӗр ҫинчи пур арӑмран та мухтавлӑ турӗ, тӳпепе ҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫа Турӑ, сана пирӗн тӑшмансен пуҫлӑхне мӗнле пӗтермеллине вӗрентнӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ, мухтавлӑ: 19. эсӗ мӗнле шанса тӑни Турӑ вӑйне асра тытакан ҫынсен чӗринчен ӗмӗрне те ҫухалмӗ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫав путеке ман патӑма ҫӗклесе кӗчӗҫ те, вӑл макӑра пуҫларӗ; эпӗ арӑмран ыйтрӑм: мӗнле качака путекки ку? вӑрланӑскер мар-и? хуҫине леҫсе пар ӑна! вӑрланине ҫиме юрамасть, терӗм.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Египет ҫыннисен куҫӗ умӗнче ҫак халӑха ырӑлӑх парӑп; кайнӑ чухне эсир пушӑ алӑпа тухса каймӑр: 22. кашни хӗрарӑм хӑйӗн кӳршӗ арӑмӗнчен тата унӑн килӗнче пурӑнакан арӑмран кӗмӗл япаласемпе ылтӑн япаласем, тумтир ыйтса илӗ, вӗсемпе эсир хӑвӑрӑн ывӑлӑрсене те, хӗрӗрсене те капӑрлантарӑр, ҫапла Египет ҫыннисен пурлӑхне пухса тухса кайӑр, тенӗ.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗлене каланӑ: ҫакна тунӑшӑн эсӗ мӗнпур выльӑх-чӗрлӗх умӗнче, хирти пур тискер кайӑк умӗнче ылханлӑ пулӑн; эсӗ хырӑмупа шуса ҫӳрӗн, хӑвӑн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех тӑпра ҫисе пурӑнӑн; 15. санпала арӑм хушшине, сан вӑрлӑхупа арӑм вӑрлӑхӗн хушшине тӑшманлӑх хурӑп; арӑмран ҫураласси санӑн пуҫна ҫапса ҫӗмӗрӗ, эсӗ ӑна ури тупанӗнчен сӑхӑн, тенӗ.
Пулт 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.