Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аптекӑра (тĕпĕ: аптека) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр кунхине эпӗ хамӑр урамри ачасенчен нӑрӑсем, лӗпӗшсем тытса пама ыйтрӑм, аптекӑра илемлӗ курупкӑсем туянтӑм, вара, икӗ бутылка квас, премӗксем, канфетсем, булкӑсем илсе, Ленька патне кайрӑм.

На другой день я попросил ребятишек моей улицы наловить жуков, бабочек, купил в аптеке красивых коробочек и отправился к Леньке, захватив с собою две бутылки квасу, пряников, конфект и сдобных булок.

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Вайснер аптекӑра ҫук пулсан, вӑл ытла ҫирӗпех мар утӑмсемпе коридорсем тӑрӑх вӗттӗн-вӗттӗн утать, хӑйӗнпе хӑй калаҫса пӗрмай енчен енне пӑхкалать.

Если Вайснера нет в амбулатории, он семенит по коридорам нетвердыми шагами, разговаривает сам с собой и непрерывно оглядывается по сторонам.

Тӗрмери фельдшер // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Гульнара фельдшера вӗренсе тухса пӗр хушӑ Хирти Мӑнтӑр ялӗнчи фельдшерпа акушер пунктӗнче вӑй хунӑ, халӗ Комсомольскинче аптекӑра ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре – 40 ҫул ытла // Н.КАЛАШНИКОВА. Каҫал ен, 2019.06.14, http://kasalen.ru/2019/06/14/%d1%8e%d1%80%d0%b0%d1%82%d0%bda-ec%d1%80%d0%b5-40-c%d1%83%d0%bb-%d1%8b%d1%82%d0%bb%d0%b0/

Ку чухне аптекӑра асӑннӑ витамин препаратне туянмалла та апатпа хутӑштарса памалла.

В этом случаи упомянутый вид витаминный препарат необходимо приобрести в аптеке, и размешать в корм.

Чӗпӗсем чирлесрен // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Света Александровӑпа Лена Белова Хусанта пӗлӗве малалла тӑсса халӗ аптекӑра ӗҫлеҫҫӗ, Розалина Константинова - шӑл тухтӑрӗ, Люда Антонова Мускавра, Аля Гурьева Санкт-Петербургра кун кунлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкулта вӗреннӗ ҫулсем - чи телейлӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем // З.ИЛЛАРИОНОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук.

Здоровье в аптеке не купить.

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

6. Каштан чечекӗн настойки /аптекӑра туянма пулать/ юн тымарӗсен, капиллярсен стенкисене ҫирӗплетет, тӑхасем пулса каясран хӳтӗлет, юна шӗветет, япаласен ылмашӑнӑвне /уйрӑмах холестерин ылмашӑнӑвне/ лайӑхлатать, тонуса ӳстерет, шыҫҫа хирӗҫле витӗм кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Аптекӑра сутакан чул ҫӑвӗ /каменное масло/ витӗмлӗ: 5 грамм илсе 300 миллилитр шыва ямалла, пӗр кун лартмалла та лайӑх пӑтратмалла.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех