Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арчине (тĕпĕ: арча) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫыруҫӑ ҫуртӗнче Сима унӑн арӑмӗпе карчӑкне кӑшкӑра-кӑшкӑра хӑратать имӗш; лешсем пулӑшма чӗнеҫҫӗ, мӗншӗн тесен хӗрача хӑйне качча кайнӑ чух памалли япаласене хунӑ арчине уҫнӑ та партизансене нускисемпе кӗпесем салатса панӑ.

В доме писаря стоял шум, Сима кричал и грозил женщинам, бросавшимся на девушку, которая, открыв сундук со своим девичьим имуществом, раздавала партизанам носки и рубашки.

27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Эпӗ тухма хатӗрленсен вӑл яланах сенкер арчине уҫатчӗ, унӑн хуппи шал енне, халь астунӑ тӑрӑх, темле гусарӑн сӑрласа тунӑ сӑнне, помада банки ҫумӗнчен хӑйпӑтнӑ картинкӑна тата Володя ӳкерчӗкне ҫыпӑҫтарнӑччӗ, — ҫав арчаран ырӑ шӑршӑ тухма ҫунтармалли япала кӑларать, ӑна тивертсе ярать те сулкаласа ҫапла калать:

Обыкновенно, когда я вставал и собирался уходить, она отворяла голубой сундук, на крышке которого снутри — как теперь помню — были наклеены крашеное изображение какого-то гусара, картинка с помадной баночки и рисунок Володи, — вынимала из этого сундука куренье, зажигала его и, помахивая, говаривала:

XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Манпа кӳршӗллӗ карчӑк ним тума пӗлмесӗр унталла-кунталла пӑхкалать, вӑл ҫав тери хӑраса кайнӑ, эпӗ унӑн арчине тытса ҫӗклесен вӑл унтан ытла хӑрама та пултараймасть ӗнтӗ.

Моя соседка беспомощно озирается и, видно, так напугана, что уже не в силах испугаться еще больше, когда я хватаю ее сундучок.

67 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

— Ку мӗне пӗлтерни ҫинчен эсир лайӑхрах шухӑшласа пӑхӑр-ха: пирӗн коллективра, пирӗн условисенче вӑл хӑйӗн арчине питӗрсе хурать.

— Вы вдумайтесь, что это значит: в нашем коллективе, в наших условиях запереть свой сундук на замок.

48 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Ҫӑлтавӗ ӗненмелле пулнӑ, вара купецсем Хироншӑн хӑйсен арчине уҫнӑ.

Довод был убедительный, и купцы открыли свои сундуки Хирону.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Дон Лопес кӗнекене хупласа хунӑ та арчине пытарнӑ:

Дон Лопес захлопнул книгу и спрятал её в сундучок.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Улюш ӑна курчӗ те, арчине туртса илсе ҫимеллисене урапа ҫине тӑкрӗ.

Алеха увидал ее, выхватил у ней лоток и весь высыпал в телегу.

XV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

— Тӑванӑмсем, мӗнпе сире парнелем-ши? — терӗ Улюш, карчӑксене ыталаса; ҫимеллисемпе сутӑ тӑвакан хӗрарӑм та ҫавӑнтах хӑйӗн арчине тытса тӑнӑ.

— Родные вы мои, чем мне вас одарить? — восклицал Алеха, обнимая старух, торговка с закусками стояла в толпе.

XV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Анчах пӗр арчине вӑл нумайччен уҫасшӑн пулмарӗ.

Но один сундук она долго не хотела отпирать.

4 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Пӗрре ҫапла ӳсӗр пулсан, Миките, урӑ чухне парӑнса пурӑннӑшӑн тавӑрмашкӑн пулмалла, арӑмӗн арчине ҫапса ҫӗмӗрнӗ, хаклӑрах япалисене кӑларнӑ та, пуртӑ илсе, ҫав сарафанӗсемпе кӗписене йӑлтах тураса тӑкнӑ.

Один раз, напившись пьян дома, Никита, вероятно, чтобы выместить жене за все свое трезвое смиренство, взломал ее сундук, достал самые драгоценные ее наряды и, взяв топор, на обрубке изрубил в мелкую окрошку все ее сарафаны и платья.

I // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Арчине уҫнӑ, унта тӗрлӗ парне нумай.

открытого впопыхах.

XVI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

— Нумай пӗлетӗн эсӗ, — терӗ вӑл пӗррехинче Вялова, лешӗ ӑна васкамасӑр: — Ҫавӑнпа пурӑнатӑп та. Эп пӗлни вӑл — хӑрушӑ мар, эпӗ хамшӑн пӗлетӗп. Эп пӗлни вӑл, хыткукар арчине пытарнӑ пекех, ӑна никам та курмасть, уншӑн пӑшӑрханма кирлӗ мар, — терӗ.

— Много ты знаешь, — сказал он Вялову, тот не спеша ответил: — Затем живу. Я знаю — это не беда, я для себя знаю. Моё знатьё спрятано у скупого в сундуке, оно никому не видимо, будь спокоен…

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Нимӗҫсем ӑна тупнӑ та, арчине питӗрсе илсе, арӑмне арча ҫумне ҫыхса хунӑ, унтан иккӗшне те пӳрчӗпе пӗрле ҫунтарса янӑ.

Немцы нашли его, заперли сундук, привязали жену к сундуку и сожгли вместе с домом.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Шӑвӑҫ арчине хулпуҫҫирен ҫакса, аллинчи лӗпӗш тыткӑчӗпе сулкаласа, мӑйӗнчен ҫакнӑ пысӑк лупӑпа палтӑртаттарса, вӑл чӑтлӑхра чупса ҫӳрерӗ, мӗнле те пулин наркӑмӑшлӑ ҫӗлен сӑхассинчен хӑрамасӑрах ҫӳллӗ курӑк ӑшне кӗрсе, тӳрӗ ҫунатлӑ, ала евӗр ҫунатлӑ тата темле «ҫунатлӑ» хурт-кӑпшанкӑна шырарӗ.

С жестяной коробкой на боку, с сеткой в руке, с большой лупой, болтавшейся у него на шее, он рыскал по чаще, забирался в высокую траву в поисках прямокрылых, сетчатокрылых и прочих «крылых», рискуя, что его укусит какая-нибудь ядовитая змея.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тепӗр темиҫе минутран, хӑйӗн хаклӑ шӑвӑҫ арчине хулпуҫҫи урлӑ ҫакса, энтомолог пӗр хӑвӑлӗнчен тухрӗ.

Через несколько минут, перекинув через плечо свою драгоценную жестяную коробку, энтомолог вышел из грота.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ильяс юлташӗн сӑмахне пӗр самантра тавҫӑрса илчӗ; арчине хӑпӑл-хапӑл уҫса кӗрсе выртрӗ, хупӑнчӗ.

Ильяс в мгновение ока распахнул сундук и скрылся под крышкой.

XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫав укҫа арчине мар, пилӗк пӑтлӑ миххе те ним мар хул хушшине хӗстерсе хурӗ, ӑна вылянтарса ҫеҫ ҫӗклесе пыма пултарӗ.

Ему не то что сундучок, а пятипудовый мешок ничего не стоит взвалить и вынести играючи…

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шӑпах ҫак хура мӑйӑхлӑ ҫын, ун арчине хул хушшине хӗстерсе, мунчаран тухса кайрӗ пек.

Именно этот бородатый человек тогда схватил сундучок с деньгами и, зажав его под мышкой, смылся из бани…

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Укҫа арчине тетӗп-ҫке, — чӗринчен тарӑхса каларӗ Шерккей.

— Да с деньгами сундук, — горестно пояснил Шерккей.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Лешӗ ун енне ҫаврӑнса пӑхмасӑрах арчине хул хушшине хӗстерчӗ.

Но тот, даже не взглянув на него, зажал сундук под мышкой.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех