Шырав
Шырав ĕçĕ:
35. Ҫынна вилӗмрен хӑтараймаҫҫӗ, вӑйсӑррине вӑйлинчен туртса илеймеҫҫӗ; 36. суккӑра куҫ ҫути тавӑрса параймаҫҫӗ; ҫынна йывӑр чухне пулӑшаймаҫҫӗ; 37. тӑлӑх арӑма хӳтӗлеймеҫҫӗ, тӑлӑх-турата ырӑ тӑваймаҫҫӗ.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эхер те эсӗ халдейсем патне тухас мар тетӗн пулсассӑн, мана Ҫӳлхуҫа уҫса панӑ сӑмах ҫакӑн пек: 22. акӑ Иудея патшин керменӗнче тӑрса юлнӑ мӗнпур арӑма Вавилон патшин ҫулпуҫӗсем патне илсе кайӗҫ, ҫав арӑмсем вара ҫапла калӗҫ: «тусусем хӗтӗртрӗҫ сана, хӑйсем майлӑ ҫавӑрчӗҫ; шурлӑха путрӑн та — пӑрахса тарчӗҫ сана».
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тӳрӗ сут тӑвӑр, тӳррине тӑвӑр, ҫаратнӑ ҫынна хӗсӗрлевҫӗ аллинчен хӑтарӑр, ютран килнине, тӑлӑха, тӑлӑх арӑма ан кӳрентерӗр, ан хӗсӗрлӗр, ҫак вырӑнта айӑпсӑр юн ан тӑкӑр.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсем — самӑртнӑ ӑйӑрсем: кашниех ют арӑма курса кӗҫенет.8. Это откормленные кони: каждый из них ржет на жену другого.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пӑрахса хӑварнӑ, чун-чӗререн кулянакан арӑма чӗннӗ пекех чӗнет сана Ҫӳлхуҫа, яш вӑхӑтри арӑма, уйӑрса янӑскерне, чӗннӗ пекех чӗнетӗп, тет санӑн Турру.
Ис 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӑвӑнӑр, тасалӑр; усал ӗҫӗрсене Манӑн куҫӑм умӗнчен шӑлса ывӑтӑр; усал тума чарӑнӑр; 17. ырӑ тума вӗренӗр, тӳрӗлӗхе шырӑр, пусмӑр тӳсекене хӑтарӑр, тӑлӑха хӳтӗлӗр, тӑлӑх арӑма кӳрентерме ан парӑр.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Шыва юхса тухма ан пар, усал арӑма нумай калаҫма ан пар; 29. вӑл санӑн аллу айӗнче ҫӳремесессӗн, ӑна ӳтӳ ҫумӗнчен татса пӑрах.
Сир 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Арӑм усаллӑхӗпе танлаштарсассӑн, кирек мӗнле усаллӑх та йӑвашрах; ҫылӑхлӑ ҫын шӑпи ҫиттӗрех ун пек арӑма.21. Всякая злость мала в сравнении со злостью жены; жребий грешника да падет на нее.
Сир 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫав арӑма ылханса аса илӗҫ, унӑн намӑсӗ нихӑҫан та сирӗлмӗ.35. Она оставит память о себе на проклятие, и позор ее не изгладится.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫав арӑма халӑх умне илсе тухӗҫ, унӑн ачи-пӑчине тӗрӗслӗҫ.33. Она будет выведена пред собрание, и о детях ее будет исследование.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Хӑй упӑшкине пӑрахса ют артан ача ҫуратакан арӑма та ҫавах пулӗ: 32. пӗрремӗшӗнчен, вӑл Ҫӳлти Туррӑн саккунне пӑхӑнман, иккӗмӗшӗнчен, упӑшки тӗлӗшӗнчен ҫылӑха кӗнӗ, виҫҫӗмӗшӗнчен, аскӑнланса ҫӳресе ют артан ача-пӑча ҫуратнӑ.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӳрӗ пурӑнакан чухӑна хӗсӗрлӗпӗр, тӑлӑх арӑма хӗрхенмӗпӗр, ватӑ ҫыннӑн нумай ҫулхи кӑвак ҫӳҫӗнчен те именмӗпӗр.10. Будем притеснять бедняка праведника, не пощадим вдовы и не постыдимся многолетних седин старца.
Ӑсл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫумӑрлӑ кун пӗр чарӑнми тумлакан тумлапа чӑркӑш арӑм — иккӗшӗ те пӗр: 16. ҫав арӑма чарма-лӑплантарма тӑрӑшакан — ҫил-тӑвӑла чарма тӑрӑшакан е сӗрӗш шӑршине аллипе чӑмӑртама тӑрӑшакан.
Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Ырӑ арӑма хӑваласа яракан — хӑйӗн телейне хуса яракан; аскӑн арӑм тытса усракан — ӑссӑр та йӗркесӗр ҫын вӑл.][Кто изгоняет добрую жену, тот изгоняет счастье, а содержащий прелюбодейку - безумен и нечестив.]
Ытар 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ют арӑм патне чупакана та ҫавӑн пек пулӗ: ҫав арӑма тӗкӗннӗ ҫын айӑпа кӗмесӗр юлмӗ.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Чӗрӳпелен унӑн илемне ан сӑхлан, [куҫу ытарайманран серепене лекмелле ан пултӑр,] унӑн вылянчӑк куҫ хӑрпӑкӗ санӑн пуҫна ан ҫавӑртӑр: 26. аскӑн арӑма пула татӑк ҫӑкӑр юлмиччен ҫука юлаҫҫӗ, ют арӑм вара пурӑнӑҫа тӗп тӑвать.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ывӑлӑм, мӗншӗн-ха санӑн айккинче тупӑннӑ арӑма савмалла, мӗншӗн ют арӑм кӑкӑрне ҫупӑрламалла?20. И для чего тебе, сын мой, увлекаться постороннею и обнимать груди чужой?
Ытар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Йӑпӑлти арӑма ан тӑнла:] 3. ют арӑмӑн чӗлхи пыл юхтарать, унӑн сӑмахӗ ҫуран та ҫемҫерех; 4. анчах вӑл кайран армути пек йӳҫӗ, икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫ пек пулса тухать; 5. урисем унӑн вилӗм патне илсе анаҫҫӗ, ури йӗррисем тамӑках ҫитеҫҫӗ.
Ытар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа ютран килнисене сыхлать, тӑлӑха, тӑлӑх арӑма хунтӑлать, усал ҫынсенӗн ҫулне пӑтраштарать.9. Господь хранит пришельцев, поддерживает сироту и вдову, а путь нечестивых извращает.
Пс 145 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл, ҫӳлте пурӑнаканскер, 6. ҫӗрпе пӗлӗт ҫине пӑхмашкӑн пӗшкӗнет; 7. кӗлмӗҫе ҫӗртен йӑтса тӑратать, тислӗк вырӑнне юлнӑ мӗскӗне асла кӑларать, 8. ӑна пуҫлӑхсемпе, Хӑй халӑхӗн пуҫлӑхӗсемпе пӗрле лартать; 9. ача туман арӑма кил-ҫуртра ачи-пӑчипе савӑнакан амӑшӗ туса усрать.
Пс 112 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.