Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Ситтим йывӑҫӗнчен каштасем тунӑ, вӗсене ылтӑн сӑрнӑ; 5. саккун арчине ҫӗклесе ҫӳремешкӗн унӑн икӗ айккинчи ункӑсене каштасем тӑхӑнтартнӑ.
Тух 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 23. чи паха ырӑ шӑршӑлах ил: таса сикль виҫипе шутласассӑн, хӑй тӗллӗн юхса тӑракан смирна — пилӗкҫӗр [сикль], унӑн ҫурри чухлӗ — икҫӗр аллӑ сикль — ырӑ шӑршӑллӑ корица, икҫӗр аллӑ сикль ырӑ шӑршӑллӑ хӑмӑш, 24. пилӗкҫӗр сикль касия тата пӗр гин йывӑҫ ҫӑвӗ ил; 25. ҫаксенчен, вӗсене хутӑштарса, тасалӑх тивлечӗ кӳмелли мирӑ ту, ӑна сӗрмелли ҫу тӑвакан ӑста ҫыннӑн ӑстайӗпе ту: ҫакӑ тасалӑх тивлечӗ кӳрекен мирӑ пулӗ; 26. вара унпала пуху чатӑрне, [кӗлӗ чатӑрӗнчи] Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчине, 27. сӗтелпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫутаткӑҫпа унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, тӗтӗрмелли парне вырӑнне, 28. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне тата ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне сӗрсе тух; 29. вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳр, вӗсем вара аслӑ сӑваплӑ япала пулӗҫ: вӗсене сӗртӗнекенни пурте тасалӑх тивлечӗ илӗ; 30. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене те сӗр, вӗсене Манӑн священникӑмсем пулма халалла.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хупӑлчине арча ҫине ҫиеле хур, арчине Эпӗ сана парас саккун хӑмисене хур; 22. Эпӗ сана ҫавӑнта курӑнӑп, Израиль ывӑлӗсене сан урлӑ мӗн каламаллине пурне те Эпӗ сана арча хупӑлчи ҫийӗнчен, саккун арчи ҫийӗнчи икӗ херувим хушшинчен пӗлтерсе тӑрӑп.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ситтим йывӑҫӗнчен каштасем ту, вӗсене [таса] ылтӑн сӑрса ҫавӑр; 14. каштисене арчан икӗ айккинчи ункӑсене тӑхӑнтарт, саккун арчине ҫапла каштапа ҫӗклесе ҫӳремелле пултӑр; 15. каштисем арча ункисенчех тӑччӑр, вӗсене кӑларса хумалла мар.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.